Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
“Канаш” хаçата нумай çул Тутарстанри Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче пурăннă Давид Семёнович Шашкин çырса тăчĕ. Пирĕн штатра тăман хастар корреспондент вулакансене сăввисемпе, калавĕсемпе, вăрçă историйĕсемпе савăнтаратчĕ, хаçат йĕркелекен конкурссене хутшăнатчĕ. “Хисеплĕ таврапĕлӳçĕ” ята та тивĕçнĕ.
Давид Шашкин 1924 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. 1939 çулта Элшелĕнче сакăр класс пĕтернĕ, каярахпа Хусанта ФЗОра вĕреннĕ, фабрикăра ĕçленĕ.
1942 çулта фронта лекнĕ, связист, разведчик, снайпер пулнă. Пултаруллă çамрăка Брянскри çарпа политика училищине вĕренме янă. Вĕренсе тухсан батальон, полк комсоргĕ пулнă. Вăрçă хирĕнче икĕ хутчен суранланнă. “Хĕрлĕ Çăлтăр” тата пĕрремĕш пусăмлă Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, “Варшавăна хăтарнăшăн”, “Берлина илнĕшĕн” медальсемпе наградăланнă. 2010 çулхи кăрлач уйăхĕнче унăн кун-çулĕ татăлнă.
Давид Шашкин литература ĕçне ачаранах тытăннă. Чи малтанах Хусанта тухса тăракан “Хĕрлĕ ялав” хаçатра пичетленнĕ. Вăрçă хирĕнчен те вăл хаçатсене заметкăсем çырса тăнă. Çĕнтерӳпе таврăнса мирлĕ хуçалăха ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçленĕ вăхăтра та перо ĕçĕ валли вăхăт тупнă. Çапла мĕн виличчен çырас туртăм унра сӳнмен. Юлашки ĕçĕ – “Пурнăç кустăрми” вĕçне çитереймен документлă повесть. Вăл халиччен ниçта та пичетленмен. Паян вулакана унăн пĕрремĕш сыпăкĕпе паллаштарасшăн.
Елена МУСТАЕВА.
 
 
Повесть сыпăкĕ
Эпĕ кун кĕнеки çырман, çырма та шухăшламан. Халĕ, ватăлмалăх кунăмра, пурнăçри асран кайми кунсемпе курнисене аса илсе çырас терĕм. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерейĕп-и – калама йывăр. Турă хушсан, сывлăхпа пурăнсан, куç курсан, алă ĕçлесен пĕтерĕп те.
Мĕнрен пуçлас-ха? Ачалăх сукмакĕсенченех тытăнас.
Эпĕ аттепе аннен пĕртен-пĕр шутсăр шухă та путсĕр ачи пулнă. Хам шухăшланине тума, хам еккĕмпе пурăнма тăрăшнă.
Акă кӳршĕ ялта чан çапнипе вăранса кайрăм. Хальччен илтмен-шим вара? Аттерен ыйтрăм:
-Чан ăçтан çапаççĕ?
-Чиркӳ тăрринчен…
-Ăна курма пулать-и?
-Пулать.
-Апла пулсан мана кăтарт.
-Çитес вырсарникун куратăн, аппупа пĕрле чиркĕве кайсан.
-Унччен пĕр эрне, халех курас килет, - хăпăл-хапăл сиксе тăтăм эпĕ,- унта кайма инçе-им, лаша таçта та çитерет.
-Каланă сана çитес вырсарникун тесе…Халь вăхăт çук, халь чанĕ те çапма чарăнчĕ.
-Çапма хушман-им?
-Çапма пуп кăна хушма пултарать.
Иртен тытăнса кунĕпе йăлăхтарса, тарăхтарса çитертĕм аттене.
-Юрĕ, - терĕ вăл, - ыран каятпăр.
Тепĕр кун ирех тăтăм, чан сасси çук, пуп чан çапма хушман. Пурĕпĕр аттене итлеттертĕм, вăл чăпар ăйăра хыçлă çунана кӳлчĕ, мана ăшă тăлăппа чĕркесе лартрĕ. Кӳршĕ яла самантра вĕçтерсе çитрĕмĕр. Акă чиркӳ, ылтăн тăрăллă. Хăçан-тăр кунта эпĕ те аппапа пулнă.
-Авă чан, пăхса тăран,- терĕ атте кулса. Пайтахчен тăтăм чан çине пăхса.
-Манăн ун сассине илтес килет.
-Мĕнле илтен? Çапмасть вĕт халĕ?
-Кала пупа, чан çапма хуштăр!
-Халĕ пуп çапма хушмасть…
-Пупа хуш, сана итлет вăл, сана пурте итлеççĕ…
Чăнах та, атте чиркӳ алăкĕнчен кĕрсе кайрĕ, нумай та тăмарĕ – таврăнчĕ.
-Чан çапма каларăн-и?
Атте чĕнмерĕ, ман çине пăхрĕ те çупăрласа илчĕ. Акă чан килĕшӳлĕн янăрама тытăнчĕ. Эпĕ ун сассипе киленсе тăратăп.
Кайран атте ăнлантарчĕ: “Чиркӳ – Турă çурчĕ, унта Турă сывлăшĕ”, - терĕ. Вăл хăй Турра шаннă-и, калама пултараймастăп, анчах пупсене юратмастчĕ. Анне вара хĕрес хывмасăр сĕтел хушшине лармастчĕ.
Мана атте юрататчĕ, кăмăлăма тупма тăрăшатчĕ. Эпĕ тархасланипе мана Пăвана, Хусана илсе кайрĕ. Хусанта калама çук çӳллĕ чиркӳ тата кĕленчепе витнĕ çурт курнине астăватăп.
Ăçта та атте хăйĕн чаплă чăпар ăйăрне тăрантас е хыçлă çуна кӳлсе çӳретчĕ.
Пирĕн çурт пекки ялта пурччĕ, анчах унти ăш-чикки пекки ялта пулман. Пӳртре урайĕнчен маччана перĕнекен пысăк тĕкĕр, çапакан пысăк сехет пурччĕ. Пуринчен чапли – чăн упа пысăкăш укçа пухмалли хура çăмлă, хĕрлĕ куçлă упа. Стена çинче тĕлĕнмелле кавир: Çтаппан Разин перси хĕрĕпе тинĕс хĕрринче ларать.
Тулăх та пуян пурăнатчĕ атте. Пирĕн пӳрт çумĕнчех хамăрăн лавккаччĕ. Мĕн кăна çукчĕ-ши унта? Халь тĕлĕкри пек туйăнать иртнĕ пурнăç.
Анчах тĕлĕк марччĕ вăл.
Аттен сывлăхĕ питĕ хавшакчĕ. Картишĕнче мĕнпур ĕçе тата выльăхсене аппа пăхатчĕ. Вăл кашни ир чăпар ăйăра ĕçтеретчĕ, çитеретчĕ, уçăлма çавăтса тухатчĕ. Хĕр пуççăн ăйăр çине утланса сиккипе çӳретчĕ, ăна çуна е тăрантас кӳлсе ăçта кирлĕ çавăнта каятчĕ. Аппа ăйăрпа кӳршĕ яла чиркĕве хăйпе пĕрле тантăшĕсене лартса каятчĕ. Чан çапнине итленĕ хыççăн эпĕ те вĕсемпе пĕрле çӳреме тытăнтăм. Вĕсем чиркĕве кĕретчĕç, эпĕ чан çине пăхса тăраттăм. Анчах вăл çапмастчĕ, çапас вăхăчĕ иртнĕ, кĕлле кĕнĕ.
Пĕррехинче ман ума икĕ вырăс ачи пырса тăчĕ.
-Ты чуваш, - теççĕ.
-Парăп ак йăваш,- терĕм эпĕ эрленнипе.
-Чего?
-Чавтарăп ак, хăвăн куçна чавса илĕп,- терĕм тата пушшех эрленсе.
Мĕнле-тĕр пулса иртрĕ, иксĕмĕр тытăçса кайрăмăр. Тепĕр вырăс ачи те ман çине сиксе ӳкрĕ. Çĕнме май пулманнипе вĕсенчен вĕçерĕнсе чиркĕве чупса кĕтĕм, çынсен айĕнчен упаленсе малалла васкарăм. Ман хыççăн икĕ вырăс ачи упаленет. Ăна-кăна шухăшласа тăмарăм, пупăн сарлака кĕпи ăшне кукленсе лартăм. Пупăн сехри хăпнă куран. Пĕр вырăнта тăпăртатса тăчĕ-тăчĕ те мĕн пулнине ăнланса илсе мана пĕрех тапрĕ. Эпĕ халăх хушшине тăсăлса ӳкрĕм. Вăл аллинчи тĕтĕм кăларакан кадилипе чутах пуçран лектеретчĕ, юрать кĕлĕре нумай çын пулни чăрмантарчĕ.
Аппа мана сĕтĕрсе тăратрĕ те алăран тытса васкаса чиркӳрен илсе тухрĕ.
Çакнашкал мыскара халăх хушшинче сарăлнă, атте хăлхине те кĕнĕ. Атте эп çук чухне тăраниччен кулнă тет.
Вăл пăсăлса кайса, хĕремесленсе, куçĕсене шăла-шăла ахăлтатса кулатчĕ. Унăн куллинчен хăраса картишĕнчи чăх-чĕп кăшкăрса кăтиклететчĕ.
 
: 810, Хаçат: 41 (1133), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: