Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Çын хăйĕн пурнăçĕнче тĕрлĕ тапхăрта пурăнса ирттерет. Кашни тапхăрĕнче хăйнеевĕрлĕ пулăмсем пулса иртеççĕ. Çыннăн шухăш-кăмăлĕ, йăли-йĕрки урăхланса пырать. Самана улшăнса пынă май пурнăç йĕрки, халăх тата
ял хуçалăхĕ лайăхланса, çĕнелсе пырать. Сăмахран, 70-80 çул каяллахине паянхи пурнăçпа ниепле те танлаштараймастăн. Пирĕн пурнăçра кăна мĕн чухлĕ улшăнусем пулса иртрĕç: уй-хирсенче вăкăрпа сухапуç, тракторсемпе комбайнсем, космос тапхăрĕ, компьютер вăхăчĕ, карас телефонĕ – каласа пĕтерес те çук. Самана улшăнса пынă май çыннăн пурнăçĕнче ташă-юрă, тĕрлĕрен хайлавсем, ача-пăча вăййисем улшăнса пычĕç.
Ача-пăча вăййисене илсен вĕсем те нумай улшăннă. Ачасем хăйсен ăс-тăнне, вăй-халне тĕрлĕ вăйă выляса аталантарнă, çирĕплетнĕ. Хăш та пĕр вăйăсене вĕтĕр-шакăр хăйсемех йĕркеленĕ, хăйсемех выляса ирттернĕ. Ку ачасен урамри ăспарăвĕ (воспитанийĕ) пулнă. Вăййисем те тĕрлĕрен пулнă. Пирĕн ялта, Чăвашкассинче, çакăн пек вăйăсем вылятчĕç: çĕрĕлле, ашăкла, тапса тармалла, кăлайла, числолла, доминолла (эпир пĕлекен сĕтел çи вăййи мар-ха ку), шкулла, сикмелле, шăнкăрчла, лапталла, хĕрлисемпе шуррисемле. Йĕлтĕрпе, çунапа, йывăç тата тимĕр конькипе, тенкелпе ярăнатчĕç.
Пирĕн вăхăтра, иртнĕ 20-мĕш ĕмĕрĕн 40-50-мĕш çулĕсенче, футболла, хоккейла вылясси анлă сарăлман.
Çӳлерех асăннă вăйăсене хальхи ачасем пачах та пĕлмеççĕ. Çак вăйăсем çинчен ăсчахсем тĕпчев ĕçĕсенче çырнине те тĕл пулман. Сăмахран, ашăкла вылянине илер. Тимĕрçенпе Улхаш тăрăхĕнчи музейсенче ашăкне курма пулать, анчах та мĕнле выляни çинчен никама та каласа параймасть. Ăна авалхи мăн асаттесемпе мăн асаннесем вылянă вăйă тесе шутлатăп. Язычествăран юлнă вăйă тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. Вăййа арçын ачасем те, хĕрачасем те, çитĕннĕ çынсем те выляма пултарнă.
Ашăкла вылянин йĕрки çакăн пек. Кунта çакăн пек сăмахсем тĕл пулаççĕ. (Чăваш чĕлхи -– пуян чĕлхе, анчах та хальхи пуплевре ку сăмахсемпе усă курнине тĕл пулман эп – тĕрĕс мар каларăм пулсан тӳрлетĕр). Малтан ашăк вăййинчи сăмахсен пĕлтерĕшне уçса парасшăн. Сăмахĕсем (словарь): элчĕ, туй, пĕк, чĕк, мулла, катмулла, ларка, катăш, ули, кăртмăш. Ку сăмахсен кашнин хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Сăмахсене пĕлмесен ашăкла выляймастăн. Ашăк – сурăхăн хыçалти урин сыпăк шăмми.
1 Ларка – ку сăмах пысăк та сарлака ашăка пĕлтерет. Кун пек ашăксем нумай чухне элчĕ ларма пултараççĕ.
2 Элчĕ – вăйăра чи асли. Ашăк элчĕ ларчĕ пулсан вăл пурне те çĕнтерет. Элчĕ-ашăк хăяккăн ларсан (тăрсан) ку енче ашăкăн шăтăк пур.
3 Туй – вăйăра элчĕ хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăрать. Элчĕрен вăйсăртарах. Туй-ашăк хăяккăн тăрсан пулать, ку енĕ яка.
4 Пĕк – ашăк лаптăк ларсан, çурăмли.
5 Чĕк – ку вăйăра чи кĕçĕнни, лаптак ларсан, шăтăклă енĕ çӳл енче.
6 Мулла – хăш та пĕр чухне ашăка кустарса ярсан ашăк пуçхĕрлĕ тăрать. Ку вара элчĕрен те аслăрах шутланать. Выляканăн ашăкĕ мулла тăрсан вăл вара кустарса янă ашăксене пурне те хăй валли пуçтарса илет (асăрхаттару – ку сăмах тутарсен муллипе çыхăнман, хуть те мĕнле япала та пуçхĕрлĕ тăрсан ăна мулла кăна тетчĕç).
7 Катмулла – ашăк курăнса лар-сан. Камăн-тăр ашăкĕ Катмулла ларсан унăн ашăка тепĕр хут кустарма тивмĕ, мĕншĕн тесен ку
вырăнлă мар, ниме те пĕлтермест.
8 Кăртмăш – çĕре пуçланă е çĕр-
нĕ ашăка каланă. Кун пек ашăксене вăййа кӳртмен. Вĕсем
часах тĕпренсе, ванса пĕтме пултарнă.
9 Катăш – ашăксене пур пек ларсан кустарса янă хыççăн.
10 Ули – ашăксене кустарнă хыççăн вăйпа туртса илни.
Нумай чухне ашăксене сăрăпа (краскăпа) пĕветме тăрăшнă. Тĕсĕ-
сем те тĕрлĕрен пулнă, килте камăн мĕнле сăрă пулнă, çавăнпа пĕветнĕ. Вылякансем хăйсен ашăкĕсене лайăх пĕлнĕ, пĕр-пĕриннипе арпаштарман. Ашăка элчĕ енчен хăйраса якатнă пулсан вăл ашăкпа кустарма юраман.
Ашăкла вылянă чухне тата тепĕр сăкăлтăк пулма пултарнă. Ашăк нумайрах элчĕ тата мулла лартăр тесен ашăка элчĕ енчен пĕчĕк кăна шăтăк шăтарнă та тăхлан янă. Тăхлан хăйĕн йăвăрлăхне пула ашăк нумайрах, часрах элчĕ ларнă, мĕншĕн тесен элчĕпе мулла вăйăра чи аслисем тата ытти вылякансен ашăкĕсене
выляса илме пултарнă. Анчах та вылякансем ашăкра тăхлан пуррине пĕлсен ку ашăка вăййа кĕртмен е ашăка кустарса яма ирĕк паман.
Тата тепĕр сăмах çинчен каласа хăварас килет – ули çинчен. Вылянă чухне ашăксене сăрласа янă хыççăн чăрсăртараххи вĕсене туртса илме тăрăшнă. Кун хыççăн ытти вылякансем те – ули! тесе кăшкăрса ашăкĕсене пуçтарса, туртса илме васканă.
Нумай чухне вăйă çакăнпа вĕçленнĕ. Туслă эртелте ули туман.
Ашăксене урамра, çĕр çинче тĕл пулсан е кам-тăр ӳкерсе хăварсан вĕсене никам та пĕшкĕнсе илмесĕр иртмен. Ачасемшĕн – ашăк кирлĕ вăйă хатĕрĕ пулнă.
I. Ашăкла мĕнлерех вылянă-ха/
(Манăн ашăкла икĕ тĕрлĕ выляма май пуррине каласа парас килет.)
1 Выляма иккĕн те пулать, çын нумайрах пулсан та юрать. Малтан эртелтен пĕри кашни вылякантан пĕрер ашăк пуçтарса илет, вĕсене тикĕс çĕре сапалать.Сапаласа яраканĕ пĕк ларнисене суйласа илет. Юлашки ашăксене кӳрше сапалать
те каллех пĕксене пуçтарса илет. Çапла пĕр ашăк юлмиччен выляççĕ. Черетпе кам тĕлне çитнĕ, ашăка çав пăрахать, пĕк пулсан илет, пулмасан хăçан ашăк пĕк пуличчен малалла каять. Çĕнĕрен сапалама элчĕрен пуçлаççĕ, пулмасан туйран та юрать. Ашăксене сапсан икĕ элчĕ пулсан катăш пулать – урăх ашăка кустарма юрамасть. Вара туй сапать, икĕ туй пулсан пĕк сапать, çапла кĕçĕн ашăк – чĕк патне çитичченех.
2 Ашăкла вылякансен кашнин хăйĕн ларки пулнă. Вылякан хăйĕн ларкине пĕлсен тăнă, ăна никама та паман, яланах çав ларкана кустарнă. Выляма пуçличчен пĕри кашнинчен пĕрер ашăк пуçтарать те тикĕс çĕр çине сапаласа ярать. Камăн ашăкĕ элчĕ ларать, çав ача вăййа пуçласа ярать. Вылянă чухне камăн ашăкĕ аслăрах ларать, çавă ашăксене пуçтарса хăй валли илет те çĕнĕрен вăййа пуçласа ярать. Сăмахран, пĕрне малтан чĕк ларсан, теприн элчĕ, туй е пĕк пулсан чĕк парăнать, ашăк урăх ача аллине куçать те унăн пулать.
Малтан пĕк ларсан, кайран чĕк ларсан – пĕк аслăраххи, ашăксене вăл илет.
Виççĕн-тăваттăн вылянă чухне пурте умлăн-хыçлăн ашăксене кустараççĕ. Çак вăхăтра камăн-тăр ашăкĕ элчĕ ларсан вăйăри ашăксене веçех элчĕ хуçи илет. Çак вăхăтра иккĕмĕш ашăкĕ элчĕ ларсан катăш пулать, çĕнĕрен кустарса ямалла пулнă. Икĕ чĕк – виççĕмĕш пĕк пулсан (пĕк асли) вăл ашăксене пуçтарать. Çапла вара кĕсьере пĕр ашăк юлмиччен вылянă. Ашăксене веçех выляса яни те пулать.
Ашăкла вылясси – çуркунне юр айĕнчен çĕр тухсанах типĕ вырăнта вылянă. Çуркунне иртсен ашăксен тапхăрĕ пĕтсе пынă. Ашăк вырăнне урăхла вăйăсем выляма тытăннă. Мĕншĕн тесен тип çĕр лаптăкĕ пысăкланса пынă, урăхла вăйăсем выляма тытăннă.
Çĕр типсе çитсен шăнкăрчла, доминолла, кăлайла, числолла вылянă. Ку ача-пăча вăййисене икĕ-виçĕ çын пуçтарăнсан вылянă. Вылякансем нумайăн пуçтарăнсан лапталла
(мечĕкле) вылянă, уйрăмах уявсенче. Кунта вара çитĕннисем те, ача-пăча та вылянă.
 
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси.
 
: 355, Хаçат: 33 (1331), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: