Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 33,
34-мĕш номерсенче).
 
– Пĕччен пурăнса йăлăхтарчĕ, ĕçтешсем хистенипех санаторие килтĕм, – терĕ вăл салхуллăн. – Ачасем çунат хушнă ĕнтĕ. Ашшĕне юратсан та вĕсен кашнин – хăйĕн çемье, ĕçĕ, планĕсем. Ман вара никамшăн та йывăрлăх пулас килмест. Мĕнпур йăпанăç та – юратнă ĕç. Ак паян сире куртăм та çамрăклăха аса илтĕм. Эсир – питĕ илемлĕ хĕрарăм, Рая, Сиртен ытти çынсем патне çутă пайăркисем пыраççĕ. Эсир çынсен чунĕсене ăшăтатăр. Эсир – асамçă.
Çав самантра ман ăна пĕрре те хирĕçлес килмерĕ.Те кун пек çепĕç сăмахсем халиччен никам та каламаннипе, те чун хурланнипе пуçăма ун кăкăрĕ çине хурсах йĕрес килчĕ. Кăмăл-туйăма ирĕке ярса ĕсĕклемех пуçларăм.
– Рая, атьăр урама. Уçă сывлăшра пăртак уçăлса çӳрĕпĕр. Эсир мана, ют çынна, тухтăра тейĕпĕр, чунăра уçса парăр. Паçăр сĕтел хушшинче ыттисем пек хăвăр çинчен каласа чăрманмарăр эсир, – терĕ вăл куçран пăхса.
Хам каяссине Таньăна систертĕм те пӳлĕме хăпарса ăшăрах тум тăхăнтăм. Урамра тĕлĕнмелле ăшă çанталăк. Кĕрхи уçă çилĕ пулман пулсан çулланах аса илтерĕччĕ вăл. Хыр шăрши сăмсана кăтăклать. Çăлтăрсем ылтăн кĕркунне килнишĕн савăнса куç хĕсмелле выляççĕ. Таçта аякра телейлисем умĕн янкăр çăлтăр ӳкет.
Хусан çынни маншăн чун тухтăрĕ евĕрех пулчĕ. Хам хуйхă çинчен пĕр пытармасăр каласа патăм ăна. Паянхи каç упăшка та залтах пулнине пĕлсен вăл хăй кăмăлсăрланнине пытармасан та ăна айăпласа нимĕн те каламарĕ.
Вăхăт нумай тесе урамран шала, хамăр пурăнакан корпуса, кĕтĕмĕр. Ташă каçĕнчен пурте кайманччĕ-ха. Тĕттĕм зал варринче юратуллă мăшăр ташлатчĕ. Арçынни куçне алăк çинчен илме пĕлмест. Мана курсан хĕрарăмне çумнерех чăмăртарĕ.
Олег мана тăваттăмĕш хута хăпарса пӳлĕме çитиех ăсатса ячĕ. Савакан каччă евĕр алăран хĕрӳл-лĕн чуптурĕ. Куçĕнче шанăç хĕлхемĕ вылять, тути
пĕрмай кулать. Ман çине халиччен никам та кун пек хĕрӳлĕхпе пăхнине астумастăп эпĕ.
Ирпе кăмăлсем хаваслăччĕ пирĕн. Таня хăйĕн шӳчĕсемпе култарма пăхать.
– Олег мĕнрен япăх каччă/ Тыт та качча кай,-тет.– Сан Германунтан çирĕпрех те, шанчăклăрах та вăл. Мĕнле кăмăллă калаçать тата, мĕнле хитре ташлать!
– Кам мана качча пыма ыйтнă-ха, калатăн та эс, Таня, – тетĕп ăна калаçăва урăх çулпа чуптарас тĕллевпе.
– Сан çине тунсăхлă та юратуллă куçпа тинкернине курсан эп чи малтанах ăмсантăм та. Вăл сана, Рая, пĕрре курсанах юратса пăрахнине ăнлантăм.
– Юмăççă-и апла эс/
– Кун пеккине ăна суккăр та асăрхать. Хăвăн шăпуна ан вĕçерт, тантăшăм.
Тахçанччен пыратчĕ-и çак калаçу – такам алăкран килсе шаккарĕ.
– Рая, Сире чăрмантарма юрать-и/– йăвашшăн илтĕнчĕ алăк леш енчен.
Эпир иксĕмĕр те пĕр-пĕрин çине кăнн! пăхса илтĕмĕр. Нимĕн те ăнланаймастпăр-ха.
– Эпĕ-ха ку, Олег. Итлĕр-ха, Рая, Таня, атьăр вăрмана. Çулçăсем пуçтарăпăр. Кăмпасем те пур терĕç ав кӳршĕ пӳлĕмре пурăнакан йĕкĕтсем. Е ерçейместĕр-и/
– Хмм, ман ĕçсем пурччĕ-ха,-терĕ Татьяна эпĕ мĕн-тĕр каласа ĕлкĕриччен маларах калам тенĕ евĕр васкаса.– Сан,Рая, уçă сывлăшра нумайрах
çӳремелле. Отпускпа туллин усă курмалла. Тухсам, ара, сана кĕтеççĕ, пыр, тух.
Эпĕ хаваспах алăка уçрăм. Савăннине хам кăтартмастăп-ха. Мĕн калать-ши пĕлĕш тетĕп. Татьяна мана ăнăçу сунса ăсатрĕ.
Олег кăмăллăн ман çине пăхать. Çăмăл курткăпа
хăй, спорт шапкипе. Аллинче – илемлĕ пĕчĕк карçинкка. Савăнăçне ниçта пытараймасть вăл.
– Рая, паян нихçанхинчен лăпкă çывăрнă эп. Ĕненетĕн-и, тĕлĕкре сана курнă. Иксĕмĕр сап-сарă кавир çулпа утатпăр пек. Сан пуçунта – вăрман чече-
кĕсенчен çыхнă ытарма çук хитре кăшăл. Тем ахăл-
тататпăр пек, каçса кайса калаçатпăр.
– Тĕлĕнмелле, анчах та ман тĕлĕке эсĕ лекнĕ. Мĕне пĕлтереççĕ-ши пирĕн тĕлĕксем/ – сăмах пуçартăм эп те. Лăпкă унăн çумĕнче, канăçлă.
– Атя, вăрманта уçăлса çӳретпĕр кăштах. Кунтан инçех мар шăнкăртатса юхакан çăлкуç пур терĕç кӳршĕсем. Çăл шывне ĕçĕпĕр, çулçă пуçтарăпăр.
–Эп хирĕç мар. Шыраса тупайăпăр-ши вара çав асамлă çăлкуçа/
– Шыракан тупать теççĕ. Тата таçта васкамалла пирĕн/ Паян тупаймасан ыран тĕпчесе пăхăпăр.
Вăхăт епле иртни те сисĕнмерĕ. Мĕн çинчен кăна калаçмарăмăр-ши кĕске çулçӳревре/ Олег – пысăк тавракурăмлă, ăслă тухтăр кăна мар, шӳт ăсти те, кăмăллă пуплевçĕ те. Йывăç-курăка та çăмăллăнах палласа илет вăл. Лешсем типнĕ пулсан та тĕшмĕртет. Пирĕн чунсене пĕр тĕвве çыхаканни сиплев ĕçĕ пулнăран-ши – ку тĕлĕшпе пĕр асăнман тема та хăвармарăмăр. Иксĕмĕр те пылпа, курăкпа
сипленессипе кăсăкланатпăр иккен тата. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнатпăр, пурнăçа темрен те ытларах хаклатпăр.
Олегпа кашни кун ытларах та ытларах çывăхланса пытăмăр. Хама ун çумĕнче ачаш та чечен, илемлĕ, кирлĕ туйрăм. Германа та манаймарăм.
Пĕррехинче киле кайма вăхăт кăшт çеç юлсан саккунлă мăшăрпа коридорта ăнсăртран тĕл пултăмăр.
– Тăхта-ха, Рая , ан васка,калаçмалли пур, – йăлăнчĕ вăл – итлесе пăхас, пăрăнса иртес мар-ха терĕм.
Кантăк еннелле утатпăр. Вăрттăн сăмах каламалли пур терĕ-çке мăшăр, сутиччен чун-чĕререн савнă, ытарайман мăшăр.
– Рая, эс мĕн çав палламан арçынпа çывăхланнă-
çемĕн çывăхланса пыратăн, иртнинче кану вăхăтĕнче ӳт-пĕвĕ çумне тĕршĕнсех ташлаттăн, сан аллунтан тата еплерех çепĕççĕн тытнăччĕ вăл, куçунтан епле савса пăхатчĕ. Ют çынпа çапла çăмăлттай тытма юрать-и вара хăвна/
Тĕлĕннипе ман куç-пуç чарăлсех пырать. «Савнă» упăшка тата мĕн калать-ши тетĕп. Малалла сывламасăр итлетĕп. Пăшăрханни çамка çине тар вĕççĕн персе тухрĕ.
– Рая, çĕрле те, кăнтăрла та унпа пĕр хăрамасăрах урама тухатăн. Уçă сывлăшпа киленес тесен мана чĕнме пулмастчĕ-им/ Эпĕ санпа хаваспах хырлăхра уçăлса çӳренĕ пулăттăм.
– /!
– Тăванăм, эп шутларăм та сан патнах таврăнас терĕм,– Герман ман çине куçне çĕклеме вăтанса çĕрелле пăхса тăрать, алли пӳрнисене ниçта чикеймесĕр хуçлатать-чăмăртать .
Пĕрлешиччен каччăпа хĕр чухне пĕр-пĕр айăпа кĕрсен хăйне çапла ачапчалла тытатчĕ вăл.
– Юрататăп сана, Рая, сансăр пурăнаймассине сана çав ют çынпа юнашар утнă, ыталаннă чух ытла та çывăх туйса илтĕм. Каçар мана каçарайсан. Пуçа шуйттансем пăтраштарчĕç пулас. Еплерех хитре эс ман,– мана пуçран, алăран, пилĕкрен сĕмсĕррĕн хăйсах çупăрласшăн вăл.
Эпĕ темле тăрăшсан та хама лăпкăн тытса тăма пултараймарăм. Упăшка мĕнлерех çăткăн, усал, сутăнчăк çын пулнине халĕ питĕ аван туйса илтĕм.
– Хайхи хĕрлĕ çӳçлĕ майра епле-ха апла/ Ăна ăçта хурăпăр/ Пĕр кунхине çеç ăна юрататăп, унсăр пурăнаймастăп терĕн-çке,– ун çине ним пулман пек лăпкăн пăхма тăрăшатăп.
– Ăна паян ирех автобуспа лартса ятăм,-тет вăл.– Ан кул ĕнтĕ урăх манран. Каçар каçарайма пултарайсан.
– Халь «юратăву» тепĕр автобуспа каялла таврăнчĕ пулсан мĕн тăвăпăр/ Те ĕненес ĕнтĕ сана, тусăм, те ĕненес те мар. Пӳлĕмӳнтех янкăлтатса ларать пуль-ха. Ним шухăшсăр.
– Ан тăрăхла, тархасшăн, ĕнен. Эх, мĕнлерех ухмах-çке эп! Романтика шырарăм. Çамрăкраххин тути пылакрах пулас терĕм те йăнăшрăм. Сан хĕрӳ юратăвна мĕнле тавăрас-ши ман/
Герман чĕркуççи çине кукленсе ларса каçару ыйтрĕ.
– Каснă чĕлле каялла çыпăçтарма пултарайă-
пăр-ши санпа/ Эс каллех хăвăн çинчен çеç шухăшлатăн. Эпĕ те эпĕ тетĕн. Ман та чун пур-çке. Ман та кунта чĕрех тапать. Эс пĕрре – пĕр хĕрарăмпа, тепре – тепринпе. Юратмастăп текех терĕн-çке.
Халь ак ĕлĕкхи туйăмна тавăрасшăн.
– Каçар мана, тархасшăн, сана нихăçан та урăх
кӳрентерес çук эп, чунăмçăм,– куçран пăхма хăяймарĕ вăл.
Ĕненмерĕм ăна. Чунра тем улшăннине, асар-писер тăвăлнине, малашне хам юратнă арçынсăр пурăнаймассине туйрăм. Паян ман чĕрене Олег ячĕ ăшăтать. Каçарайăп-ши Германа/ Мăшăрпа уйрăлмах шутларăм. Каснă чĕлле каялла сыпаймăн.
Санаторирен тăраниччен канса таврăнтăм тăван яла. Герман маларах кайрĕ. Те майри патне тухса вĕçтернĕ, те аякри тăванĕсене курма кайнă – килте кĕтсе илекен пулмарĕ. Васкаса кил хуçи вырăнне юлнă кӳршĕ хĕрарăмĕ каçрĕ, хĕпĕртенипе ыталасах илчĕ.
– Кам кĕрсе кайрĕ-ши хапхаран тетĕп. Ав мĕншĕн каймалла-мĕн санатори-курорт таврашне, сана палламан та эп инçетрен. Камсен хӳхĕм хĕрĕ килет-ши тетĕп чӳречерен кармашса. Тупата Турăшăн та – чиперленсе, якалса кайнă эс, – терĕ вăл ман çине ытараймасăр пăхса.
Эпĕ вара пурне те куç туллин ытамласа çак хушăра тунсăхласа çитнĕ кинемисемпе мучисен сывлă-
хĕпе кăсăклантăм, хал пĕлтĕм. Сĕтел çи хатĕрлерĕм. Ман юрлас, кулас, ĕçлес килчĕ. Кӳршĕ-арша ăсатнă хыççăнах Татьяна патне çыру çырма лартăм.
Икĕ арçын таран халĕ мана вăйлă юратни савăнтарчĕ те, кулянтарчĕ те. Хăшне суйласа илес/ Унран ырă канаш ыйтма шутларăм.
 
: 598, Хаçат: 35 (1333), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: