Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ксения Узалуковапа Кристина Шубина Ульяновскри 56-мĕш пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта пĕр класра вĕренеççĕ, уроксем хыççăн та ялан пĕрле. Саккăрмĕшсем вĕсен туслăхне ăмсанаççĕ те тепĕр чух, паянхи саманара чăн-чăн юлташ тупма çăмăл маррине чухланăран тантăшсемшĕн савăнаççĕ.
Пикесем – шкулти халăх хорĕн солисткисем. Вырăс юррисене те, чăвашлисене те пĕр пек ăсталăхпа шăрантараççĕ. Уроксем вĕçленнине пĕлтерекен шăнкăрав хыççăн музыка шкулне васкаççĕ. Хĕлле тĕрлĕ предметсемпе иртекен олимпиадăсене, конкурссене хутшăнаççĕ, хăйнеевĕр тарăн шухăшлă проектсем хатĕр-леççĕ. Хĕрачасем иккĕшĕ те 5-мĕш класран пуçласа тăван шкулти Людмила Благороднова ертсе пыракан «Чăваш культури» кружока çӳреççĕ. Чăвашла илемлĕ юрлаççĕ, ташлаççĕ. Сăвă калама та маçтăр. Людмила Кузминична мухтанать юратнă вĕренекенĕсен ăнăçăвĕсемпе, пултаруллă пулнипе, хăйне пулăшнипе мăнаçланать. Юлашки çулсенче йăхташсем УОЧНКА тата облаçри Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрти Чăваш культура пайĕ йĕркелекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ.
Ксения вĕренӳре «пиллĕк» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пырать. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче «Сарпике» конкурса хутшăнса «Тăрăшуллă пике» номинацире çĕнтернĕ вăл. Ксюша 6-мĕш класран пуçласах «Путене» ача-пăча пултарулăхĕн фестивалĕн çăлтăрĕ. Сцена çинчен вăл юрланă та, сăвă та каланă. 2012 çулта тантăшĕ-пе,Кристинă па, иккĕшĕ ăмăртăвăн вокал пайне хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăннă. 2015 çулхи ака уйăхĕнче Ульяновскри 17-мĕш наци вулавăшĕнче И.Я. Яковлевăн çуралнă кунне халалласа ирттернĕ учительсен семинарĕнче те чăваш ачисен юрри чăн-чăн парне вырăннех пулчĕ.
Кăçал Çĕнтерӳ паркĕнче кĕрленĕ регионсем хушшинчи чăваш Акатуйĕ валли Ксения Узалуковапа Кристина Шубина çĕнĕ кĕпесем çĕлетнĕ.
Çамрăксен лапамĕнче хĕрачасем сăвă каланă, юрă юрланă. Унта вĕсем амăшĕсемпе тата ашшĕсемпе пынă.
– Эпир шкулта чăваш культурине вĕрентекен Людмила КузьминичнаБлагород нована тата юратнă çемьесене пире пĕчĕкрен чăваш чĕлхине, культурине, тĕррине, йăли-йĕркине вĕрентнĕшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр. Эпир паян чăвашла та, вырăсла та, акăлчанла та кăмăлтан, юратсах вĕренетпĕр, тĕрлĕ чĕлхепе юрăсем юрлатпăр, сăвăсем калатпăр, – терĕç Ксенийăпа Кристина кăмăллăн кулса.
 
: 606, Хаçат: 34 (1332), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: