Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳпе системăллă çĕнĕлĕхсен центрĕнче августри канашлу – регион шкулĕсенче тата ача сачĕсенче этнокультура пайрăмне пурнăçа кĕртекен вĕрентӳçĕсен педагогика мастерскойĕ – иртрĕ. Теми: «Регионти вĕренӳ тытăмĕн аталанăвĕнчи тăван чĕлхепе культура пĕлтерĕшĕ».
 
Пĕрлехи ларăва вăхăтлăха Центр директорĕн тивĕçĕсене илсе пыракан Р.Р.Загидуллин уçрĕ. Облаçри вĕренӳ пĕрлешĕвĕсенче чăваш, тутар, мордва чĕлхипе литературине вĕрентекен хастарсене, регионти обществăлла юхăмсене ертсе пыракансене çĕнĕ вĕренӳ çулĕпе саламланă май пурне те сывлăх, пуçарулăх, тавçăрулăх, савăнăçлă кăмăл-туйăм сунчĕ.
– Кăçалхи апрелĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа Ульяновскри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институт икĕ пая пайланчĕ: Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ-
пе системăллă çĕнĕлĕхсен центрĕ тата УлППУ çумĕнчи хушма ăслăлăхсен факультечĕ. Малашне категорисене ӳстерессипе, вĕрентекенсен кон-
курсĕсене хутшăнассипе тата ытти ыйтусемпе çыхăннă пулăмсем пĕтĕмпех пирĕн центрти этнокультура вĕренĕвĕн пайĕпе таччăн çыхăнса тăрĕç. Ăна Т.В.Николаева ертсе пырать. Пайри тĕп специалистсем – В.А. Архиповапа Н.С. Нурмухаметова. Вĕсем тăван чĕлхепе литература вĕрентӳçисен, облаçри вĕренӳ çурчĕсенче факультатив е кружок йĕркелесе ертсе пыракансе-
не чи пĕрремĕш пулăшаканĕсем. Хуть те хăш ыйтупа та тӳрремĕнех çак виçĕ пултаруллă хĕрарăм патне тухмалла, – терĕ Раис Рамазанович. – Паянхи канашлăва питĕ ăнăçлă ят панă – «Этнокультура пайрăмне пурнăçа кĕртекен вĕрентӳçĕсен педагогика мастерскойĕ». Хăватлă каланă пек туйăнать. Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен ларăвĕ – халь облаçра пыракан педагогика форумĕн иккĕмĕш пайĕ. Çак тĕлпулăвăн тĕп тĕллевĕ – тăван чĕлхепе культурăна аталантарасси, ун урлă çыннăн кăмăл-сипет хаклăхне ӳстересси. Ку системăллă ĕçе ачасене амăш чĕлхине вĕрентекен çынсем
çеç туса пыма пултараççĕ. Паян федераллă
патшалăх вĕренӳ стандарчĕпе килĕшӳллĕн пур çĕрте те вĕренӳ программисене калăплас юхăм пырать. Тăван чĕлхепе литературăна предмет
евĕр тата урок тулашĕнче (кружок тата факуль-татив мелĕпе) вĕрентессине тимлеççĕ. Ку пĕ-
тĕмпех шкул йышăнăвĕнчен килет. Пирĕн наци республикисене ăмсанса пурăнмалла мар, ха-
мăр облаçри наципе культура автономийĕсем пулăшнипе усă курса кружоксемпе факультативсене шкулсенче, ача сачĕсенче уçмалла. Эпир сире хамăр патра хуть те хăш ыйтупа та йышăнма хатĕр.
Тутарсен наципе культура автономийĕн çынни, Ульяновск хулин вĕренӳ управленийĕн тĕп специалисчĕ А.С.Абутдинова çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне Тутар Республики облаçри тутар ачисем валли 197 пин тенкĕлĕх кĕнеке кӳнине каласа хăварчĕ. Кăçал кĕрхи каникул вăхăтĕнче тутар вĕрентӳçи-
сен пухăвĕ пулассине, çитес çул çак вăхăтра
тутар хĕрарăмĕсем пухăнса çивĕч ыйтусене
сӳтсе явма палăртнине пĕлтерчĕ Альфия Саби-
тдиновна. Çулсерен Мелекесс районĕнчи «Юность» лагерьте чăваш, тутар, мордва чĕлхипе тата литературипе йĕркелекен регион олимпиадине ирттерме пуçланăранпа 2015 çулта 20 çул çитнине уявланине аса илтерчĕ.
Кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашçи, УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев хăйĕн салам сăмахĕнче облаçри ачасем тăван чĕлхепе пуплесси шăп та шай шкулта çав предмета илсе пыракан учительсенчен килнине çирĕплетрĕ.
– Сире савăнтармалли хыпарсем пур манăн,
çак кунсенче Ульяновск облаçĕпе Чăваш Респуб-
ликин вĕренӳпе ăслăлăх министерствисем ма-
лашне Шупашкартан çĕнĕ кĕнекесем, учебниксемпе хрестоматисем, вĕренӳ хатĕрĕсем пирĕн пата килсе тăрасси пирки калаçса татăлчĕç. Килĕшӳ тăрăх регионти шкулсене кирлĕ кăларăмсене типографи сăрĕ типичченех кӳрĕç. Пирĕн вĕрентекенсем тăрăшса ĕçленине куратпăр-ха. Анчах та юлашки çулсенче ашшĕ-амăшĕ хирĕçленине, чăвашла вĕрентесшĕн пулманнине те куратпăр эпир. Ăслă çын çакна ăнланаймасть.Чăваш ачисен амăш чĕлхине пĕлмеллех тесе çирĕплетсе калатăп. Нумай нациллĕ çĕршывра çамрăксен чăваш, вырăс, акăл-
чан чĕлхисемпе шăкăлтатса калаçмалла. Çакă тавракурăма анлăлатать, ăса вичкĕнлетет, çынна кăмăл çирĕплĕхĕ тĕлĕшĕнчен вăйлатать. Чăваш шкулĕсене кĕрсен вырăсла çеç калаçни чуна ыраттарать. Малашне ун пек пулмĕ тетĕп.
Облаçри мордвасен наципе культура авто-
номийĕн пуçлăхĕн В.А.Софоновăн мухтанмалли те, кулянмалли те сăлтавсем тупăнчĕç. Иккĕмĕш çул регионта «Шумрат» фестиваль ирттерме пултарайнипе мухтанчĕ Владимир Анатольевич, шкулсенче мордва чĕлхине вĕренекенсен шучĕ чакнăшăн кулянчĕ. Унăн тăван чĕлхине предмет евĕр мар ытларах факультатив, кружок мелĕпе вĕрентеççĕ иккен.
Этнокультура вĕренĕвĕн шутне тăван чĕлхепе литературине вĕрентни çеç кĕмест иккен, ун
йышĕнче – халăх пурăнакан тата пурăннă вырăн-
сене, географине, историне вĕренни те, культурипе йăли-йĕркине тĕпчени те, тумĕ те, кил-çурт тупри те, тĕрри-эрешĕ те, сăмахлăхĕ те, юрри-ташши, хутшăнăвĕ те. Кун пирки хăйĕн докла-
дĕнче Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳпе ăслăлăх
министерствин тĕп специалисчĕ Г.Д.Юдина каларĕ. «Вĕсене, пĕтĕмĕшле этнографи вĕренĕвĕн аталану çул-йĕрне, урок тулашĕнчи мероприятисенче (кружок, секци, музей... ĕçĕ-хĕлĕ) параççĕ, – терĕ Галина Дмитриевна. – Паяна облаçри 235 шкулта тăван (чăваш, тутар, мордва) чĕлхене вĕрентеççĕ. Темиçе шкулта азербайджан чĕлхин урокĕсем пур, вунă ытла вырсарни шкулĕнче украин, еврей, эрмен ачисемпе ĕçлеççĕ. Тăван чĕлхепе иртнĕ регион олимпиадине кăçал пурĕ
62 ача хутшăннă, регионсем хушшинчи олимпиадăсене – 10 (вĕсенчен иккĕшĕ çĕнтерӳçĕ ятне
тата иккĕшĕ ятарлă парнене тивĕçнĕ. Чăваш, тутар, мордва чĕлхисене облаçра 310 вĕрентекен илсе пырать. Çав шутран 14 проценчĕ – 35 çул тултарманнисем, 40 – 35-50 çулхисем, 46 – 50 çултан иртнисем (вĕсен ĕç стажĕ 25 çултан ытларах). Шел, 2014-2015 вĕренӳ çулĕнче вĕсене предмет евĕр вĕрентекен шкулсен шучĕ 14 таран чакнă. Çакă савăнтармасть паллах. Сăмаха вĕçлесе
тăван чĕлхе вĕрентӳçисене облаçра ирттерекен педагогсен профессилле ăсталăх конкурсĕсене ытларах хутшăнма, хастартарах пулма чĕнес килет. Эсир ĕçлекен кабинетсем те тухăçлăрах, илемлĕ-
рех пулччăр, паянхи вăхăтпа шайлашса тăччăр».
Г.Д. Юдинапа В.И.Сваев облаçри «Чи аван тăван чĕлхе кабинечĕ» ăмăрту çĕнтерӳçисене Тав хучĕпе тата хаклă парнесен пуххипе чысларĕç. Чăвашсен хушшинче çак чыса çĕнсе илекенсем: В.В.Черкасова (Кăлаткăпуç районĕнчи Бахтеевка шкулĕ), С.Н.Федорова (Çĕнĕ Малăкла районĕ, Упамсар шкулĕ), Т.В.Рупасова (Барăш районĕн-
чи Ĕшке шкулĕ), С.В.Телеева (Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен шкулĕ) тата С.И.Мигукова (Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен шкулĕ). Кăçал тата
шкулсемпе ача сачĕсенче чăваш ачисемпе тăрăшса вăй хуракан, хăйсен ĕçне этнокультура компоненте кĕртнĕ çамрăк та малкурăмлă вĕрентекенсемпе воспитательсене УОЧНКАн
Тав хутне, парнесен пуххине пачĕç. Вĕсен йы-
шĕнче – Ю.А. Серебрякова (Ульяновскри Карлинскинчи шкул), Л.А. Куликова (Мелекесс районĕнчи (Тутиел шкулĕ), Л.Г. Ятманова (Ульяновскри 107-мĕш ача сачĕ), Г.И. Сидорова (Чăнлă районĕнчи Ирçелĕнчи ача сачĕ), Г.И. Сергеева
(Ульяновскри 72-мĕш шкул) тата ыттисем те.
Центрти этнокультура вĕренĕвĕн пайĕн ертӳçи Т.В. Николаева та, УлППУри культурологипе
музей ĕçĕн кафедрин пуçлăхĕ, культурологи ăслăлăхĕсен докторĕ А.Ю.Тихонова та этнокуль-
тура вĕренĕвĕн аталанăвне çĕнĕ шая илсе тухмаллине каларĕç. «Эсир, вĕрентекенсем, этнокультура пайрăмĕсене пурнăçа кĕртекенсем. Кашни халăх умĕнче хăйĕн чĕлхине, культурине сыхласа хăварас ыйту çивĕч тăрать. Вĕрентӳçĕ-
семсĕр, обществăлла юхăмсемсĕр ку сăваплă
ĕçе илсе пыма пачах та май çук. Шел, вĕрентекен-
сем ватăлса пыраççĕ. Малашне Ульяновскри
патшалăх педагогика университетĕнче наци ушкăнне çĕнĕрен уçма май пуласси пирки те калаçаççĕ тӳресем. Федераллă бюджетран вĕре-
нӳ валли укçа куçарман пирки ушкăн йĕркеленсен тӳлесе вĕренме май пулĕ. Кĕретлĕ (очно) мелпе – 75 пин тенкĕ тӳлес пулать, кĕретсĕр (заочно)– 45. Кадр ыйтăвĕ яланах çивĕч тăрать-çке. Пуласлăх пирки халь шухăшламалла. Вĕрентекенсем, эсир кунсерен питĕ пуян материал пухса пыратăр. Вĕсене пĕрле пуçтарсан «Çемьери ăспару», «Этнокультура вĕренĕвĕ» тата ытти кĕнекесене кăлармалăх та вăй çитереетĕр эсир. Мĕншĕн тăван чĕлхепе тухакан хаçатсенче сайра пичетленетĕр/ «Канаш», «Ĕмĕт», «Ялгат» кăларăмсенче хăвăр ĕçĕре туллин кăтартма тăрăшăр, ан ӳркенĕр», – терĕ Анна Юрьевна.
Пултарулăх конкурсĕсене хутшăнса çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçнисен ĕç опычĕн «Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи тĕрлĕ чĕлхесен кăшăлĕ» хăтлавĕ иртрĕ. Чăвашсен ĕçне кăтартмашкăн «Чи аван чăваш чĕлхи вĕрен-
тӳçи – 2014» номинаци çĕнтерӳçи Н.М.Сайгушева (Ирçел шкулĕ) тата «Чи аван чăваш чĕлхи кабинечĕ» номинацире мала тухнă С.И.Мигукова (Вăта
Тимĕрçен) хатĕрленсе килнĕ.
Чăваш чĕлхи вĕрентӳçисен тата кружоксемпе факультативсен ертӳçисен педагогика мастерскойĕ секци ĕçне аван йĕркелесе илсе пычĕ. Унта облаçри чи хастар вĕрентекенсем хутшăнчĕç. аван докладсем турĕç. Центрти этнокультура вĕренĕвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ В.А. Архипова чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиада ĕçне пĕтĕмлетрĕ, шкул ачисене çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче хатĕрленĕ çĕрте усă курмалли сĕнӳсем пачĕ.С.В.Телеевапа (Анат Тимĕрçен) С.А.Марышева (Ульяновскри 55-мĕш шкул) чăваш ачисенче пуплев культурине еплерех аталантармалли пирки калаçрĕç, пĕр-пĕринпе хутшăнмалли йĕркесен (чăваш этикечĕн) вăрттăнлăхне уçса пачĕç. Вĕрентекенсем чăваш халăх сăмахлăхне тĕпе хурса хатĕрленни пурин кăмăлне те кайрĕ. Ваттисен каларăшĕсемпе нумай усă курчĕç, вĕсем мĕне пĕлтернине ăнлантарчĕç, ĕçтешĕсене хавхалантарса ячĕç, ĕçлеттерчĕç. Т.В.Рупасова (Ĕшке шкулĕ) федераллă патшалăх вĕренӳ стандартне кĕртнĕренпе чăваш чĕлхин вĕренӳ пахалăхĕ еплерех улшăннине çулталăк хушши сăнаса тăнă. Çак тĕпчевпе ĕçтешĕсене ĕненмелле паллаштарчĕ вăл. Хăй калаçăвне хăтлав евĕр хатĕрленĕ, слайдсемпе нумай усă курчĕ, ыйтусене хуравларĕ.
Докладсене тимлĕн итленĕ май мана кружоксен ячĕсем, вĕсене илсе пыракансен тĕллевĕсем кăсăклантарчĕç. С.Н.Федорова Упамсар шкулĕнче (Çĕнĕ Малăкла районĕ) чăваш чĕлхии кружокне илсе пырать. Вĕсем кăçалтан çĕнĕрен предмет евĕр ĕçлеме пуçласшăн пулнă, анчах та районти вĕренӳ пайĕнче кунсерен ултшар урок илсе пыма пуçлама хатĕррине ырламан. Кăçаллăха кружок çеç хăварнă. Кун пирки Светлана Николаевна кулянса каларĕ. Карлински шкулĕнче чăваш чĕлхи кружокне хавхалансах Ю.А.Серебрякова йĕркелет. Вăл хăй эрнере пĕр сехет хушшинче тăван чĕлхене, историне тата культурине ачасене вĕрентес меслетсемпе паллаштарчĕ, каланине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Т.Ф.Шмаранова – Володарски шку-
лĕнчи (Чартаклă районĕ) «Тăван тăрăх культури» кружокăн ертӳçи. Унтăрти лицейра (Ульяновск районĕ) «Чăваш культурин историне вĕрентесси» («Шевле çути») кружокпа Л.С. Улюкина ĕçлет. Чăваш Сайманри (Николаевка районĕ) ашшĕ-амăшĕ «Чăваш сăмахĕ» кружокăн тата ăна ертсе пыракан М.П.Батюк вĕрентӳçĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă. Скугареевкăра (Тереньга районĕ) Л.П.Иванова «Чăваш фольклорне» вĕрентет, Е.П.Корнилова (Ульяновскри 15-мĕш шкул) – «Атăлçи халăхĕсен культурине», И.В.Мещанова (Ульяновскри 46-мĕш шкул) – «Чăваш культурине», Р.П.Анчикова (Чăнлă районĕнчи Телешовкăри шкул) – «Чăваш халăх культурине» тата ытти те. Чылай шкулта чăваш чĕлхи кружокне, чăваш чĕлхи факультативне илсе пыраççĕ. Димитровградри 10, 19 тата 26-мĕш шкулсенче кружоксем пурри савăнтарчĕ. Ульяновск, Кротовка, Баратаевка, Луговойри пĕлӳ çурчĕсенче паян чăваш ачисен чăваш халăх культурипе чĕлхине вĕренме май пур. Хам кăмăлпа чун-чĕререн Çинкĕл районĕнчи Ялавăрпа Уличе вăтам шкулĕсенче факультатив мелĕпе мар, предмет евĕр вĕренттерес килет. Тĕслĕх вырăнне чăваш, тутар, вырăс ачисем çӳрекен Бахтеевка (Кăлаткăпуç) тата Ĕшке (Барăш) шкулĕсене илсе кăтартас килет. Вĕсенче чăваш чĕлхипе литературине предмет евĕр вĕрентеççĕ çеç мар, халăх историйĕпе культурине ăса хывтараççĕ, чăвашла юрлама-ташлама хăнăхтараççĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем пĕрле пухăнса канашлани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм тесе шутлатăп. Вĕсем паян тумалли ĕçсене çеç мар, ыран тумаллине пăхса тухаççĕ, сӳтсе яваççĕ. Пĕр-
пĕрне паракан ырă канашсене çӳпçене тирпейлĕн пуçтарса пыраççĕ.
 
: 621, Хаçат: 33 (1331), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: