Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Октябрьски поселокĕнче пурăнакан В.Михлеевăн ĕçĕ техникăпа, компьютерпа çыхăннă, вăл çамрăклах инженер-программист профессине алла илнĕ, çак ĕçпе нумай çул ĕçленĕ. Анчах, хăй каланă тăрăх, ун чунĕ яланах гуманитари наукисем патне туртăннă. Вăл сăвă çырать, таврапĕлӳпе, историпе интересленет.
 
Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн чăваш каччи тĕнче курас шутпа Архангельск облаçĕнчи Плесецк районне вăрман касма каять.
– Ун чухне Плесецкра космодром пурччĕ ĕнтĕ, эпир унтан 10-15 çухрăмра ĕçлеттĕмĕр, вăрман тасататтăмăр. Мана çакăнтанах салтака илчĕç. Çар хĕсметне Кострома тăрăхĕнче ракета чаçĕнче ирттертĕм,– аса илет Валерий Иванович.
Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел (Тутарстан) ялĕнчи шкулта пĕлӳ илнĕ чухне Валерий чĕлхепе литературăна та юратнă, анчах математикăпа та вăйлă пулнă. Çакă вара ун малашнехи шăпине татса панă. Салтакран килнĕ хыççăн вăл Хусан патшалăх университечĕн механикăпа математика факультетне кайса кĕрет.
1980 çулта алла диплом илсен ăна Владимир облаçĕнчи Ковров хулинчи оборона министерствин тĕпчев институтне направленипе яраççĕ. Çакăнтах вăл марксизм-ленинизм университетне пĕтерет. Инçетре виçĕ çул опыт пухнă хыç-
çăн Михлеевсем тăван тăрăхне таврăнаççĕ. Ку вăхăтра Валерий Иванович çемьеллĕ пулнă ĕнтĕ – Хусанта вĕреннĕ чухне Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă хĕрĕпе Нина Васильевнăпа паллашать, вара вĕсем 1981 çулта çемье çавăраççĕ. Валерий Иванович çур çул Тутарстанри «Нурлатнефть» организацире электромонтерта вăй хурать, ун хыççăн 1984 çулта çемье Чĕмпĕр тăрăхне куçса килме шутлать. Çемье пуçĕ ĕç шыраса темиçе вырăна çитет: пур çĕрте те ĕçе илеççĕ, анчах хваттер тата ача валли садик çук теççĕ. Çапла вара вăл пĕррехинче Ульяновск ял хуçалăх институчĕн учхозне – Октябрьски поселокне çитсе ӳкет.
– Ректор ман документсене пăхса тухрĕ те тӳрех заявлени çырма хушрĕ. Эпĕ Хусан университетне пĕтерни, оборона министерствин институтĕнче ĕçлени ăна тĕлĕнтерчĕ, савăнтарчĕ. Пире кун пек специалистсем питĕ кирлĕ, ыранах ĕçе тух терĕ. Кунта пире пурăнмалли вырăн та пачĕç, хĕре те пĕр эрнерен садика илчĕç,- каласа парать Валерий Иванович.
Çапла вара çемье кунта вырнаçать. Ку вăхăтра çĕршыв пуçлăхĕ М.Горбачев ĕçре пурне те компьютер çине куçма сĕнет. Пирĕн çĕршыва нихçан курман
техника – компьютерсем илсе килме тытăнаççĕ.
– Мана аслă инженер-программист а илчĕç. Ун чухне кунта электрон машинасемпе шутлатчĕç – шкап пысăкăш, питĕ кивĕччĕ вĕсем, ĕçлеме меллĕ марччĕ. Ковровра эпĕ темиçе хут авантараххисемпе тата пысăкраххисемпе ĕçлесе курнă. Тепĕр тапхăр пуçланчĕ компьютеризаци. Ленинграда, Минска кайса çĕнĕ техникăпа паллашрăм, кирлисене заказ патăм. Çапла вара эпир Борис Николаевич Истратов электронщикпа иксĕмĕр пысăк хавхаланупа пĕтĕм институчĕпех электрон машинасене кăларса пăрахса компьютерсем вырнаçтарса тухрăмăр. Пилĕк çула тăсăлчĕ ку ĕç. Юн вĕресе тăратчĕ ун чухне, питĕ интереслĕччĕ çĕнĕ техникăпа аппаланма, ĕçре пĕтĕм япала çинчен манса кайса вăй хураттăмăр. Çакăн хыççăн ман сăнӳкерчĕке Хисеп хăми çумне вырнаçтарчĕç,– тет Валерий Иванович.
Ун хыççăн вăл тĕрлĕ должноçра ĕçлет: аслă наука ĕçченĕ, шутлакан лаборатори пуçлăхĕ, аслă иженер... Анчах ун тивĕçĕ яланах пĕр пулнă: институтри компьютерсене йĕркеллĕ тытса тăрасси, çĕнĕ программăсем тăвасси. Компьютерсем те çĕнĕрен çĕнĕ килсе тăнă, унтанпа вĕсен темиçе ăрăвĕ улшăннă ĕнтĕ. Вĕсене хăй вăхăтĕнче пурне те ĕçе кĕртсе, вырнаçтарса пынă Валерий Иванович.
Кадрсене вăйлă чакарнă хыççăн халĕ Валерий Иванович лаборант тивĕçĕсене пурнăçлать. Паян вăл хăй юратнă таврапĕлӳ ĕçĕпе аппаланса киленет. Уйрăмах ăна тăван ялĕн историйĕ кăсăклантарать, ун çинчен вăл тĕрлĕ çĕртен нумай материал пухнă. Хăйне шкулта вырăс чĕлхипе вĕрентнĕ Николай Харитонович Паймуратова ялĕ çинчен кĕнеке кăларма пулăшнă. Михлеев сăввисем пирĕн «Канаш» хаçатра та пĕрре мар пичетленнĕ, 2000 çулта редакци çумĕнче тухнă «Шевле çути» альманаха та кĕнĕ. Вăл Дмитрий Кузьмина «Краткая чувашская региональная энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области» кĕнеке кăларнă çĕрте те пулăшнă, унта кĕртме тивĕçлĕ çынсене чылай тупса панă. Халь Валерий Иванович хăйĕн чунĕ валли çĕнĕ ĕç алла илнĕ: чăваш артисчĕсен юррисенчен тĕрлĕ сăнӳкерчĕксемпе усă курса клип тăвать, «Вконтакте» сайтра хăйĕн страницине вырнаçтарать.
Сăмах май вăл Белоруссире ĕçлесе пурăнакан паллă кинорежиссерăн – Дмитрий Никонорович Михлеевăн çывăх тăванĕ.
– Пирĕн Çĕнĕ Йĕлмеле хальхи Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел çыннисем 17-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче-18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче килсе пуçласа янă. Пирĕн ялтан паллă çынсем тата тухнă: чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев, Анатолий Максимов генерал-майор... Пирĕн ял çыннисем хăй вăхăтĕнче пуринпе те пĕрле шыва кĕмен.
Халĕ, чăнах та, çурри тĕне кĕнĕ ĕнтĕ. Çапла вара ялта икĕ масар –
тĕне кĕнисем валли тата кĕменнисем валли. Хам та нумаях пулмасть кăна шыва кĕтĕм-ха. Ял историйĕ питĕ интереслентерет мана, малалла тĕпчес ĕмĕтсем пур-ха,– тет Валерий Михлеев.
 
Чартаклă районĕ.
 
: 683, Хаçат: 34 (1332), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: