Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сентябрĕн 3-мĕшĕнче Ульяновскри Пионерсен керменĕнче «Чĕмпĕр
православи культурин центрĕ» обществăлла организаци йĕркеленипе тата Чĕмпĕр митрополийĕпе Ульяновск хули пуçлăхĕ Марина Беспалова пулăшнипе «Межнациональное и межконфессиональное согласие женщин» ятлă анлă пуху иртрĕ.
Унăн ĕçне çаплах облаçри мĕнпур наципе культура автономийĕсем, хĕрарăмсен пĕрлĕхĕсем, обществăлла организацисем, Ульяновскри патшалăх университечĕ тата патшалăх педагогика университечĕ хутшăнчĕç.
 
Мĕн тума кирлĕ-ха кун пек пуху/ Тĕнчери паянхи тăнăçсăр лару-тăрура хамăр çĕршывра тата регионта халăхсен туслăхне çирĕплетме, облаçри 100 ытла халăхăн культурипе чĕл-
хине, йăли-йĕркине сыхласа хăварса аталанма майсем туса пама. Нацисемпе тĕнсем хушшинчи хутшăнусемпе çыхăннă ыйтусене власть органĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсен тимлĕх уйăрмаллине те тĕпе хунă пухăва йĕркелекенсем.
Пухăва хатĕрленсе облаçри кашни наципе культура автономийĕ тăван культурăпа паллаштаракан курав йĕркеленĕ. Унта наци тумĕпе апат-çимĕçне туллин кăтартнă. Чăвашсен кура-
вĕпе Наталья Новоселец дизайнер паллаш-
тарчĕ. Унăн куравĕнчи ачасен чăваш тумĕсемпе кăсăкланакансем чылай пулчĕç.
Пухăвăн тĕп ĕçне те наципе культура автономисен председателĕсем пухăннисене тăван чĕлхепе саламланинчен тытăнчĕç. Саламсем çумне Мелекеспа Çĕнĕ Спасск митрополичĕ Анастасий тата мăсăльман тĕнне ĕненекенсен облаçри тĕп имамĕ Ильдар Сафиуллин хутшăнчĕç. Вĕсен сăмахĕсенчи тĕп шухăш: тĕрлĕ тĕне пăхăнса пурăнакан халăхсен килĕнче – Ульяновск облаçĕнче – яланах мир пултăр!
Хăй ĕненекен тĕнри саккунсене лайăх пĕлекен çын нихăçан те ыттисене кӳрентермест, ăна хăй енне çавăрма тăрăшмасть. Мире сыхласа хăварас ĕçре пирĕн пурин те пĕрлешмелле, – терĕ Мелекеспа Çĕнĕ Спасск митрополичĕ Анастасий.
Ильдар Сафиуллин имам пурне те пĕрлештерекен мероприятие йĕркелекенсене тав турĕ.
Анлă пухура социаллă енĕпе ĕçлекен тĕрлĕ обществăлла организаци çыннисем çавра сĕтел тавра ларса паян общество умĕнче çивĕч тăракан ыйтусене сӳтсе яврĕç – патриот çитĕн-
тересси, демографи ыйтăвне татса парасси, çамрăк ăрава воспитани парас ĕçри хĕрарă-
мăн вырăнĕ, пурнăçра йывăрлăха лекнĕ хĕрарăмсене пулăшакан центр йĕркелесси, шкулсенче урок хыççăн Атăлçи тăрăхĕнчи ха-
лăхсен чĕлхипе культурине вĕрентесси.
Ульяновск хули пуçлăхĕ, «Православи тĕнĕпе пурăнакан хĕрарăмсем» пĕрлĕхĕн председателĕ Марина Беспалова докладĕнче çак темăсене çĕклерĕ:
– тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын ӳстерес тата çамрăк ăрăва компьютерпа Интернет витĕмĕнчен уйăрас тĕллевпе шкулсенче ĕç воспитанин вырăнне çĕклесси*
– çемье йăли-йĕркипе тĕн культурине сыхласа хăварма пулăшакан «Основы религиозной культуры и светской этики» предмета Ульяновскри пур шкулта та вĕрентесси*
– халăхсен йăли-йĕркипе культурине сыхласа хăварас тĕлĕшпе наци культурипе çыхăннă обществăлла организацисен пĕлтерĕшне
ӳстересси*
– шкулсене ятарласа тухтăрсене чĕнсе илсе ар çыхăнăвĕн воспитани урокĕсене тата «Асăрханăр, сектăсем» калаçусем ирттересси*
– аслă вĕренӳ учрежденийĕсенче тĕн çыннисемпе тĕлпулусем йĕркелесси*
– студентсене çырăнмасăр пĕрле ан пурăнч-
чăр тесе йăлана кĕнĕ çемьесем çавăрма пулăшасси тата ытти те.
Çаплах Марина Беспалова «Православи тĕнĕпе пурăнакан хĕрарăмсем» пĕрлĕх кĕпĕрнаттăр патне шкулсенче арçын ачасемпе хĕрачасене уйрăмшарăн вĕрентессипе сăнав ирттерме ирĕк ыйтса çыру яма йышăннине пĕлтерчĕ.
Тухса калаçакансем чылай пулчĕç. Вĕçĕнче ятарлă резолюцин проектне йышăнчĕç. Ăна тĕнчери «Православи тĕнĕпе пурăнакан хĕрарăмсем» пĕрлĕхе тата Ульяновск область правительствине ярса пама сĕнчĕç.
Анлă пуху тĕрлĕ халăх ачисен концерчĕпе вĕçленчĕ. Чăваш культурипе «Руслан» Культура керменĕ çумĕнчи «Родничок» ташă ансамблĕ
тата Ульяновск патшалăх университечĕн студенчĕ Людмила Белова паллаштарчĕç.
Ульяновскри «Искринка» ача сачĕн пĕчĕк артисчĕсем вара Атăлçи тăрăхĕнчи тĕп халăхсене пурне те пĕр кăшăла пуçтарса вырăсла, чăвашла, тутарла, мордвалла сăвăсем вуларĕç.
 
: 377, Хаçат: 35 (1333), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: