Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕр питне, шывсене тата çутçанталăк условийĕсене пула Ульяновск облаçĕнче йăтăннă çĕрсем нумай. Чĕмпĕр ишĕлчĕкĕсен тĕслĕхĕ çинче 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче – 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче А.П. Павлов профессор ĕçĕсенче шуса анакан çĕрсен ăслăлăх теорине («Чĕмпĕр тата Сарă ту Атăлçин ишĕлчĕкĕсем». – М., 1903ç.) ĕçлесе çитернĕ. Çĕр ишĕлсе аннине Ульяновск, Чăнлă, Сăр, Çĕнĕ Спасск тата Çинкĕл
районĕсенче Сăрпа Сĕве, Барăш
юханшывĕсен чăнкă çыранĕ-сенче асăрхама пулать.
 
Атăлăн сылтăм çыранĕнче (Унтăртан пуçласа Ульяновска çитиччен) тĕрлĕ вăхăтри ишĕлчĕксен чарăнми ретне курма пулать. Анчах та чи пысăккисем Чĕмпĕр тăвайккинче пулса иртнĕ, иртеççĕ те.
Архивра упранакан тата литературăра сыхланса юлнă материалсем 17-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчен – 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчен тытăнса йăтăннă çĕрсем хула хуçалăхне сăтăр кӳнине кăтартаççĕ. Самай пысăккисене Чĕм-
пĕрте 1724, 1743, 1785, 1866, 1868 çулсенче асăрханă, 1877-1902 çулсенче 10 тӳсме çук пысăк сиен кӳрекен ишĕлчĕк пулнă. Кăштах лăпланса тăнă тапхăр хыççăн 1913 тата 1914 çулсенче татах çутçанталăк усал «парне» хатĕр-
ленĕ. 1915 çулхи çу уйăхĕнче çынсене синкерлĕ ишĕлчĕк хăратнă. 1945, 1955, 1957, 1979 çулсенче пулнисем питĕ пысăк аркатусем кӳнĕ.
1902 çулхи ишĕлчĕк чукун çула, хулана пăрахут пристанĕпе çыхăнтаракан шоссене, çаплах тырă кĕлечĕсене тата ытти çуртсене вăйлă аркатнă. Чĕмпĕр-
ти хула управи Мускав-Хусан чукун çулĕн Обществине айăпласа суда тавăç тăратнă: чукун çул хатĕрĕсене тĕрĕс мар вырнаçтарнипе çĕр йăтăнса аннипе пулнă тăкаксене саплаштармалла тенĕ.
1915 çулхи çăвăн (май) 29-31-мĕшĕсенче Чĕмпĕр тăвĕ ишĕлсе анса таврана çав тери пысăк сăтăр кӳнĕ. Ун хыççăн Хула Думин чрезвычайлă пухăвĕ кунашкал аркатусемпе кĕрешесси пĕтĕм патшалăх ĕçĕ пулмалла тесе йышăну тунă. Атăл урлă хывакан кĕпер патне пыракан çулсем ишĕлнĕ, Петропавловск айлăмĕпе пыракан сарнă çул, чиркӳ, çĕклеме пуçланă кĕпер хăй те вăйлă сиенленнĕ – куçакан калăпăш йывăрăшĕпе кĕперĕн хĕрринчи 8 тĕрекне тĕпрен янă* чылай йывăç тата чул çуртсенче пурăнма май пулман* 3-мĕш полици пайĕ тата хула училищи йышăннă хула çурчĕ арканнă. Хула Думине нуша курнисенчен процентсăр кивçен укçа тата налуксенчен хăтарма ыйтса çырнă 50 заявлени çитнĕ.
1955 çулхине каллех 1915 çулхи ишĕлчĕкĕн çурри – кăнтăр енĕ каллех шуса аннă. 740 метр чукун çул никĕсĕ юрăхсăра тухнă. Тăкаксене миллион тенкĕсемпе шутласа палăртнă.
1979 çулта çĕр йăтăнса аннă хыççăн пуйăссем тăватă талăка çӳреме чарăннă, стройкăсем ĕçсĕр тăнă. Юрăх-
сăра тухнă чукун çулăн анлă пайне
юсама 320 вакун вак чул кирлĕ пулнă.
1963 çулта Ульяновскра çĕр ишĕлсе аннипе кĕрешекен хатĕрсене туса çитернĕ: çĕр айĕн юхакан шывсене тытса тăма тата урăх çулпа чуптарма тĕпрен тунă тарăн пăрăхлă çулсем (дренаж штольнисем) тунă, канавсем чавнă* шалкăм çумăра юхтарса ямалли вырăнсем хатĕрленĕ. Яваплăрах çĕрте – Атăл çийĕн хывнă кĕперпе чукун çул тата юханшыв порчĕ çывăхĕнче – контрофорссем майлаштарнă.
Куйбышев шыв усравне (водохранилищине) тусан çырана хӳтĕлеме çĕнĕ юханшыв портĕнчен пуçласа кивĕ пристань таран тимĕр-бетон плитине хурса тухнă. Малалла çыран хӳтĕ-левĕ тимĕр-бетон блокĕсемпе тăватă
ураллă кӳлеписенчен тунă хумсене чаракан стена евĕр çурçĕр еннелле тăсăлнă. Хулан çурçĕр пайĕнче Атăл хысакĕнче хумсем çапнинчен хӳтĕлев çук. Йăтăнса анакан çĕрсене хирĕç кĕрешекен хатĕр-хĕтĕре ĕçлеттерессипе тата хысак еплерех лару-тăрура пулнине, мĕн çĕкленнине асăрхаса тăрассипе Ульяновскри ятарлă управле-ни ĕçленĕ. 90-мĕш çулсенчен пуçласа вăл участок ятпа çӳрет.
 
: 368, Хаçат: 33 (1331), Категори: истори

Комментарисем:

Kourtney (2016-06-30 16:57:55):
Woah nellyĔ how about them appsle!

Azia (2016-07-02 02:33:50):
What a joy to find somnoee<Ӳa> else who thinks this wayĕ

Bones (2016-07-02 14:42:13):
A simple and
intenligelt<Ӳa> pointĔ well madeĕ Thanks!

Leatrix (2016-07-04 20:53:57):
WowĔ that's a really clever way of thikning about it! http,ӲӲctbcqyxĕcom [urlçhttp,ӲӲlktcccrb daĕcom]lktcccrbda[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲdagugnz cmtĕcom]dagugnzcmt[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: