Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Августăн 19-мĕшĕнче
Чăваш Республикинчи Шăмăршă ялĕнче пысăк уяв иртрĕ, ун ячĕ –
«Туссен хушшинче».
Ăна урăхларах
«Ульяновск облаçĕн культура кунĕ – Чăваш Республикинче»
теме пулать. Уява пуçараканĕ – область кĕпĕрнаттăрĕ
тата правительство пуçлăхĕ Сергей
Морозов.
 
Уяв ирттерме кӳршĕ региона С.Морозов ертсе пыракан пысăк делегаци тухса кайрĕ: ун шутĕн-че Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев, кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ, УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев, министрсем, депутатсем, усламçăсем, культура ĕçĕнче вăй хуракансем, спортсменсем...
Чикĕре – Виçпӳрт-Шăмăршă ялĕ хĕрринче – хăнасене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Михаил Игнатьев кĕтсе илчĕ, унпа пĕрлех – ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, правительство çыннисем, депутатсем, усламçăсем тата ыттисем. Тухьяллă хĕрсем хаклă хăнасене çăкăр-тăвар тата чăваш сăрине тутанса пăхма сĕнчĕç. Артистсем чăваш юррине шăрантарчĕç. М.Игнатьев Чĕмпĕр хăнисене кĕтсе илме питĕ хавассине пĕлтерчĕ, С.Морозов вара Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕн халăхĕсен туслăхĕ тахçанах пынине, вăл регионсене аталанма пулăшнине палăртрĕ.
Уяв малалла Шăмăршăри район Культура çуртĕнче тăсăлчĕ, унта «Чувашско-Симбирское экономическое и поликультурное про-
странство: итоги и перспективы» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Михаил Игнатьев туслăхăн нацийĕ те, чикки те çуккине палăртрĕ, кун пек уявсем регионсен хушшинчи çыхăнусене çирĕплетме, пĕр-пĕрин культурине пуянлатма, пĕрлехи ĕçсене пуçарма пулăшнине пĕлтерчĕ, вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулни
пирки каларĕ.
«2011 çулта Ульяновскра Раççей чăвашĕсен Акатуйне ирттернĕ хыççăн пирĕн çыхăнусем татах та çирĕпленчĕç. Икĕ регион хушшинчи туслăх вара 1868 çултанпах пырать – халăха çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнăранпах. Ульяновск облаçĕ нумаях пулмасть питĕ йывăр вăхăтсем тӳссе ирттерчĕ, анчах манăн тус Сергей Морозов çак региона тĕрĕс ертсе пынипе халь йывăрлăхсем хыçала юлчĕç ĕнтĕ. Эпир Раççей Президенчĕ ирттернĕ наци рейтингне пĕрле хутшăнтăмăр, Владимир Путин пире çĕршыври чи лайăх 10 регион шутне кĕртрĕ. Чăваш Республики 9-мĕш вырăнта, Ульяновск облаçĕ – 5-мĕшĕнче. Апла пулсан пирĕн сире çитме тата тăрăшмалла-ха. Малашне пирĕн çыхăнусем сарăлса, çывăхланса кăна пырĕç тесе шутлатăп», – терĕ Михаил Васильевич.
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ тата правительство пуçлăхĕ Сергей Морозов вара: «Туссен хушшинче» проект икĕ регион чиккинчен каçса ытти республикăсемпе облаçсене те çиттĕр, вĕсене пĕрлештертĕр. Çакăн пек тĕлпулусенче пĕрлехи ĕçсене сӳтсе явма, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, çĕнĕ тĕллевсене палăртма май пур. Çакă халăх пурнăçĕн шайне ӳстерме пулăштăр. Пире Раççей Президенчĕ Владимир Путин лартнă задачăсем пĕрлештереççĕ. Вĕсене пирĕн пĕрле пурнăçламалла»,– терĕ.
Кĕпĕрнаттăр Раççей тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çыннине Валентина Таравата менелникпе саламласа парне тата чечек çыххи парнелерĕ. Ăна çаплах М.Игнатьев та саламларĕ.
Калаçăва ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, ЧР министрсен кабинечĕн пуçлăхĕ Иван Моторин, Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев, Ульяновск облаçĕн физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Кузьмин, наукăпа вĕренӳ министрĕ Екатерина Уба, искусство тата культура министрĕ Татьяна Ившина, ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çутçанталăк пуянлăхĕсен министрĕ Александр Чепухин, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, çаплах Чăваш Республики правительствин министрĕсем,
паллă усламçăсем, ăсчахсем тăсрĕç. Вĕсем «Туссен хушшинче» проект халăхсене, муниципалитетсене çывăхлатни, туризма, услама, экономика çыхăнăвĕсене аталантарни пирки каларĕç.
УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев облаçри наци ыйтăвĕсене мĕнлерех татса пани пирки калаçрĕ. «Унăн кăтартăвĕ – 120 ытла наци тата халăх пурăнакан регионта çынсем туслă пулса пĕр тĕллевпе ĕçлени, наци ыйтăвĕ енчен тавлашу-хирĕçӳ çукки. Çакă кĕпĕрнаттăр тата унăн команди наци ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрнинчен килет»,– терĕ вăл.
Владимир Ильич тахçанах татса парайман ыйту çинче те чарăнса тăчĕ, ку ыйтупа темиçе хут документсем хатĕрлесе панине, анчах усси пулманнине пĕлтерчĕ. Вăл Ульяновск облаçĕнче ĕçлесе пурăнакан Раççей тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, 60 яхăн кĕнеке авторĕ, 70 çула яхăн литературăра тăрăшакан Анатолий Юмана Чăваш халăх поэчĕ ятне памалли çинчен каларĕ. Облаçра ун пек ят илнĕ çын халиччен çук-ха, çакăн пек сумлă ят пани поэзи шурсухалĕшĕн те, облаçри литераторсемшĕн те пысăк хавхалану пулĕччĕ. Облаçшăн та ку паллă пулăм пулмалла. Икĕ регион пуçлăхĕ ку сăмахсене тимлĕн итлесе ларчĕç. Тен, кун хыççăн ĕç вырăнтан тапранĕ.
Çавра сĕтел вĕçленес умĕн М.Игнатьев тата С.Морозов регионсен правительствисен хушшинчи 2016-2017 çулсенчи мероприятисене пурнăçа кĕртес пирки тунă килĕшӳ çине алă пусрĕç. Ăна пурте алă çупса йышăнчĕç.
Урама тухсан М.Игнатьев тата С.Морозов «Çынсене юрăхсăр çуртсенчен куçарасси» республика программи тăрăх 24 хваттерлĕ çурта хута янă çĕре хутшăнчĕç, çынсене çĕнĕ хваттерсен уççисене пачĕç. Сăмах май, пирĕн облаçра та ку ыйтупа çине тăрса ĕçлеççĕ, кăçал кăна çак программа тăрăх пин çемье çĕнĕ хваттерлĕ пулĕ.
Çаплах регион пуçлăхĕсем Шăмăршăра ватă çынсене тата инвалидсене пăхакан 30 вырăнлă социаллă центр уçнă çĕре хутшăнчĕç.
Унтан пурте Шăмăршă ипподромне куçрĕç. Кунта республика ша-
йĕнчи пысăк уяв иртрĕ. Акатуйри пекех, кашни район хăйĕн кил-çуртне йĕркеленĕ, алă ĕçĕсене кăтартма хунă. Артистсем вара тĕрлĕ чĕлхепе хăйсен юррисене шăрантараççĕ, вĕсен сасси инçе-
тех каять. Регионсен пуçлăхĕсем тата ытти хăнасем ретпе пырса пур çĕре те çитсе курчĕç. Вĕсене хă-
шĕсем сăрапа сăйларĕç, теприсем пуçлăхсемпе ташласа пăхас камăлĕ пуррине пытармарĕç. Михаил
Игнатьев артистсемпе юнашар тăрса, алла-аллăн тытăнса чăваш кĕвви-çеммипе ташша çаптарчĕ.
Кайран сцена çинче тата ун умĕнче профессионал артистсем тата тĕрлĕ вырăнтан килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем пысăк концерт кăтартрĕç. Унта пирĕн облаçри «Волга» (Ульяновск), Чăвашкассинчи, Кивĕ Улхашри, Аслă Нагаткинти «Шанăç» ушкăнсем тата ыттисем хутшăнчĕç. Кунта халăх питĕ нумай пуçтарăннăччĕ, вĕсене йĕпхӳ пĕрĕхсе тăни те хăратмарĕ.
Хăнасем лашасене чуптарнине, чăваш кĕрешĕвĕн ăмăртăвĕ иртни-не курма пултарчĕç. С. Морозовпа М. Игнатьев çĕнтерӳçĕсене кубоксем, парнесем пачĕç. Мускавран килнĕ хăна – Раççей спорт министрĕн çумĕ, фехтовани енĕпе Олимп чемпионĕ Павел Колобков Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕнче спорт ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн пуçлăхсене
сцена çинчен тав сăмахĕ каларĕ.
 
: 732, Хаçат: 33 (1331), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: