Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Зинаида Никитична Мадьянова Мелекесс районĕнчи Сапаккелĕнчи вăтам шкулта 30 çула яхăн ĕçлет. Шкул çулне çитнĕ ачасене пĕлӳ тĕнчине кĕме пулăшать вăл. Кăçал унăн каллех пĕрремĕш класс – 20 ача куçран пăхса кашни сăмахне тимлĕн итлесе ларать.<Ӳb>
 
Инçетри Самар тăрăхĕнчи Шунтал районĕнчи Анатьялта çуралнă Зинаида Никитична.
- Чăваш çемйинче çут тĕнчене килнĕ эпĕ. Аттепе аннен пĕртен-пĕр йăпанăçĕ пулнă, мĕншĕн тесен эп çуралнă чухне атте 62 çулта, анне 45-ре пулнă. Çулланса çитсен аллине ача тытнă анне мана тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. Хамăр шкулти учительсене вăл пĕр сăмах хирĕçлемесĕр итленĕ. Лешсем мана учителе яма сĕннĕ. Атте те унпа килĕшрĕ: "Е учителе, е тухтăра кай", – терĕ. Сакăр класс хыççăн вăтам пĕлӳ илме ют яла пилĕк çухрăма каймаллаччĕ. Унта ахаль утиччен професси илес тесе тантăшпа Подбельск поселокĕнчи педучилищĕне çул тытрăмăр. Çӳреме инçеччĕ, малтан пуйăспа Самара çитмелле, унтан каялла Шунтал районне. Аслă курссенче кăна çула майăн каякан машинасем çине ларса тӳрĕрен яла çитнĕ. Ял вара питĕ хăй патне туртать, çамрăк чухне пушшех те. Эп 8-мĕш класс пĕтеричченех аннепе çывăрса пурăннă. Тăватă çул вĕреннĕ вăхăтра маншăн пăшăрханса аннен çӳçĕ шуралчĕ. Çунат айĕнчен пĕртен-пĕр чĕппе кăларса яма мĕнле йывăр пулнине халь хам та питĕ лайăх ăнланатăп, - аса илет вĕрентекен.
Диплом илсен Зинаида Никитична икĕ çул тăван районта ĕçлет. Юлташ хĕрĕн туйне кайсан Кушкă районĕнчи Хурамал каччипе паллашать, икĕ çултан унпа мăшăрланса çемье çавăрать. 1990 çулта Мадьяновсем Сапаккел ялне куçса килеççĕ. Колхоз вĕсене çурт парать. Мăшăрĕ Виктор Прохорович водительте ĕçлеме тытăнать, Зинаида Никитична шкула вырнаçать. Çавăнтанпа ĕç вырăнне улăштарман чăваш хĕрарăмĕ.
-Хăй валли ыйтнине астумастăп, анчах класс е класри ачасем валли мĕн те пулин кирлĕ чухне унран вĕçерĕнейместĕн, – тет ун пирки шкул директорĕ Галина Александровна Булычева. – Кăçалхи вĕренӳ çулĕ валли те çĕнĕ партăсем туянтăмăр. Ашшĕ-амăшне урайĕнчи линолеума улăштарма ыйтрĕ. Хăйĕн класри ачисемшĕн вăл амăшĕ пек тăрăшать.
Мадьяновсем икĕ хĕр çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Вĕсем те çемьеллĕ ĕнтĕ, икшер ывăл ӳстереççĕ.
- Ывăл çуратма ĕмĕтлентĕм. Хамăн пулмарĕ. Турă ав тăватă ывăл мăнук пачĕ. Çав тери кăмăллă вĕсемпе. Уйрăм çуртне туса пĕтериччен аслă хĕрсем пирĕнпе пурăнаççĕ те – пушшех савăнтараççĕ. Ачасемпе мăнуксем çине пăхатăп та – чун хĕпĕртет, эп пулман пулсан вĕсем те пулмастчĕç вĕт тесе шутлатăп. Аттепе аннене паянччен тав туса пурăнатăп. Пĕтĕм пушă вăхăта мăнуксене пама тăрăшатăп. Çамрăк чухне нумай тĕрленĕ, çыхнă. Халь – çук. Çитменнине, шкултан час таврăнаймастăн. Коллективпа пĕрле пулас килет, эпир питĕ туслă. Час-часах пĕрле пухăнса бассейна çӳретпĕр, – тет.
Зинаида Мадьянова нихçан та пысăк наградăсемшĕн çунман. Вăл пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен. Уншăн тĕрлĕ ятсем мар, хăй çырма-вулама вĕрентнĕ ачасен хисепĕпе тавĕ паха. Çичĕ класс вĕрентсе кăларнă вăл çак тапхăрта. Кашни ачан ăнăçăвне паянччен астăвать. Ачасем те хăйне манманни, тĕлпулусене ялан йыхравлани чун-чĕререн савăнтарать.
 
: 718, Хаçат: 37 (1335), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: