Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Епле аван-çке телефон пурри!
Вăл яланах çӳрет манпа пĕрле.
Ман телефон юрлать чăваш юрри,
Ялан хама туятăп ялтилле.
 
Телефонпах пĕлеп ял хыпарне,
Килти пекех туятăп ют çĕрте.
Шăнкăравлать, ыйтса пĕлет анне:
Ĕçсем мĕнле пыраççĕ ман килте/
 
Эс ан кулян, анне, пурте аван,
Инçе çул хăратаймĕ халь пире.
Телефонпа çыхăннă пур тăван,
Ялан пĕрле пулар – пĕр çемьере.
 
Хисеплеме хушайтăрччĕ Турри,
Тăвансене ялан сума сăвар.
Епле аван-çке телефон пурри!
Туссем патне ялан шăнкăравлар.
 
: 636, Хаçат: 32 (1330), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: