Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Федор Иванович Толбухин – Кăнтăр, 3-мĕш тата 4-мĕш Украина фрончĕсен
командующийĕ, Совет Союзĕн Маршалĕ.
 
Вăл 1894 çулхи июнь уйăхĕн 4 (16)-мĕшĕнче Ярославль кĕпĕрнинчи Андроники ялĕнче (халĕ Ярославль облаçĕнчи Толбухин районĕ) хресчен çемйинче çуралнă. Вырăс. Шкул пĕтерсен Петербурга куçнă. Тăванĕсем ăна услам училищине вĕренме вырнаçтарнă.
1914 çулта çамрăка император çарне илеççĕ. Тепĕр çултан вăл Ораниенбаум
хулинче (халĕ Ломоносов) прапорщиксен шкулне пĕтерет. Çав çулах вăл
Пĕрремĕш тĕнче вăрçин участникĕ пулса тăрать, ăна Кăнтăр-Хĕвеланăç фрон-
чĕн рота тата батальон командирне çирĕплетеççĕ. Вăл Çвяттуй Анна тата Çвяттуй Станислав орденĕсене тивĕçет. 1917 çулта ăна полкри салтаксен комитечĕн
секретарьне, каярахпа председательне çирĕплетеççĕ. Вăл штабс-капитан
звание тивĕçет. Граждан вăрçи тытăнсан Толбухин хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара
çырăнать. Ăна Хĕвеланăç фрончĕн Мускав стрелокĕсен дивизин штабĕн начальникĕн пулăшаканне çирĕплетеççĕ.
1921 çулхи çурла уйăхĕнчен вăл – Чулхула кĕпĕрнин штабĕн начальникĕ,
авăн уйăхĕнчен – стрелоксен 56-мĕш дивизин, раштав уйăхĕнчен – Карели
фрончĕн штаб управленийĕн. Вăл Карелие тапăнса кĕрекен шуррисене хирĕç çапăçать. 1927-30 çулсенче аслă командирсен шкулне пĕтерет. 1934 çулта – М.Ф.Фрунзе ячĕллĕ РККА çар академийĕнчен вĕренсе тухать. Аслă вăрçă
вăхăтĕнче Толбухин генерал-майор Кавказ леш енчи, Кавказ тата Крым çар
штабĕсен начальникĕ пулать. Кирек ăçта та вăл хăйĕн ăсталăхне кăтартать. Çĕнтерӳ хыççăн та (чирлесе тăнине пăхмасăрах) Совет çарĕнче тăрать.
1945 июнĕн 15-мĕшĕнче – Румыни тата Болгари çар ушкăнĕсен командую-
щийĕ, 1947 çултанпа – Кавказ леш енчи çар округĕн. Вăл 1949 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Унăн ӳтне Кремль стени çумне пытараççĕ. Вилнĕ хыççăн ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне парса чыслаççĕ.
 
: 588, Хаçат: 33 (1331), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: