Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Тăван халăх – эсĕ харсăр,
Эс пĕтмен-ха, Тур çырлах.
Çын тӳсеймĕ ăмсанмасăр,
Хăраман ĕçрен пачах.
 
Эп курап яла кĕрсессĕн
Хитререн хитре çуртсем.
Чăваш сăмахне илтсессĕн
Савăнса тапать чĕре.
 
Тăван халăх, эсĕ харсăр,
Çирĕп сан аллу-уру.
Эп калатăп хăрамасăр:
Çук, пĕтмест пирĕн ăру!
 
: 729, Хаçат: 35 (1333), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: