Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Упăшка кăçал та курорта мансăрах кайма пуçтарăнчĕ. Вăл каяссине пĕлсенех тĕп район пульницине вĕçтертĕм. Отпуск пама йăлăнса, йĕрсе ыйтсан та пуçлăх, тĕп район пульницин тĕп тухтăрĕ, мана илтесшĕн пулмарĕ.
– Тырçи вăхăчĕ, ху та пĕлен, Раиса Ивановна, механизатор-водител ьсене васкавлă пулăшу кирлĕ пулма пултарать, пирĕн мĕн тăвас сансăр/ Ăнсăртран – кĕмсĕрт тенине илтнĕ-и/ Чим-ха, ан хĕрӳлен. Кӳршĕ Ереп поселокĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ ĕçе тухсан пăхăпăр унта. Куç курĕ. Хальлĕхе Паланлă ялне тухтăрсăр хăварма ман нимĕнле ирĕк те çук, – терĕ.
– Борис Петрович, мĕнле-ха капла/ Пĕрремĕш хут çапла тархаслатăп. Ĕмĕрне пĕрре савнă мăшăрпа пĕрле канма, сипленме каясшăнччĕ. Эсир шăп çак самантра пулăшу аллине тăснă пулсан еплерех савăннă пулăттăм та...– кутăн чакрăм эп.
– Тем сана паллаймастăп паян, Раиса Ивановна, мана илтесшĕн те мар эс. Ахăртнех, хĕрӳ путевкăпа курорта каясшăн çемйĕрпе. Çапла-и/ – тĕлĕннине пытармарĕ ĕçтеш.
– Çапла шухăшланăччĕ те-ха. Шел, эсир, тĕп тухтăр юлташ, çав çутă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме май памастăр,– кулянма пăрахмарăм эп.
– Хм, шухăшлăпăр-ха, шухăшлăпăр,– пуçлăх сассинче вăл чăнах та тарăхни палăрчĕ.
Çапах та çав самантра вăл мана нимĕнпе те савăнтарайманни кулянтарчĕ. Киле нимсĕрех, тунсăхлă кăмăл-туйăмпа пырса кĕтĕм. Герман юрла-юрла чăматан пуçтарнине курсан чĕре пушшех те чике-чике илчĕ. Хам мĕн сăлтавпа Аксăва кайса килнине каламарăм. Вăрттăнлăх пултăр терĕм.
– Рая, ман хĕрлĕ, сарă тĕрĕллĕ галстук ăçтине курман-и/ Тем куç айне пулмарĕ. Мур илесшĕ, тата юратнă кĕпе ăçта кайса кĕнĕ-ши/– ăшталанать арçын.
Инçе çула тухмашкăн хатĕрленет вăл. Сасси ачаш тухать хăйĕн. Мĕнпур кăмăлне йӳле янă – чĕреме çупа сĕрет тейĕн.
Манăн/ Манăн вара ăна çумран ярас килмест. Тем туса пăхас тата/
– Шкапра курнăччĕ пек астăватăп. Тен, каймастăн, Герман. Ачасем хулара халь. Вĕсем пĕчĕк чухне юнашар ларса калаçма та вăхăт çукчĕ. Отпускунта пĕрле канăпăр тенĕччĕ – пулмарĕ. Мĕн тăвас-ха ман, кала. Юл-ха, ан кай. Çамрăк чухнехи манăçма пуçланă евĕк самантсене çĕнĕрен аса илĕпĕр. Ĕмĕт-шухăшпа час-часах чап-чап уйăхне таврăнатăп. Итле-ха, тусăм, тен, тăхтан. Сансăр епле пурăнас уйăх/– йăлăнатăп мăшăра.
– Эс мĕн/ Мĕнле евĕклĕх саманчĕ-сем аса килчĕç тата/ Кĕçех пенсие тухма вăхăт çитет. Эсĕ юрату, ачашлăх, çепĕçлĕх тетĕн. Санаторирен хытă ыратакан пилĕке сиплесе килес тетĕп. Урасем те сураççĕ. Юратăва ăна çамрăк чух вĕçертмелле мар. Э-э/ Ман кунта (кăкăрĕ, чĕри тĕлне тытса кăтартрĕ) çулăмпа çуннă чух эс çывăраттăн. Каçсерен вăратсан та стена енне çаврăнса выртма пăхаттăн. Эп вара чĕрĕ чун. Ман юратас, сан кăпăшка ӳт-пĕвӳ çумне сĕртĕнес килетчĕ.
– Ун чух ачасем çамрăк пулнă-çке. Ывăнаттăм эп ĕçре, килте те тем пек ĕшенеттĕм. Пульница, кил хуçалăхĕ, тĕпел – веçех ман çинче,– йăвашшăн калаçма тăрăшатăп хам, çиллентересрен хăратăп.
– Э-э-э, эп пĕççе-каççа тăратса выртнă пулать, эппин, вырăн çинче, эсĕ анчах ĕçленĕ,-тĕлĕнет вăл. Куçне-пуçне выляткалать. Кăмăлсăрлансан сăмса çунатти хăпартлансах каять хăйĕн. – Юратура унта çанă тавăрса ĕçлеме кирлĕ мар пуль те, юрату – вăл савăнăç, киленӳ.
– Чим-ха, чим, ан вĕрилен, хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕсене пĕлеттĕн-ха эс яланах. Ĕç хыççăн мĕнпур çемье çывăрса каймасăр та кухньăран тухма май килместчĕ ман: чашăк-тирĕк çăватăн, каçхи
апат, ирхи апат пĕçеретĕн, ĕçри хутсене какăриччен çыратăн. Вара сĕм-
пĕлтĕкрен кайсах çывăраттăм.
– Астăватăп ĕнтĕ, астăватăп. Халь
эс çамрăк мар текех. Упра хăвна, пăрах ывăниччен ĕçлеме, чунăмçăм. Эп санаторирен таврăнсан килти ĕçсен пĕр пайне хам çине илме шантаратăп,–
тее-теех чăматанне пуçтарчĕ Герман.
Паян тем юрласа кăтартма та хатĕр упăшка. Ман çеç чĕре ыратать.
Кайрĕ вăл, мана пăрахса кайрĕ. Чĕрери тунсăха сирме çăмăл мар халь.
Таврана кĕр сăнĕ çапма пуçларĕ. Юратнă вăрман та симĕс сараппанне ылтăн тĕслипе улăштарчĕ. Мирун сăмсинчи çĕр çулхи капмар йывăçсем хĕрлĕ-сарă тумпа пĕркенчĕç. Сĕнче хĕрринчи лăстăркка ватă хăвасем илемĕпе илĕртеççĕ. Вăрманта кăмпа та кăçал нумай теççĕ кӳршĕсем – пĕччен унта та каяс килмерĕ. Пĕртен-пĕр йăпанăç та – килти выльăх-чĕрлĕх. Каçсерен вĕсемпе калаçса кăмăла тултаратăп, уçă сывлăшпа кăкăр тулли сывласа киленетĕп. Кушак манран юлма пĕлмесĕр юнашар мăрлатса çӳрет.
Упăшка патне кĕске çырусем çыратăп, ялти хыпар-хăнара çитеретĕп. Анчах та киле кĕсье телефонĕ çине йĕркеллех çитнине пĕлтернĕренпе унран урăх пĕр хыпар та килмерĕ. Ăна та ăнланатăп. Пилĕкне сиплет пулмалла та – вăхăчĕ те çукрах ĕнтĕ.
Пульницара куллен çын. Пĕр ыйту памасăрах ялти хыпарсене пĕлсе
тăратăп эп. Карчăксем пуçтарăнаççĕ
те эх! сӳтсе яваççĕ вара, ял халăхĕн шăмми-шаккине пĕр юлмиччен шĕ-
кĕлчеççĕ. Тепĕр чух пуç çурăлса тухасла ыратма пуçлать, хăлха йӳçет, анчах та никама та пĕр сивĕ сăмах та каласа курман эп халиччен. Калаçчăрах, ниçтах та пит тухса çӳремеççĕ шереметсем. Вĕсен те калаçасси килет ĕнтĕ.
Ĕçрен киле кайма çĕклентĕм çеç – пӳлĕмри шăплăха телефон шăнкăравĕ татрĕ.
-Алло, Раиса Ивановна, салам, мĕнлерех кăмăл-туйăм сан/ Çав териех тунсăхларăн-и мăшăрушăн/– хулăн сасăллă арçын сасси эп мĕнлерех пурăннипе кăсăкланать.
– Салам-салам! Борис Петрович, эсир-и ку/ Каçарăр, тӳрех паллаймарăм Сире. Пуян пулатăр. Тем сăлтавпаччĕ/– хăюсăрлантăм эп.
– Ху тавçăрса илеймĕн-и/
– Телее, ĕçре веçех аван ман. Тĕрĕслев-мĕн килесси пирки мар пуль те Эсир/
– Сивĕ, Раиса Петровна, сивĕ!
– Вçо, тавçăртăм, ырă çыннăмăр, пирĕн тăрăха «Сывă çемьешĕн, сывă пурнăç йĕркишĕн» агитпуйăс килет эппин/ – парăнмарăм эп.
– Çук, кăмăллă тухтăр, сан паянах çав пуйăс çине савнă упăшку патне санаторие кайма билет илме каймалла. Санаторипе курорт карточки хатĕр сан,– хаваслăн калаçрĕ тĕп тухтăр.
– Чăнах-и/ Паянах, халех-и/ Йывăр чирлисем çук ялта. Тавах Сире, Борис Петрович. Мансăр вунă кун епле те
пулин пурăнаççех. Кил хуçалăхĕнче анне юлма шантарнăччĕ, – телефон кĕпçине хутăм та тантăш патне тухса вĕçтертĕм. Ура çĕре перĕнмест, утса мар, чупса çитрĕм шкула. Валенти-
нăпа пĕрле станцине, Нурлата, ман валли билет илме кайрăмăр...
Германа парне тăвас тесе ним пĕлтермесĕр пырса кĕтĕм санатори-
йĕн аслă хапхинчен. Утăм тусанах çăтмаха лекнĕн туйăнчĕ. Еплерех илемлĕ кунта, хыр шăрши сăмсана кăтăклать. Паркри хĕрлĕ-сарă йывăçсем, тĕмĕсем хĕвелте ялтăраççĕ. Шевлесем вăй выляççĕ. Кайăксем юрлаççĕ. Çак реххетре пуçăм çаврăнсах кайрĕ.
Пурте савăнăçлă кунта: сиплекенсем те, канма пынисем те. Тухтăрсем аван кĕтсе илчĕç мана. Ĕçтешĕ канма вăхăт тупнишĕн хĕпĕртерĕç пулас. Веçех куç туллин пăхса çаврăнтăм: тĕп корпусри фойе çутă та пысăк, йĕри-тавра чечек.
Кайран та пулин мăшăр пӳлĕмне вырнаçма шанса кăмăллăн калаçма тăрăшрăм администраторпа та. Илĕр-
тӳллĕ майра Герман Семеновпа пĕрле пурăнма хальлĕхе майсем çуккине пĕлтерчĕ. Вăл вырнаçнă икĕ вырăнлă пӳлĕмре иккĕн пурăнаççĕ тет. Пушă пӳлĕмсем хальлĕхе çук имĕш.
–Пăртак кĕтме тивĕ. Халь вара сире пĕччен пурăнма юратман Çĕпĕр хĕрарăмĕ патне вырнаçтаратăп. Вăл тахçантанпах юлташ кĕтетчĕ.
– Юрĕ, эппин, пит аякран, Çĕпĕртен, пĕр хăрамасăр Хусан çывăхне канма килнĕ хĕрарăмпа кăмăллăрах та пулĕ,
– шӳтлес килмесĕрех шӳтлеме пăх-
рăм эп. Хальччен кĕтнине тата пăртак кĕтсе пăхăп текелесе шанăçпах тăваттăмĕш хута хăпартăм.
Мĕн кулянатăп-ха – пӳлĕмре хăтлă, илемлĕ. Чӳрече кăнтăр енне тухать. Çывăхрах – вăрман. Ир те, каç та – уçă сывлăш. Номерте холодильник та, телевизор та пур. Вырăнĕ çемçе, шурă. Ун çинче – крахмалланă простынь таврашĕ. Тумбочкине тем те кĕрет тата. Паланлă кучченеçĕсем шурă пĕчĕк шкапа веçех вырнаçрĕç темелле.
– Салам, салам, хисеплĕ çыннăмăр,– хаваслăн калаçрĕ хайхи кӳршĕ пулаканни алăкран пырса кĕнĕ-кĕмен.– Сана эп нумайранпах кĕтетĕп. Пĕчченлĕхе юратмастăп эп. Тунсăх пусать.
Мана хирĕç çӳллĕ те кĕрнеклĕ хĕрарăм куларах пăхать. Пичĕ пиçсе çитнĕ панулми евĕр хĕп-хĕрлĕ. Кăвак куçĕ пăралать. Тупата та илемлĕ. Мăнтăрлăхĕ еплерех килĕшет тата хăйне. Чăн-чăн Çĕпĕр хĕрарăмĕ.
– Салам, эпĕ – Рая, ял фельдшерĕ. Йăмраллă, çырма-çатраллă пĕчĕк чăваш ялĕнчен пуçласа тĕнче курма тухса килнĕскер ак Сирĕн умăрта тăратăп,– ытла та чипер пулнипе ун çине пăхма та именетĕп эп.
– Санпа туслашасса шанатăп, килти пек пул. Канма килтĕн тĕк – ăнăçлă канмалла пултăр эппин.
Таньăна кунта тата упăшка канни, вăл еплерех сăн-пуçлă пулни, хам мĕн ĕмĕтпе килни çинчен пĕр пытармасăр каласа патăм. Вăл хăтланса пăх-ха тенĕ евĕр пуçне çеç суллакаласа ларчĕ. Пĕр чĕнмесĕр итлерĕ, нимĕнех те каламарĕ.
– Çĕнĕрен ĕмĕтленсе пăхасшăн, эппин, упăшкун пуçне çавăрма, çам-
рăк чухнехине аса илесшĕн/ – ун сассинче лăпкăлăх, шанăçлăх сĕмĕ палăрчĕ. – Ырлатăп. Тытăнса пăхăпăр эппин. Чи малтан арçын чунне ăн-
ланма, ун чĕри хĕлĕхĕсемпе выляма вĕренме тивĕ пире.
– Тем ăнланаймарăм-ха Сире,–
тĕлĕнсех кайрăм эп.
– Ан хăвала, тилхеперен ан турт, вăхăт çитсен хăвах тавçăрăн.
Ывăнни кăнтăрла иртсенех палăрма пуçларĕ. Çул, вăрăмми те, кĕски те, яланах çынна ĕшентерет. Выртса канас килчĕ пулин те карас телефонне кăларса «Юратнă Герман» ят çине пусрăм. Телефонне вăрахчен илмерĕ вăл. Иккĕмĕш хут шăнкăравласан тин çыхăнăвăн тепĕр енче кăмăлсăр сасă илтĕнчĕ.
– Салам, каçар мана шăп кану вăхă-
тĕнче чăрмантарнăшăн.
– Мĕнле унта ялта/ Чиперех пуль/ Итлетĕп, мĕн каласшăнччĕ/ Ман вăхăт кĕске, васкасарах кала.
– Герман, ялта мар-ха эп... эп...
– Ялта мар пулсан вара ăçта çапкаланса çӳретĕн/– каласа пĕтерме памасăр сăмаха тăрук татрĕ вăл. Вара хаяртарах калаçнине ăнланса илчĕ пулĕ те.– Района канашлăва кайрăн-им/ – терĕ.
– Эпĕ кунтах-çке, эс канакан санаторире... Тăваттăмĕш хутра... – сас патăм эп.
Трубка леш енче шăп. Герман чылай вăхăт хушши ним каламасăр тăхтаса тăчĕ. Шалкăм çапрĕ тейĕн ăна. Те ытла савăннипе, те пĕтĕмпех сасартăк пулса иртнипе – чĕлхине çăтрĕ вăл.
 
(Малалли пулать.)
 
: 536, Хаçат: 33 (1331), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: