Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мелекесс районĕнчи «Золотой колос» общество уй-хирĕнче кĕрхи
культурăсене акас ĕçсем хĕрӳ пыраççĕ. Уяр çанталăка пула ял хуçалăхĕсем мĕнпур техникăна уя кăларнă. Ертӳçи Раис Хуснутдинов ылтăн кĕркунне кунĕсемпе май килнĕ таран усă курса юласшăн.
 
– Кĕрхи тулла 1200 гектар акса хăварма палăртатпăр, кĕрхи ыраша – 200 гектар. Пĕтĕмĕшле кĕрхи çĕртме, ака ĕçĕсем вĕçленсе те пыраççĕ. Кун пекех типĕ тăрсан паяныранах куккурус çине тухма шухăш пур. Пĕтĕмĕшле128 гектар çĕр йышăнать вăл, ĕлкĕрнĕ.
Ăна та вăхăтĕнче вырса илмелле. Хĕвелçаврă-нăш тĕшшине (300 гектар) пуçтараса илсе çу уçлакан завода ăсататпăр. Тухăçĕ кăçал та пĕлтĕрхи пекех аван пулма тивĕçлĕ, – паллаштараççĕ вырăнти лару-тăрупа хуçалăхăн специалисчĕсем – Юрий Логинов агрономпа Рефкат Гайнетдинов инженер. – Тулăпа пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмĕшле 5 пин гектар
çĕр çинче акса ӳстеретпĕр. Чи пысăк лаптăкне кĕрхи тулă йышăнать, унтан – кĕрхи ыраш. Мĕншĕн тесен вĕсем хуть хăш çул та аван тухăç параççĕ. Кăçал та гектартан вăтамран 30-35 центнер тухăç илтĕмĕр. Çурхи культурăсен лаптăкне чакарма тиврĕ. Паян тулă 150 гектар йышăнать, урпа – 100, сĕлĕ – 150, шăпкан (рыжик) – 280. Миçе çул тăршшĕпе май-июнь уйăхĕсенче шăрăх, типĕ çанталăк тăрса тарăхтарать! Çавăнпа та çурхи культурăсен тухăçĕ кăçал гектартан вăтамран 20 центнера яхăн кăна.
Хуть мĕнле хуçалăх шăнăрĕ те – ылтăн алăллă ĕçченсем. «Золотой колос» хуçалăхра та пур вĕсем: малта пыракан комбайнерсем – Айзат
Абдрахипов, Юрий Тигин, Владимир Довлатов, водительсем – Аркадий Акимов, Сергей Трипалов, Николай Жуков тата Виктор Бусаев бригадир. Пултаруллă механизаторсем те хăйсен ĕçне аван пĕлсе тăваççĕ. Çамрăк специалистсем те пур ялта. Дмитрий Ефимов, сăмахран, малтан Рязановăри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă, унтан Ульяновскри патшалăх
ял хуçалăх академийĕнче пĕлĕвне туптанă.
Паян Сапаккелĕнчи хуçалăхра тĕп инженер тивĕçĕсене пурнăçлать.
Йĕтем çинче Анатолий Бикинеев машинист тата тĕрлĕ ĕçре вăй хуракан хĕрарăмсем Евдокия Игнатьева, Тамара Шакирова ЗАВ-40 техникăпа çурхи тулла сортлаççĕ. Тасатнă тырра КамАЗ автомашина çине тиесех ячĕç.
«Золотой колос» хуçалăхра Сапаккел, Эврел, Акăшкӳл ял çыннисем, тĕрлĕ наци çыннисем, килĕштерсе ĕçлеççĕ.
 
Мелекесс районĕ,
Сапаккел.
 
: 264, Хаçат: 35 (1333), Категори: Тырçи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: