Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Салтак çырăвĕсене вулатăн та – сан чун-чĕрӳнте тăвăл пуçланать, шухăшпа пĕр
самантрах çав вăхăта – Аслă вăрçă çулĕсене, окопсемпе çĕрпӳртсене, куçса
çӳрекен госпитальсене – «таврăннăн» туйăнать. Çав çырусем, сăнӳкерчĕксем вăрçăри салтаксемпе, юлташсемпе пĕрле сана та асар-писер вут-çулăм тăкăнакан хаяр çапăçу хирĕсене «илсе кĕреççĕ» тейĕн. Тĕлĕнтермĕш виçкĕтеслĕ çырусем.
 
Аслă вăрçăран еплерех аякка каятпăр эпир, çапларах пысăк тимлĕхпе ăна аса илтерекен документсене упрама пуçлатпăр. Вĕсен хушшинче уйрăмах сумлă вырăн фронтовиксен çырăвĕсем йышăнаççĕ. Çитмĕл тата ытларах çул каялла çырнă виçкĕтеслĕ çырусене алла илсен пăшăрханмасăр, кулянмасăр вулаймастăн. Вĕсен шухăшĕ, пĕлтерĕшĕ тарăн. Епле çакăн пек çырма пултарнă тесе автора хисеплеме пуçлатăн. Аслă вăрçă паттăрĕсем тăванĕсен шăпишĕн канăçсăрланаççĕ, хăйсем вĕсене юратнине калаççĕ, Тăван çĕршыв анлăшĕнчен тăшмана хăваласа ярассине, вара киле çĕнте-
рӳпе таврăнассине çирĕплетсех пĕлтереççĕ, килсен тăнăçлă пурнăçра мĕн тума тĕв туни пирки çыраççĕ... Пирĕн кил архивĕнче те çĕр çинчи чи хаклă япала пек тăванăн фронтран янă çырăвĕсем, тĕлĕнмелле майпа сыхланса юлнă докуменчĕсем тата сăнӳкерчĕкĕсем упранаççĕ. Хăçан-тăр анне мана хут курупка тыттарса çапла каларĕ: «Упра çакна, хĕрĕм». Ăна уçрăм та вăхăт сарăхтарнă сăнӳкерчĕк-
сене, виç кĕтеслĕн хуçлатса хунă çырусене
куртăм. Ку çырусене фронтран кукка – Егор Савкин – çырнă. Кашнинех вăл хăйĕн амăшĕ – Анисия Ефимовна Савкина – ячĕпе янă. Вăл 1970 çулта çĕре кĕнĕ, вилес умĕн ывăлĕнчен юлнă чи хаклă туприне хĕрне, ман аннене, парса хăварнă.
Халь çак çырусене эпĕ тирпейлĕн упратăп, ман çакăн пек пултаруллă та хăюллă тăвансем пулнипе мухтанатăп. Паян çак тивĕçлĕ çынсем çинчен сире каласа парас тетĕп.
Анисия Ефимовна Савкинан икĕ ывăл пулнă – Николай тата Егор. Амăшĕ илемлĕ, тĕреклĕ, ĕçчен ачисемпе мухтаннă.
Николай Васильевич Савкин 1922 çулта
Çĕнĕ Улхашра çуралнă. Вăл Аслă вăрçă тытăнас умĕн вербовкăпа кайнă. Вăрçа та ăна ĕçленĕ çĕртенех илнĕ. Юлашки çырăвĕнче хăй авланнине, арăмĕпе пĕрле фронта ăсатнине пĕлтернĕ. Урăх унран пĕр хыпар та пулман. «Çар мемориалĕнче» Н.В. Савкин 1943 çулта хыпарсăр çухалнă тесе çырнă.
Егор Васильевич Савкин 1924 çулта Çĕнĕ Улхаш ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланиччен колхозра трактористра вăй хунă. 1942 çулта Пухтел çар комиссариачĕ Егор Савкина Совет çарне кайма повестка парать. Учебкăра Ульяновскра пулать. Акă вăл амăшне фронта ярас умĕн янă çырăвĕ:
«Манран Хĕрлĕ Çарла салам! Хаклă анне (акка тата Лида!). Сире манран питĕ пысăк салам. Ну, анне, паян Ульяновскран тухса каятпăр. Урăх сире час кураяс çук. Ăçта каяссине акка пĕлет. Спасибо, акка, сана ман пата киле-киле кайнăшăн.
Кăшт такмаксем çырам:
Пуян хапхи тăрринче ялан кайăк тăрас çук,
Хам çуралнă ялăма часах пырса курас çук.
Çерем çинчи çырласем ӳсĕç халĕ явăнса,
Сывлăх пулсан таврăнап-ха çут хĕвел пек çаврăнса...
Ну, анне, юлашкинчен килсе ĕлкĕреймерĕр иккен е мĕн те пулин пулчĕ пулĕ тетĕп. Анне, акка, Лида, урăх нимĕн те çырмалли çук. Пока сывă пулатăп. И сывă пулăр хăвăр та эп киле таврăниччен. Розана, Элекçее, Ванькана, Коляна, Печчине, Микулайне, Эндрусне, Санькана манран питĕ пысăк салам. Пысăк пулăр эппин. 26.06.1943 çул. Кунтан каятпăр.
Сывă пулăр. Салам веç тăвансене, Еллиса аккана, йыснана».
Кунтан кайсан Якур Савкина тата Ульяновскран илсе кайнă ытти салтаксене тӳрех вăрçа илсе кĕреççĕ. Хастар та хăюллăскерсем Курск пĕккинче Прохоровка патĕнчи çапăçăва хутшăнаççĕ. Егор Савкин сержант званийĕпе 1943 çулхи утă (июль) уйăхĕн 8-мĕшĕнче паттăрла пуçне хурать. Асар-писер çапăçу хирĕнче танкра çунса вилет. Чăваш салтакĕн ӳчĕ Белгород облаçĕнчи Прохоровка районĕнче Канинин хуторĕ çывăхĕнче ушкăнлă вилтăпринче канлĕхне тупнă.
Акă унăн фронтран янă пĕрремĕш, çав вăхăтрах юлашки çырăвĕ:
«Полевая почта – 11373 Письмо от Савкина Егора 25-го июня 1943 года.
Ну пирвайхи йĕркерен, анне, Лида, акка тата ытти аккасем, знакомăйсем, сире çак çыру тăрăх пурсăра та пит пысăк красноармеецла салам. Ну, анне, паянхи кун эпĕ пурăнатăп аван. Сывă та, тутă та, сире те çавна сунатăп. Сывлăхпа килтен тухнăранпа аван пурăнатăп. Çимелли те умран юлать. Ну, пĕлтерем хамăн хыпара. Эпир çитес çĕре çитрĕмĕр. Кивĕ Улхаш ачипе. Вот-вот вăрçа кĕме кĕтсе тăратпăр. Анне, хĕле кĕриччен е киле пыратăп, е çут тĕнчерен совсем каятпăр. Мĕн çырнă çамрăк пуçăма, эпĕ тивĕçлĕ курма. Ну, хăраса, çунса ан тăрăр. Манран хыпар пулмасан Иван пĕлтерсе ярĕ. Иксĕмĕр те пĕр машина çинче çумлăнах ларса пыратпăр.1943 çулта урнă фрица пирĕн тăван çĕршывран хăваласа кăларатпăр. Так что, вăрçă хыççăн савăнатпăр, юратнă хаклă тăвансем.
Ну Эсир мĕнле пурăнатăр/ (общий ыйтатăп).
Çавă вĕсем, ман пек пĕчченсем/ Сывă-и, нумай курман манăн брат/ Эпĕ ăна курас пулсан та паллаяс çук.Çыру çырас пулсан адресне чиксе ярăр. Юлташсене, камсем пур, салам манран. И салам кала Розана Элексее. Çыру ярăр çиелти адреспа. Васкасарах. Сывă пулăр. 25.06.1943.»
Салтаксен виçкĕтеслĕ çырăвĕсене вуласан вĕсене юрату çеç фронтра вилĕмрен çăлăнса юлма май панине ăнланатăн. Ун çырăвĕнчен Якуршăн тăван килĕнчен çыру илни еплерех пысăк телей пулнине ăнлантăм. Килтен пынă çырусем вăй-хал та кӳнĕ, Çĕнтерĕве те çывхартма пулăшнă. Аслă вăрçă синкерне, совет çĕрне сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ нимĕç фашисчĕсене пула Якурăн пурнăçĕ 19 çултах татăлнă. Анчах та мĕнлерех юратупа, ăшă туйăмпа вăл çырăвĕнче амăшне Эсир тет, сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлет, пур тăванĕсене те астăвать, хĕрӳллĕ салам яма манмасть. Çырăвĕнче Тăван çĕршыв хаклани, ун пуласлăхĕшĕн пăшăрханни, патриотизм туйăмĕсем çиеле тухни, тем пулсан та Çĕнтерĕве ĕненни палăрать. Виçкĕтеслĕ салтак çырăвĕсем вĕсем – паянхи вăхăтпа 27 миллион çын пурнăçне сĕмсĕррĕн татнă хаяр вăрçă хушшинчи тачă çыхăну. Вулăр çак çырусене, Аслă вăрçă историне тĕпчĕр.
 
Чăнлă районĕ,
Çĕнĕ Улхаш.
 
: 602, Хаçат: 35 (1333), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: