Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Жорес Александрович
Трофимов – таврапĕлӳçĕ, тĕпчевçĕ, Ульяновск облаçĕнчи патшалăх архивĕн харпăр фончĕн хуçи.
 
Тĕпчевçĕ ĕçне Жорес Александрович облаçри патшалăх архивĕн вулав залĕн-че нумай çул уйăрать. Вулав залĕнче ĕçлеме ыйтса вăл пĕрремĕш заявлени 1960 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче çырнă. Ăна Анна Федоровна Варламова алă пуснă. Унтанпа 53 çул иртнĕ пулин те Ж.А.Трофимов пирĕн чи сумлă тĕпчевçĕ шутланать. Унăн харпăр ĕçĕн тăватă томне пухнă. Харпăр ĕçĕсем облаçри патшалăх архивĕн фондĕнче упранаççĕ. Ĕçĕсем тăрăх çакна палăртма пулать: тĕпчев ĕçĕсен темисем тĕрлĕрен. 1960 çулхи чи малтанхи тема—«Революционные народники 70-80 гг. XIX в.», «Общественное движение 70-80-х гг. XIX в.», «Революционно-демокр атическое движение в Симбирской губернии в 70-80-х гг. XIX в», «Ленин в Симбирске», «Семья Ульяновых», «Ульяновы в Симбирске», «История Симбирска», «Симбирский театр» тата ыттисем те.
Çакăн пек сулмаклă ĕçсене Ж.А.Трофимов, паллах, архивпа тачă çыхăнса ĕçлемесĕр пурнăçламан. Вăл харпăр ĕçĕсене патшалăх архивне ĕмĕрлĕхех упрама панă. Кунта вăл çырнă кĕнекесен алçырăвĕсем, документлă очерксем, документлă фильмăн сценарийĕ, автобиографийĕ, статйисемпе рецензийĕсем, ун çинчен çырнисем, сăнӳкерчĕксем тата ытти хаклă документсем. Вĕсен ячĕсене çырса тухнă. Унта 1885,1886, 1929-2004 çулсем çинчен калакан мĕнпурĕ 72 ĕç кĕнĕ.
Жорес Александрович Трофимов 1924 çулхи августăн 15-мĕшĕнче Беларусь Республикинчи Могилев хулинче çар çынни çемйинче çуралнă. 1932-1942 çулсенче Краснодар кра-
йĕнчи Туапсе, Тула облаçĕнчи Алекси-
на, Ташкент облаçĕнчи Мирзанчуль хулисен шкулĕсенче вĕреннĕ.
Аслă вăрçа Украинăри Харьков об-
лаçĕнчи Лихачево станцинче – «Осовахим» хӳтĕлев обществин штатра тăман инструкторĕнче – кĕтсе илнĕ. 1941 çулхи июнь уйăхĕнче тыр-пул элеваторĕн хӳтĕлев организацине
ертсе пыма пуçлать. 1941 çулта кĕркунне Мирзанчуль хулине эвакуаци мелĕпе куçса каять. 1942 çулта Харьковри çар авиацин çыхăну училищин курсанчĕ пулса тăрать. Ăна пĕтерсен (1944 çулта) Кавказ леш енчи фронта яраç-
çĕ, унта радиовзвод командирне
çирĕплетеççĕ. Вăл авиаполк коман-
дирĕпе сывлăшри истребитель хушшинчи çыхăнушăн яваплă пулать.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче командир тата штаб ĕçĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, çар вĕренӳ заведени-
йĕсенче ĕçленĕ. 1960 çулта Хусанти
патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне пĕтерет. 1967 çулта вăл «Классовая борьба и общественное движение в Симбирской губернии в 70-80 годах 19 века» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕлет.
1960-1967 çулсенче вăл Ульяновскри çар училищинче вĕрентет, ун хыççăн – çĕршывăмăрти ытти училищĕсенче.
1975 çулта Жорес Александрович каллех Ульяновска килсе тĕпленет.
Литература ĕçне вăл Ленинградри çар-сывлăш академинче вĕреннĕ чух (1946 çулта) кӳлĕнет.
1962 çулта унăн пĕрремĕш хайлавĕ «Ульяновская правда» хаçатра кун çути курать. Чĕмпĕр хули çинчен калакан документсемпе материалсене вăл Хусан, Пенза, Чулхула, Самар, Сарă Ту, Аçтăрхан, Мускав тата Санкт-Петербург хулисенчи архивсенче шырать. Вăл
В.И. Ленин çуралнă çурта вырнаçтар-
нă çĕре те хутшăннă.
Малтанхи çулсенче Торфимова ытларах Ленин теми кăсăклантарнă. 1980 çулсен çурринчен – Чĕмпĕр хулин 17-19-мĕш ĕмĕрсенчи историйĕ тата культури. Н.М. Карамзин,Н.М.Языков , Д.Д. Минаев çуралнă çуртсем, Н.М. Карамзин палăкĕ, Н.М. Карамзинăн вулавăшĕ, Чĕмпĕрти обществăлла садсем, Александровски тата хулан
тĕп пульници çинчен çырнă сумлă очеркĕсем таврапĕлĕвĕн историпе
литературине кĕрсе юлнă. Унăн пĕрремĕш кĕнеки (тепĕр авторĕ – О.М.Савин) «И.Н.Ульянов в Пензе»
ятпа 1973 çулта Сарă Ту хулинче пичетленсе тухнă. Ун хыççăнах «Гимназист Владимир Ульянов» (1976 çул), «И.Н.Ульянов» (1976 çул,тепĕр авто-
рĕ – Ж.Миндубаев), «Ульяновы. Поиски, находки, исследования» (1978 çул).
1984 çулта Ж.Трофимов Ульяновск-
ри патшалăх педагогика университетĕнче 4-мĕш курсра вĕренекенсем валли «Литературное краеведение» ятарлă курс уçать, лекцисем вулать, вырăнти паллă писательсен (Н.М. Карамзин, Н.М.Языков, Д.В.Давыдов, И.А.Гончаров, Д.И. тата Д.Д. Минаевсем, В.Н. Назарьев, А.А. Коринфский) пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ темипе семинарсем ирттерет. Чĕмпĕрти писательсен ярăмне «Д.Д. Минаев и Симбирск» брошюрăпа уçать. Ун хыççăн тата
нумай кĕнеке кун çути курать.
В.И. Ленин тата Ульяновсен çемйи, Чĕмпĕрпе вĕсен çыннисем çинчен çырнă тĕпчев очеркĕсемпе статйисем «Волга», «Нева», «Наука и жизнь», «Огонек», «Молодая гвардия», «Шахматы в СССР» журналсенче, «Памятники Отечества» альманахра, «Неделя», «Литературная Россия», «Известия», «Учительская газета», «Красная звезда», «Ленинградская правда», «Пензенская правда», «Горьковская правда», «Волжская коммуна», «Советская Чувашия», «Волга» хаçатсенче пичетленнĕ. Ж.Трофимов Ульяновск-
Чĕмпĕр энциклопедийĕ валли 70
ытла статья çырнă.
1957 çултанпах вăл «Знание» обществăра тăрать, шкул ачисемпе кур-
сантсем тата çар училищинчи офицерсем, университет студенчĕсем, библиотекăсемпе музейсен ĕçченĕсем умне тухса калаçать. Унсăр пуçне библиотека тусĕсен обществин, Ленин ячĕллĕ историпе культура центрĕн
ларăвĕсене тăтăшах хутшăнать. 1960 çултанпа Ж.А.Трофимов облаçри патшалăх архивĕн ăслăлăх канашĕн, И.А. Гончаров ячĕллĕ таврапĕлӳ музейĕн, Ленин ячĕллĕ тĕп музейăн филиалĕн, «Родина В.И. Ленина» историпе мемориал-заповедник ĕн, журналистсемпе писательсен союзĕсен тата ытти организацисен ĕçĕсене хастар хутшăнать.
Вăл çулсерен облаçри радио тата телевидени урлă халăх умне тухать. А.Ивлиев кинорежиссерпа сценари-
сем çырса «Последняя Симбирская весна» тата «Илья Николаевич Улья-
нов» документлă фильмсем кăларать.
1978 çулта вăл М.И.Ульянова ячĕллĕ премин лауреачĕ пулса тăрать. 1984 çулта – «Волга» журналăн премин лауреачĕ. 1986 çулта «Знание» обществăн 1-мĕш степеньлĕ дипломне, 1997 çулта – область администраци пуç-
лăхăн премине (укçа) тивĕçет.
Ж.А.Трофимов историк тата публицист çинчен вырăнти тата тĕп пичет хатĕрĕсем çырсах тăраççĕ.
 
: 549, Хаçат: 32 (1330), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: