Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 33-мĕш номерте).
 
– Мĕнле санаторире/ «Хыр çăтмахĕнче»-и/ – сасси чĕтревлĕн илтĕнчĕ.
– Ăхă. Тем пек сана курасшăн çунатăп.
– Юрĕ, каçалапа тĕл пулса калаçăпăр,– терĕ те саççим çухалчĕ.
Коридорта тахçанччен анранă сурăх пек тăтăм. Ал-ура итлеме пăрахрĕ. Халь калани мăшăра савăнтарманнине чĕремпе, чунăмпа туйрăм. Çакна пӳлĕме кĕрсен кӳршĕ те сисрĕ пулас.
–Ан кулян, юлташăм, пурнăç веçе хăй вырăнне лартать. Паян вара хăв та кунта канма килнине ан ман, – терĕ.
Анчах эпĕ хальхинче те кӳршĕ сăмахĕ-сен чăн пĕлтерĕшне тавçăраймарăм. Чун-чĕрем те, пуçăм та тарăхупа тулчĕ. Çак курайманлăх ниçта та шăнăçайманнине çеç туйрăм çав самантра. Куçăмран вĕри куççуль юхма пуçларĕ.
– Чим-ха, тăварлă куççульпе çăвăнма ан васка. Веçех майлашăнĕ. Халь эпир санпа кăнтăр апатне анăпăр. Душа кĕрсе тух та çăмăл тум тăхăн. Еплерех тутлă çитереççĕ кунта,– мана йăпатасшăн йăвашшăн калаçать тин паллашнă майра. – Эп хам апат тума юрататăп. Шел, кунта ăшаланă çĕрулмипе тăварланă хăяр памаççĕ. Ытти веçех пур темелле. Патша сĕтелĕ çинче те унашкалах тĕрлĕ апат-çимĕç пулман пуль.
Татьяна питĕ уçă кăмăллă хĕрарăм пулса кайрĕ. Виçĕ çул каялла упăшки чирлесе вилнĕ иккен ун. Кăçал ăна ачисем хуйхи-суйхине сиртĕр тесе ятне чи аван санаторисенчен пĕрне канма янă. Куларах калаçать хăй, çын çине те кăмăллăн пăхать.
Эпĕ аранах каç пуласса кĕтсе илтĕм. Канма хăнăхман çыншăн вăхăт та иртмест пек. Сехет йĕпписем пĕр вырăнта тытăнса тăраççĕ тейĕн. Тинех кĕтнĕ телефон сасси янăрарĕ.
– Сан патна тăваттăмĕш хута хăпаратăп,– илтĕнчĕ трубка леш енче.
Чĕре кăкăртан сиксе тухасла тапать. Савнипе курнăçма васкатăп.
Герман мана коридор вĕçĕнчен аллипе сулса саламларĕ те яланхилле сулахай аллине хытă сулласа килчĕ.
– Мĕн эс пĕр систермесĕрех килсе çитнĕ кунта/ Рая, сана халех отпуск памаççĕ терĕн-çке эс, – ыйту çине ыйту пачĕ вăл.
– Эс тем ăнсăрт тĕлпулăва пĕртте хавас мар пек туйăнать, упăшкаçăм,– персе ятăм эп.
– Хавасси мĕнĕ... Хмм...
– Хальлĕхе пушă пӳлĕм çук терĕç, ыран-виçмине иксĕмĕре пĕр çĕре вырнаçтарма пултараççĕ... – чеен вăлтрăм эп. Савăнманнин чăн тупсăмне пĕлмелле-çке-ха манăн.
– Итле-ха, Рая, эп сана пĕркунах каласшăнччĕ кун пирки. Эс тулĕк ан вĕрилен. Кунта эп пĕччен мар,– каламалла-и, каламалла мар-и тенĕ евĕр сăмахĕсене айăпа кĕнĕ ача пек чăмларĕ вăл. Пăлханса шăлаварне турткаларĕ.– Зинăпа виçĕмçул курорта кайсан паллашнăччĕ. Эс пĕлетĕн-çке – ман пилĕкпе санатори-курортсăр ниепле те май çук. Пĕлтĕр вара пĕрле калаçса татăлса кайрăмăр. Кăçал та...Юрататăп эп ăна. Илтетĕн-и/ Хама пурнăçра унсăр курмастăп.
Пит тăрăх вĕри куççуль юхма пуçларĕ. Эп ăна систермесĕр килнĕшĕн çеç çилленет пуль тенĕччĕ. Вăл ав мĕнле. Хăюллă, чăрсăр. Чĕрене тем хĕстерсе лартрĕ. Пит куç йĕп-йĕпе.
– Эп санран уйрăлса ун патне Пĕкĕлмене пурăнма куçасшăн,– сăмахĕ пĕтмен иккен-ха ун. Кĕтмен чăнлăх арăмне ураран ӳкересрен хăрамасть арçын.
– Герман, чĕлле касма ан васка, тен, пĕтĕмпех çĕнĕрен тытăнса пăхар. Аванччĕ-çке пире. Епле пурăнăп эп сан шăтарасла пăхакан йĕпкĕн хура куçусăр, вĕри тутусăр...сансăр, чунăм, сансăр/
– Рая, каялла тумăп, ан пуçла. Зинăпа эпир тăтăшах тĕл пулаттăмăр юлашки икĕ çул хушшинче. Астăватăн-и Хусана ĕçпе кайнине çур çул каялла/ Эпир ун чухне театрта пултăмăр, хăна çуртĕнче йăпантăмăр.
– Апла эс çав илемсĕр кинофильмсенчи еркĕнсем пек ирĕклĕ пурнăçпа пурăнма пуçланă. Çемйӳ пур çинчех ют арăмпа аснă! Эп вара сана шаннă. Халĕ те...
– Рая, хуть те мĕнле шухăшла та – айăпăм çук ман сан умăнта. Ку вăл юрату. Чĕрене вара хушма çук. Пултарайсан каçар. Уйрăлма заявлени хам парăп. Чунна ыраттарнăшан ан ӳпкеле. Ватлăхра юрату сим-пылне тутанса куртăм эп. Ăна...
– Çитет, Герман. Тăрантăм. Ăнлантăм, ăнлантăм эп. Ыранах яла тухса каятăп. Телей сунатăп сире. Тавах пытарманшăн, куçа-куçăн тăрса пĕлтернĕшĕн,– сулăнса каяс мар тесе хăрах алăпа стенаранах тытса тăратăп хам.
– Вăт сана пилĕк «мыскари»,– тесшĕнччĕ те шăла çыртрăм. Кăвар çине
çу сапнă евĕрех вĕри пулĕ терĕм.
– Каçар мана, Рая. Ачасене калама тăхта. Хамах пĕлтерĕп. Вĕсем пысăк ĕнтĕ. Ашшĕне йывăрпа та пулин ăнланма пултарĕç-и тен.
Ир енне минтер йĕп-йĕпе пулнă ман. Хама епле алăра тытас тесен те куççуль юхма чарăнмарĕ. Мĕнле кӳ-ренместĕп тесе шантарсан та кăмăла хытараймарăм.
– Упăшкана юраймарăм, вăл ыйтнине пурнăçлаймарăм. Мĕнле йĕркеллĕ пулма тăрăшсан та юратăва упраймарăм. Çавăнпа та манран уйрăлать юратнă арçын. Аванраххине, хитререххине, çепĕçреххине тупнă,– тенине хирĕç Татьяна нимĕн те чĕнмерĕ. Унтан алăран пырса тытса лăплантарма пăхрĕ.
– Парăнма ан васка. Юрататăн пулсан – кĕреш, çапăç, – терĕ.– Рая, санаторирен пăрахса кайма та тăхта. Эс кунта канма килнĕ вĕт. Ĕмĕрне пĕрре çакăн пек хитре, ĕçчен, йăваш хĕрарăм канма тивĕçлĕ тесе шутлатăп.
Вăхăт çитмесĕрех яла пырса кĕрсен çын мĕн калĕ-ши/ Çакăншăнах санаторире юлма килĕшрĕм. Кĕпе-тума шкапа çакса хутăм. Юлнă кучченеçсене сĕтел çине кăлартăм.
– Рая, эп кам пулса ĕçленине пĕлесшĕн-и эс/ Хӳхĕмлĕх тăвакан эп – хамăр хуламăрти чи пысăк «Илем салонĕн» хуçи. Эс, тархасшăн, эп каланине çывăха ан ил, ан çиллен, атя паянах санран çĕнĕ сăнар калăплатпăр. Çӳçне хулпуççи таран касăпăр. Питне писев сĕрĕпĕр. Ӳт-пĕвӳ сан хĕрĕнни пек. Эпĕ ав юлашки вăхăтра мăнтăрлантăм. Мана çав-çавах самăрлăх килĕшет. Чим-ха, тăхăнмалли тенĕрен – чăматанри мана пĕчĕкленнĕ япаласемпе хăвна кирлĕ пек усă кур. Эпĕ хампа тĕрлĕ капашлă тум илсе çӳреме юрататăп. Тăрук унта...
Çăвара карсах пăрахрăм. Таньăна пĕртте çилленес килмерĕ ман.
– Тепĕр тесен мĕншĕн экспериментласа пăхас мар/ Ялти карчăк-шăрчăк тĕлĕнсех кайтăр. Санатори-курорт усса кайнă теччĕр кинемисемпе мучисем.
– Хĕвел ансан ташă каçне анăпăр. Паян унта паллашу каçĕ пулать. Илтетĕн-и, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче янăранă юратнă хитсем чĕресене çупăрлĕç.
– Кай-ха, хитсем тет тата. Ан тĕлĕнтер. Эпĕ хуткупăс, сĕрме купăс кĕввипе те çĕр çул ташламан.
– Ташламан-тăк паян ташлăпăр,– касса татнă пек каларĕ кӳршĕ.
Таня маншăн чăн-чăн юмахри пирĕшти пулса тăчĕ. Ун чăматанĕнче
мĕн кăна çук иккен. Вăт сана ме! Пуянлăх-тăк пуянлăх! Туфли-пушмак кăна çич-сакăр мăшăр. Кĕпе мĕн тĕсли кăна çук-ши/
– Тăхăн-ха çакна, симĕс-кăвак тĕслине. Ку хăçан-тăр ман чи юратнă кĕпеччĕ. Паян тăвăр,– тет Таня аллинчи тума çавăркаласа. – Тăхăн, тăхăн. Ан юлхавлан.
– Ку чăнах та ман валли çĕлетнĕ пекех. Тавах сана, тавах,– пĕр-ик кун хушшинче тăванлашма ĕлкĕрнĕ хĕрарăма пырса ыталарăм эп.– Сан пек тĕлĕнтермĕш çын урăх курман эп хамăн пурнăçра.
– Ăçта тухса курнă-ха эс халиччен хăвăн тăван ялунтан/– куланçи пулчĕ вăл.– Ман пеккисем туллиех пуль те-ха вĕсем. Анчах та вĕсене шыраса тупас пулать. Пурин тĕлне те çакланмаççех ыррисем.
Çӳçе каснă, тутана пĕветнĕ хыççăн хам çине куçкĕскирен пăхрăм та – мана хирĕç ытарма çук хитре майра пăх-са тăра парать! Камне палламастăп.
Хӳхĕмскер хăй, йăрăс пӳллĕскер.
Каçалапа Татьяна мана пĕрремĕш хута фойене ташлама анма калаçтарчĕ калаçтарчех.
–Эс кунта пĕччен тăвăрланса лариччен унта çынсене курса савăнăн, – терĕ те эпĕ вара парăнтăм. Йăлăнтарас килмерĕ.
Чунра çавах лăпкă мар. Пĕрре те упăшкана тĕл пулас килмест ман. Майрипе пырса ларнине курсан чунчĕре кӳтсе килессе сисетĕп-çке. Ют
çын теме пултараймастăп Германа. Хальлĕхе чĕререн епле кăларса пăрахмаллине те тавçăраймастăп. Вăй-хал çитерме май пулĕ-ши/ Ухмаха çеç
тухас марччĕ. Тăнлă пуçпа хама алла илме пултарăп-ха мĕнле те пулин.
Вăхăт сурансене сиплет теççĕ.
Акă эпир хăтлă та çутă зал варринче тăратпăр. Йĕри-тавра шурă çивиттиллĕ сĕтел-пукан лартса тухнă. Лăпкă кĕвĕ янăрать. Пурте хаваслă, çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмлă. Кунтах – аслăрах ӳсĕмрисем те, çамрăкраххисем те.
Часах ертӳçĕсем пурне те сĕтелсем хушшине ларса тухма сĕнчĕç. Тăватшарăн-тăватшар ăн вырнаçрăмăр çавра сĕтел тавра. Ертӳçĕ кашнине тăрсах кĕскен хăйĕнпе паллаштарма ыйтать. Ăçта ĕçленине, мĕнпе интересленнине каласа хăварсан юрĕччĕ тет. Чĕлхи япшар хăйĕн. Такама та калаçтарма пултарассăн туйăнать.
Пирĕн пата черет çитсен малтанласа чĕлхе çĕтрĕ. Упăшка курать-ши мана тесе ун-кун пăхкаларăм. Темĕн çинчен те шухăшласа ĕлкĕртĕм.
– Эпĕ сире юрă юрласа парăп, – умри шукăль тумланнă хĕрарăм çине чеен пăхрăм та халăх юррине янраттарса ятăм.
Ĕмĕрне калаçса курман çакăн чухлĕ çын çинче. Хам валли çăлăнăç шыра-
тăп-çке. Сывлăш çавăрса ятăм та малалла шăрантартăм. Юнашаррисем
ман çине кăмăллăн пăхнине курсан кăмăл тата çемçелчĕ. Уйрăмах хирĕç пăхса ларакан арçын куçне илмесĕр сăнанине асăрхарăм. Юрласа пĕтерсен кăмăллăн йăл кулчĕ вăл, тахçанччен алă çупрĕ.
Эпĕ пăртак хăюллансан куçпа упăшкана шырама пикентĕм. Вăл майрипе кая юлса килнĕ пулмалла та – чи катари сĕтеле йышăннă. Юнашар пукан çинче хĕрлĕ çӳçлĕ хĕрарăм ларать. Вăхăт-вăхăт вăл ман упăшка çине ытараймасăр пăхать. Лешĕ те хӳхĕмскере çисе ярасла сăнанăн туйăнать.
– Сире ташша чĕнме юрать-и/– тенине илтсен тĕлĕкрен вăраннă пек куçа чарсах пăрахрăм.
Юнашар паçăрхи кĕрнеклĕ, кăмăллă арçын тăнине курсан хам тимсĕрлĕхшĕн аванмарлантăм.
– Юрать, – тесе вăл куриччен васкаса куççуле шăлтăм.
– Эсир темшĕн пить салху паян, юрлама вара питĕ илемлĕ юрларăр. Тахçантанпах шăпчăк евĕр çепĕç юрланине илтменччĕ,-терĕ вăл куçран шăтарасла пăхса.
– Пирĕн чĕлхи хăй вăл ытарма çук янăравлă. Илемлĕ те вăл, çепĕç те,– терĕм ним калама пĕлмесĕр.
Олег – ăсчах. Хусанти паллă клиникăра ĕçлекен пуç тухтăрĕ иккен. Икĕ çул каялла мăшăрне пытарнă. Усал шыçăран çăлса хăварайманшăн хăйне те айăплать арçын.
 
(Малалли пулать.)
 
: 524, Хаçат: 34 (1332), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: