Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 30-31-мĕш номерсенче.)
Евгения Николаевна милици сотрудникне ачана приюта çитерме машина чĕнсе илме ыйтрĕ.
Ачана йăтса урама тухсан хĕрарăм опека органĕнче ĕçлекен юлташĕ-сене шăнкăравларĕ. Хăй мĕнле лару-тăрăва лекнине каласа пачĕ. Мишшăна хăй патне илесшĕн пулнине пĕлтерчĕ. Калаçу нумая тăсăлмарĕ вĕсен. Кĕç Евгения Николаевна пĕчĕк ача пек савăнса Мишшăна хытă ыталаса хăйĕн çумне пăчăртарĕ:
-Ы-ы-ы! Юратнă ача вĕт эс ман. Çиччас хутсене кайса паратпăр та киле таврăнатпăр. Унта пире ăшă вырăн та тутлă апат кĕтет, - терĕ.
«Киле» сăмах Мишшăна каллех хăратрĕ. Вăл çавракаланса кайнă кăвак куçĕсемпе хĕрарăм çине пăхрĕ.
-Ан хăра, «киле» вăл – ман киле пулать. Малашне вара ман кил – санăн килӳ те пулĕ. Эпир виçсĕмĕр, тен иксĕмĕр, унта савăнса пурăнăпăр.
«Иксĕмĕр», «виçсĕмĕр» сăмахсене каланă май Евгения Николаевнан сăнĕ наччасра кичемленчĕ. Вăл çĕрккаç мăшăрĕ килне таврăнман-нине, ирпе килсен вара чăматанне йăтса тухса кайнине аса илчĕ. Пĕр сăмах та чĕнмерĕ. «Мĕн çитмест арçынна/ Ача çук манăн. Тен, унăн çук-ха. Мана тухтăрсем сывах теççĕ. Хăй вара пĕрре те тĕрĕсленмерĕ. Çынна айăплама çăмăл, хамăрта йăнăша курма йывăр. Курмастпăр
та ăна, курассăм та килмест. Пăхăпăр, тен, таврăнать. Тен, хăй çураттарайманнине йышăнмасăр тепĕр хĕрарăма «хĕсĕр» сăмахпа хăртса пурăнать. Курăпăр.»
Машина чарăнчĕ те Евгения Николаевнан шухăшĕ татăлчĕ. Вăл ачана йăтса полици çуртне кĕчĕ. Пĕр хут çырчĕ, теприне, алă пусрĕ. Мишша ку вăхăтра çемçе диван çинче тутлă ыйăха путрĕ. Паян çак пĕчĕк чун пысăк хăрушлăха чăтса ирттерни тĕлĕк майĕн алли-урине чĕтретсе илни, хутран-ситрен тĕлĕкре нăйкăшни кăна аса илтерчĕç.
-Апла эп паян ачана хам пата илсе каятăп. Эп ăна шантартăм. Ку эрнере мĕнпур документа хатĕрлеме тăрăшăп, эсир пулăшнипе. Тавах сире, ырă каç пултăр.
Евгения Николаевна Мишшăна пысăк тупрана йăтнă пек диван çинчен асăрханса илчĕ. Урамра кĕтсе тăракан машинана килне леçсе яма ыйтрĕ. Опекăра нумай çул ĕçлесе пысăк хисепе тивĕçнĕ хĕрарăма хирĕçлекен пулмарĕ.
Хваттерĕнче çутă çуккине Евгения Николаевна урамранах курчĕ. «Килмен. Килмест», - мĕлтлетрĕ пуçĕнче. Вăл тӳрех пӳрте кĕрес темерĕ. Уçă сывлăшпа сывлас килчĕ.
-Мишша та паян урамра пулман. Ĕнер те пулман пуль. Иксĕмĕре те усăллă кăштах ларни, - хăйпе хăй калаçса вăл подъезд умĕнчи тенкел çине вырнаçрĕ.
-Çапла, Мишенька. Пурнăç кустăрми темле те çаврăнма пултарать. Паян эпир çамрăк та телейлĕ, пуян та пуçтах - ыран ватă та кĕлмĕç пулма пултаратпăр. Ыран пире мĕн кĕтессине никам та пĕлмест. Кăсăкла пулин те, юмăçсем те хăйсемпе мĕн пулассине чухламаççĕ. Мишша, Мишша... Телейпе юратура çуралнă Мишша. Пурнăçăн йывăр кустăрми сана ачаллах хытă пырса çапрĕ. Эпир, икĕ телейсĕр чун, паян пĕр чăмăра чăмăртанса телейлĕ пулса тăтăмăр. Математикăри пек, икĕ «минус» юнашар тăрсан «плюс» пулать. Пирĕн паян санпа иксĕмĕрĕн питĕ пысăк «плюс».
-Мĕншĕн иксĕрĕн кăна/ Эпĕ вара ăçта кайса кĕтĕм/ Иксĕмĕрĕн мар, тĕрĕссипе виçсĕмĕрĕн пысăк савăнăç тата телей паян, - çывăхрах ил-
тĕнсе кайрĕ арçын сасси.
-Ай- яй, хăратсах пăрахрăн. Каçпа мĕн ĕçлесе çӳретĕн кунта/ - шарт сикрĕ упăшкине курсан Евгения Николаевна.
-Эп паян ирпе васкаса тухса кайнă май çăра уççине килтех манса хăварнă. Киле кĕрейменнипе сана кунта кĕтсе ларатăп.
-Эпĕ вара Коля çăра уççине те пăрахса хăварнă. Манран пуçĕпех кайнă тесе шухăшларăм.
-Ан ухмахлан. Ун пек усал шухăш та пулман манăн. Çапла пулса тухрĕ. Ĕçре, - мăшăрне хыçалтан пырса ыталарĕ Коля.
-Юрать. Ĕçре пулсан ĕçре пултăр. Урăх ку ыйтăва хускатмăпăр. Эп вара ывăл тупса килтĕм. Астăватăн-и, эп сана Миша Иванов пирки каласа панăччĕ. Писатель ачи. Паян вăл
вилĕмрен çăлăннă. Маттур ача. Малашне пирĕн пулĕ.
-Манран чару çук. Ку ачана эп эс каласа панă тăрăх тахçанах шеллесе пурăнаттăм. Маттур эсĕ, Женя. Ачаран ырă çын тăватпăрах. Атя киле кĕрер.
Виçĕ телейлĕ çын подъезд алă-
кĕнчен кĕрсе çухалчĕ.
 
: 339, Хаçат: 32 (1330), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: