Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак хĕре облаçри чăваш уявĕнче пĕрре çеç мар курнă.
Вăл яланах чăваш тумĕпе, курма пынисене хăй ăсталанă
алĕçĕпе савăнтарать. Екатерина Кирюшкина вĕтĕ
шăрçаран çуха, масмак, ама таврашĕ ăсталать.
Тĕслĕ хăюсенчен мĕн кăна явмасть вăл. Вăл тĕрлет те,
тĕрлĕ çипсемпе тĕртет те.
Кăçал вăл 10-мĕшне каять.
Ал ăсти кăна мар Катя, ташă-юрă ăсти те. Уйрăмах ташлас туртăм унра пысăк. Ташă ăсталăхне вăл 1-мĕш класранах туптать. Паян та Ялавăрти Культура керменĕнчи ташă ушкăнне хаваспах çӳрет. Ертӳçи – Светлана Ильдейкина. Пултаруллă ушкăна ялти, районти кашни пысăк мероприятиех чĕнеççĕ. Облаçри сценăсем çинче те пулаççĕ артистсем.
Шкул пĕтерсен кам пулма ĕмĕтленетĕн тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ:
– Учитель пулас туртăм пур.
Юратнă предмечĕ Катьăн – технологи. Алĕç урокĕнче вĕрентнине хĕр киле таврăнсан çийĕнчех пурнăçа кĕртме тăрăшать.
Гроскоппа Катя – Тараса. Çавăнпа та тен унăн девизĕ – «Çиччĕ виç те пĕрре кас». Кашни пĕчĕк те кăткăс япалана та вăл тӳсĕмлĕ, тĕплĕ, илемлĕ пурнăçлать. Çакна вăл ăсталанă ĕçĕсем çирĕплетсе параççĕ.
Вĕренессе те Катя лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать.
Катя учитель профессине суйласа илсен ачасене этеплĕх тĕнчине юратма вĕрентекен пуласса шанас килет.
 
Çинкĕл районĕ.
 
: 667, Хаçат: 34 (1332), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: