Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«КАНАШ» ХАÇАТ ПОЧТИ «ЧУХĂНЛАНЧĔ»
Кашни виçĕ уйăхра редакцие 150 ытла материал килетчĕ пулсан 2011 çулăн виççĕмĕш виçуйăхлăхĕнче, хисеплĕ ентешĕмĕрсем, эпир сиртен 45 корреспонденци, сăвă-калав анчах илтĕмĕр. Паяна вĕсенчен 29-шĕ хаçатра хăйсен вырăнĕсене тупрĕç, ыттисене каярахпа пичетлеме хатĕрлесе хунă.
 
Хаçат почти «чухăнланни», паллах, кĕрхи ĕçсемпе те çыхăннă пулĕ: çĕр ĕçченĕн çыру ĕçĕпе аппаланса ларма вăхăчĕ те сахалтарах – кăçал ăнса пулнă ял тата хушма хуçалăх культурисене тирпейлĕ те çухатмасăр пухса илсе хĕл пӳлмине хывмалла. Апла пулин те, чи хастартараххисем «Канаш» çинчен те манса каймарĕç – çырсах тăчĕç. Инна Романтеева, Михаил Аляпкин, Нина Панкратьева, Николай Кирюшин, Светлана Ярославская, Виктор Симаков, Александр Аннин, Нина Антонова, Роза Макарова, Светлана Асамат, Анатолий Юман, Лаврентий Данилов, Геннадий Улюкин, Николай Казаков, Виталий Станьял, Галина Никитина, Николай Розов, Нина Васильева, Валентина Тарават, Анна Никонорова, Серте Мишши, Алексей Ашкеров, Валентина Деменкова, Ирина Давыдова, Борис Улендеев, Александр Пешне, Ирина Иванюкова, Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнче вĕренекенсем ( Вероника Горячева, Максим Горячев, Евгений Маркелов, Дмитрий Орлов, Анастасия Садовникова, Ольга Киверова, Алёна Волынщикова, Сергей Дьяконов, Татьяна Краснова), Ирина Капитонова, Николай Кадебин, Наталия Иванова, Лидия Ярославская, Зинаида Бородкина, Мария Селендеева, Владимир Вериялов материалĕсем утă-авăн уйăхĕсенче пичетленсе хаçата пуянлатрĕç. Тавтапуç, туссем!
Вулакансене уйрăмах «Канаш» хаçат прозаикĕ-2011» конкурс шайĕнче пичетленнĕ «Утмăлтурат» (Анна Никонорова), «Ирĕклĕ чун çулçӳревĕ» (Ирина Давыдова) калавсем, конкурс шайĕнче пичетленмен Борис Мулендеевăн «Чечеклĕ кĕпеллĕ хурăнăм» хайлавĕ кăмăла кайнине пĕлтĕмĕр.
Регионра пулса иртекен чăвашлăхпа çыхăннă е пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем çинчен çийĕнчех пирĕн пата пĕлтерни аван. Çакна хаçат штатĕнче тăман корреспондентсен асра тытмалла. Çак сăлтава пула хăш-пĕр материалсене архива яма тӳр килчĕ.
Аслă Нагаткинра пурăнакан Николай Гурьянов редакцие 2010 çулта пичетленсе тухнă Александр Агафоновăн «Человек и время», Алексей Мердеевăн 2001 çулта кун çути курнă «Пятое время года», Александр Сидоровăн 2007 çулта тухнă «Без чувства песни не сложить» кĕнекисем çинчен хаклавсем çырса янă. Нимĕн калама та çук – аван хак панă, анчах хисеплĕ Гурьянов юлташ, çак ĕçсене вăхăтра, кĕнекесем «пиçсе» тухсанах пурнăçланă пулсан вырăнлă пулнă пулĕччĕ. Хаçатра «Çĕнĕ кĕнеке», «Кĕнеке çӳлĕкĕ» рубрикăсем пур. Вĕсенче эпир тин çеç пичетленсе тухнă ентешсен ĕçĕсем çинчен каласа паратпăр. Редакци архив мар вĕт-ха, унăн тĕп тĕллевĕ – пулса иртнĕ мероприятисем, тин çеç пичетленсе тухнă кĕнекесем çинчен … çийĕнчех вулакансем патне илсе çитересси. Çавăнпа автор ярса панă материалсемпе усă кураймарăмăр.
Вулакансем çĕр ĕçĕнчен пушанарах пыраççĕ, кĕрхи каçсем те вăрăмланаççĕ. Алла ручка тытса пирĕн пата çырусем çырма майсем нумайланаççĕ. Чӳречерен пăхса ларса йывăçсем çинчен ылтăн çулçăсем тăкăннине сăнама та вăхăт пулать. Камăн-тăр, тен, пуçĕнче прозăпа поэзи хĕлхемĕ вăранĕ. Ан вăтанăр, çийĕнчех çав хĕлхеме хут çине куçарăр та редакцие илсе çитерме васкăр.
Ăнăçусем сире, хисеплĕ вулакансем!
 
: 1491, Хаçат: 41 (1133), Категори: Cырусен тишкерeвe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: