Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕнче техника культурисене пуçтарас ĕç малалла пырать. Паяна сахăр чĕкĕнтĕрне 2985, хĕвелçаврăнăша 13057, соя 1204 гектар çинче пуçтарса илнĕ.
Регионти ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çутçанталăк пуянлăхĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсем 511 пин гектар çинче (мĕнпур лаптăкăн 97,7 проценчĕ, вăтамран тухăç гектартан 17,2 центнер илнĕ) кĕрхи тата çурхи тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене пуçтарса пӳлмене кĕртнĕ. Пурĕ 880 пин тонна. Чи пысăк кăтартусем Мелекесс, Сăр тата Çĕнĕ Малăкла районĕсенче.
Çаплах тепĕр çула кĕрхи культурăсене акса хăварас ĕç те пырать. Паяна 264 пин гектар акнă (палăртнин 97,2 проценчĕ).
 
Куравра – Дмитрий Медведев
РФ Правительство председателĕ Дмитрий Медведев Ульяновск облаçне инвестицисем илĕртес ĕçе малалла тăсма ырă сĕнӳсем панă.
Авăнăн 15-17-мĕшĕсенче Мускавра пĕтĕм тĕнчери «Импортозамещение-20 15» курав ĕçленĕ. Регион делегацине Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ертсе пынă. Курава пынă пысăк хăнасенчен пĕри – Дмитрий Медведев. Вăл Ульяновск облаçĕн стенчĕ умĕнче чарăнса регион влаçĕн ĕçĕсемпе паллашнă. Правительство пуçлăхне яппун тата нимĕç концернĕн «ДМГ Мори Сейки» станок кăсăклантарнă.
Станоксем тăвакан завод сентябрĕн 29-мĕшĕнче Атăлăн сулахай енчи районта уçăлмалла. Ульяновск облаçĕ тата яппун тата нимĕç концернĕ индустри паркне йĕркелессипе май уйăхĕнчех килĕшӳ тунă. Ку проектпа килĕ-шсе, пирĕн облаçра станоксен пайĕсенчен тытăнса хатĕр продукци таранах кăларма тытăнчĕç. Облаçри 250 çын валли ĕç вырăнĕ пулĕ.
 
Культурăн чикки çук
Кăçалхи пĕтĕм тĕнчери культура форумĕ-нче Ульяновскпа Мальта пĕрле ĕçлеме килĕшӳ тунă.
Документа «Ульяновск – культурная столица» тата «Валлетта-2018» фондсем алă пусса çирĕплетнĕ.
Çакă «Культурная столица Европы» программăна хутшăнма ирĕк парать. Валетта – Мальтăри çур миллионлă хула. Вăл культура çурчĕсемпе тата йăли-йĕркипе пуян.
-Область аталанăвĕнче культурăри çыхăнусем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе пирĕн регион пĕтĕм тĕнчери «Культурная столица СНГ» тата «Культурная столица малых городов России» программăсене хутшăнчĕ. Ытти çĕршывсемпе паллашни пирĕн региона пуянлатать, тавракурăмне анлăлатма пулăшать,- тенĕ культурăпа ӳнер министрĕ Татьяна Ившина.
 
Грипран прививка тума хатĕр
Облаçа грипран прививка тумалли 33 пин доза «Гриппол плюс» вакцина çитнĕ.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Павел Дегтярь прививка тумалли ĕçе пуçăнма хатĕр тесе пĕлтернĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăра. Вакцинăна сиплевпе профилактика учрежденийĕ-сене ăсатнă. Çитес вăхăтрах аслă çулхи çынсем валли те «Гриппол» туянмалла.
Регионта пурĕ 300 пин çынна прививка тума палăртаççĕ, çав шутра 76 пин ачапа çула çитмен çамрăка. Ултă уйăхран тытăнса виçĕ çула çитмен ачасене тăватă эрне хушшинче икĕ хут прививка тума тивĕ. Ĕçе вара чӳкĕн 1-мĕш тĕлне вĕçлеме палăртнă.
Халĕ куллен регионти эпидемиологи лару-тăрăвне тĕрĕслесе тăраççĕ. Гриппа чирлекенсем çук. Вируслă инфекцие вара пилĕк пин ытла çын ертнĕ.
Тухтăрсем прививкăна чирличчен малтан тума сĕнеççĕ. Организмра вируса çĕнтерекен иммунитет вăйланса çитме ĕлкĕртĕр.
Аслă çулхисенчен прививка чи малтан тухтăрсемпе вĕрентекенсене, ватăсене, тивĕçтерӳ ĕçĕнчи çынсене, вăраха кайнă чирпе аптăракансене, сахăрпа, ракпа чирлекенсене, çие юлнă хĕрарăмсене тăваççĕ.
 
: 777, Хаçат: 37 (1335), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: