Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çинкĕл районĕнчи Ялавăрти Культура çуртĕнче «Канаш» кунĕ иртрĕ. Ялавăр, Уличе тата Аслă ял çыннисем «Канаш» хаçат редакторĕпе Николай Ларионовпа, журналистсемпе, паллă поэтсемпе тата писательсемпе – Анатолий Юманпа тата Анатолий Ырьятпа – тĕл пулчĕç. Куракансене Çĕнĕ хулари «Палнай» тата «Сăрнай» ушкăнсем хаваслă юрри-ташшипе савăнтарчĕç.
 
Театр тумтир çаккинчен тытăнать теççĕ. Пирĕн тĕлпулу та фойерен тытăнчĕ. Ялавăрсем вырăнти алăстисен ĕçĕсенчен анлă курав йĕркеленĕ. Чи сумлă çĕрте – Ялавăр мухтавне, СССР, РСФСР тата Чăваш АССР халăх артистне Алексей Константинович Ургалкина халалланă стенд. «Канаш» редакцийĕ илсе килнĕ кĕнеке тата хаçат-журнал куравĕ те сумлă вырăн йышăнчĕ. «Канаш» ĕçченĕсем кашни килекене чăваш хаçатне парнелерĕç.
Тĕлпулу каçне «Палнай» фольклор ушкăнĕ (ертӳçи Валентина Сымова) хăна юррипе уçрĕ.
Унтан сăмах «Канаш» хаçатăн тĕп редакторне Николай Ларионова пачĕç. Калаçăвне вăл тав сăмахĕсенчен тытăнчĕ. Çак мероприятие йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Валерий Викторович Харитонова сцена çине чĕнсе илсе чыс турĕ, асăнмалăх альбом тата видеодиск парнелерĕ. Çаплах çак чыса ялти çыхăну уйрăмĕн заведующийĕ Татьяна Маркина тивĕçрĕ. Кĕске вăхăтрах хаçатăн тиражне ӳстерме пултарнăшăн тав туса Николай Ларионов ялти почтальонсене те видеодисксем парнелерĕ.
Николай Николаевич кĕскен «Канаш» хаçатăн ĕçченĕсем çинче чарăнса тăчĕ, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Унтан сцена çине илемлĕ сăмах ăстине, 60 ытла кĕнеке авторне, СССР тата РФ Писательсен союзĕн членне, Раççей тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Чăнлă районĕн Хисеплĕ çыннине Анатолий Юмана чĕнчĕ.
Ялавăр – хисеплĕ шурсухалăмăрăн Анатолий Юманăн амăшĕн çуралнă ялĕ. Нумай çарран чупнă вăл кунта, ачасемпе вылянă, шыва кĕнĕ. Пĕр вăхăт вăл Ялавăр шкулĕнче те вĕреннĕ. Анатолий Федорович хăй ачалăхне, амăшĕпе кукамăшне, ырă кӳршисене ăшшăн аса илчĕ. Юратнă Ялавăрне халалласа чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисене вуласа пачĕ. Чĕрене пырса тивекен хайлавĕсене залра ларакансем сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕç. «Палнай» хĕрĕсем Анатолий Юман сăмахĕпе Станислав Толстов кĕвĕленĕ «Мăшăрăм» тата Юрий Кудаков кĕвĕленĕ «Ах, мĕн-ма-ши/» юрăсене шăрантарчĕç.
Тĕлпулу каçне «Канаш» хаçатра чĕрĕк ĕмĕр вăй хунă поэт, прозаик, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ, ЧР Писательсен союзĕн членĕ, пилĕк кĕнеке авторĕ Анатолий Ырьят тăсрĕ. Вăл кĕскен хăй пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисене вуларĕ. Нумай пулмасть кун çути курнă «Тавах, çунатлă урхамахăм!» кĕнекине ялти тата шкулти вулавăшсене, ял хастарĕсене парнелерĕ. Анатолий Григорьевич хаçат тиражĕ çинче чарăнмасăр тӳсеймерĕ.
- Ялавăр – пысăк ял. Анчах вунă çын кăна çырăнни чĕрене ыраттарать. Тен, паянхи тĕлпулу хыççăн камра-тăр чăваш хаçатне çырăнас кăмăл çуралать/ Çапла пултăрччĕ,- терĕ вăл сăмахне вĕçлесе.
Тĕлпулăвăн иккĕмĕш пайĕнче концерт пулчĕ. Ăна «Сăрнай» юрă ушкăнĕ (ертӳçи РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Виктор Коваленко) «Уй варринче» юрăпа уçрĕ. Пĕр-пĕрне ылмаштарса сăрнайсемпе палнайсем тата Владимир Сорокин юрăç куракансене сехет çурă савăнтарчĕç. Халăх юрри-кĕввишĕн тунсăхланă çынсем кашни номернех хапăл туса йышăнчĕç. Артистсене чĕререн тав турĕç.
Чĕмпĕртен килнĕ хăнасем мероприятие йĕркелеме укçа-тенкине тăкакланăшăн ентешĕмĕре Валерий Харитонова тата автомашинăпа тивĕçтернĕшĕн Дмитрий Кузьмина чĕререн тав турĕç.
 
: 233, Хаçат: 37 (1335), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: