Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Иккĕмĕш тĕнче вăрçи 1939 çулхи
авăнăн 1-мĕшĕнче пуçланнă та 1945 çулхи
авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче вĕçленнĕ.
 
Ку вăрçă – икĕ çарпа политика пĕрлешĕвĕн хирĕçтă-
рăвĕ – тĕнчери этемлĕх историйĕнчи чи пысăк вăрçă. Унта
вăл вăхăтра пулнă 73 патшалăхран 62-шĕ хутшăннă (Çĕр
чăмăрĕ çинчи мĕнпур халăхăн 80 проценчĕ).
Çар хирĕçĕвĕ виçĕ континент тата тăватă океан шывĕ
çинче пынă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи – ядерлă оружипе усă курнă пĕртен-пĕр вăрçă!
ÇĔнтерӲ хакĔ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи совет çĕршывне питĕ хака
ларнă: 27 миллион çын вăрçă хирĕнче, сурансенчен, тыткăнра, бомба айне пулса вилнĕ е хыпарсăр çухалнă. Тăватă çул хушшинче СССРта 29 миллион та 500 çынна çара илнĕ. Пурĕ вăрçă вăхăтĕнче 34 миллион та 400 пин çын салтак шинельне тăхăннă. Вăрçă пĕтнĕ çĕре вĕсенчен 12 миллион та 800 пин салтак кăна килне таврăннă. Вĕсенчен 1 миллионĕ госпитальсенче сипленнĕ.
Вăрçăра СССР Çар вăйĕсенчи 9 миллион та 167 пин те 400 çын вилнĕ (8 миллион та 668 пин те 400 çар служащийĕн списокĕнчен): ытларах çапăçу хирĕнче, çаплах хыпарсăр çухалнă тата тыткăна лекнĕ. Вĕсен шутне вăрçă пуçламăшĕнче çул çинче бомба айне пулса вилнĕ тата нимĕçсем тыткăна илнĕ 500 пин салтак та кĕнĕ. Унччен вилнĕ çар çыннисенчен 5 миллион та 590-шĕ тыткăна лекнĕ е хыпарсăр çухалнисен шутĕнче пулнă. Тĕпчев хыççăн çакă паллă пулнă: тыткăна 4 миллион та 559 пин салтак лекнĕ, ыттисем çапăçу хирĕнче пуçне хунă.
Тыткăнран 1 миллион та 836 пин салтак таврăннă. Вилнисен 74 проценчĕ – çамрăк, ăрăва малалла тăсма пултаракан вăйпитти çын.
Фронтра куллен стройран 20 пин те 869 çын тухнă. Вĕсенчен 8 пинĕшĕ – яланлăха. Чи нумай салтак 1941 çулхи çу тата кĕр кунĕсенче (куллен 24 пин çын) тата 1943 çулта (кунне 27 пин те 300 çын) вилнĕ.
Европăпа Азие нимĕç пусмăрĕнчен хăтарнă чухне пурĕ
1 миллион та 99 пин те 465 совет салтакĕ пуçне хунă: вĕсенчен Польшăра 600212 çын, Чехословакире 139 918, Венгрире – 140 004, Германире – 101 961, Румынире – 68 993, Австрире – 26 006, Югославире – 7 995, Норвегире – 3 436, Болгарире – 977, Китайра – 9 272, Корейăра – 691.
Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пынă ултă çул хушшинче 110 миллион çын алла пăшал тытса çапăçнă, 55 миллион çын пурнăçне татнă, вĕсенчен 40 миллионĕ – Европа çыннисем. Çынсене ытларах СССР çухатнă – 27 миллион.
Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче вилнисенчен çуррине яхăн – мирлĕ халăх. Тĕслĕхрен, Европăри концлагере илсе кайнă 18 миллион гражданран 11 миллионĕ çавăнтах выртса юлнă.
Германи 13 миллион çын çухатнă, Польша – 6 миллион, Югослави – 1 миллион та 700, Франци – 600 пин, Итали –
500 пин, Великобритани – 370 пин, Америка – 300 пин, Японии – 2 миллион та 500 пин.
 
: 544, Хаçат: 34 (1332), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: