Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку çынна кашни çул тĕрлĕ уявсенче курма пулать: пичĕ çинче ун ялан йăл кулă, аллинче хуткупăс. Ăна вăл ача чухнех тытнă, халĕ те вăл ун чи çывăх тусĕ. 15 çула çитсенех ăна аслисем ĕçкĕ-çикĕре купăс калаттарнă, каярах вара каччă çамрăксене вăййа тухсан юрлаттарса-ташлатта рса савăнтарнă.
 
Петр Афиногентов 1966 çулта Çинкĕлте шофера вĕренсе тухать, салтака кайса килет. Ун хыççăн Ульяновск хулинче темиçе çул автобуспа çӳрет. 1976 çултанпа вăл Чăнлă поселокĕнче пурăнать. Кунта 30 çул водительте вăй хурать, малтан ГАЗ-52 автомашинăпа çӳрет, кайран -–ЗИЛ автокранпа. Халĕ тивĕçлĕ канура. Алă ĕçĕсен ăсти Петр Ильич, ун пек çынсене ылтăн алăллă теççĕ.
-Ман атте Илья Дмитриевич нумай çул Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕ-нче вырăнти хуçалăхра тимĕрçĕре ĕçлерĕ. Аслă вăрçа хутшăннă вăл, фашистсен тыткăнĕнче те тертленнĕ. Тыткăнра ăна фашистсем тумне хывтарса кăткă тĕмĕ çумĕнчи йывăç çумне çыхса хунине, йывăç опилкипе çĕрулми хуппи хутăштарса çитернине каласа паратчĕ. Аттене тимĕр-тăмăрпа аппаланма асатте – Митюк – вĕрентнĕ, атте мана вĕрентрĕ. Çапла ăрусем витĕр пырать ку ăсталăх. Автомашина е килти тĕрлĕ электроприборсене юсасси те маншăн йывăр ĕç мар, – тет Петр Ильич.
Ун алли хуть мĕн ĕçе те вăр-вар туса хурать. Ăна халĕ те çынсем пӳ-рт тăрри витме, тимĕр-тăмăртан, йывăçран тĕрлĕ япаласем ăсталама чĕнеççĕ. Йывăçран касса кăларса, тимĕр шăратса вĕçенкайăк кӳлеписем ăсталать вăл, килĕнче вĕсем темĕн чухлех. Картинăсем ӳкерме те юратать. Ӳркенсе тăраканни мар вăл, сывлăх пур-ха, ĕçлемелле тет. 2012 çулта поселокри садик валли тĕрлĕ чĕрчунсен кӳлеписене туса панă, халĕ вĕсемпе ачасем выляса савăнаççĕ. Шашкăлла выляса Петр Афиногентов 2007 çулта сахăр заводĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă – ачаранах юратать ку вăййа. Çулла пахча çимĕç ӳстерет те хĕлле валли вĕсене банкăсене хупса хурать, варени таврашĕ те хăех вĕретет. Эпĕ пынă чух Петр Ильич шăпах помидор банкисене хупса пуçхĕрлĕ лартса хунăччĕ, унта 2-3 литрлă 30 банка та пурччĕ пулĕ.
-Çемье пурнăçĕ ăнсах каймарĕ ман, 20 çул пĕччен пурăнатăп ĕнтĕ. Виçĕ ача çуратрăмăр мăшăрпа, пĕри инçетре пурăнать. Пурĕ ултă мăнук. Чăнлăри мăнуксем кашни кун тенĕ пек килсе çӳреççĕ, шкултан килнĕ чух та йăпăрт кăна кĕрсе тухаççĕ ман пата. Юрататăп эпĕ вĕсене, тутлă апатпа сăйлама тăрăшатăп кашнинче, - тăсать калаçăва чăваш арĕ.
Пĕччен юлсан вара вăл музыка тĕнчине кĕрсе каять. Килĕнче ун тăватă хуткупăс та пĕр баян. Пĕрне хăй Иваново облаçĕнчи Шуя хулинченех илсе килнĕ. Вунă çула яхăн ĕнтĕ вăл облаçри Акатуйсене, районти Бегана, тĕрлĕ фестивальсене, уявсене хутшăнма пуçланă, купăс каласа халăха савăнтарать. Тĕрлĕ парнесене, Дипломсене, Тав хучĕсене тивĕçнĕ вăл çак хушăра. Сăмахран, пĕлтĕр Винновка ращинче иртнĕ Акатуйра 3-мĕш вырăн йышăннă. Аслă Нагаткинта, Тереньгара, Ульяновскра иртнĕ конкурс-фестивале те пĕрре мар хутшăннă.
-Чи малтан 1989 çулта Унтăрта иртнĕ «Играй, гармонь» конкурса хутшăннăччĕ. Ăна Мускавран килнисем ирттернĕччĕ. Çакăнта Ульяновскра пурăнакан В.И.Горелов вырăспа паллашрăм. Вăл пире: «Камăн купăс калас ăсталăхне ӳстерес килет – вăл Чкалов ячĕллĕ Культура керменне пыма пултарать»,- терĕ. Эпĕ ун патне 6-7 хут та кайса килтĕм. Вăл купăс чаплă калатчĕ, манăн та çавăн пек калама вĕренес килетчĕ. Чăнах та, нумай вĕрентрĕ вăл мана, тавах уншăн. Нота вулама хăнăхрăм, халĕ вĕсем тăрăх тĕрлĕ кĕвĕ вĕренетĕп. Уйрăмах октябрьте тытăнса февраль уйăхĕччен музыка тĕнчинче пурăнатăп, тăрăшса çĕнĕ юрă-кĕвĕ вĕренетĕп. Музыкăсăр пурăнаймастăп эпĕ. Килте ман чăваш артисчĕсен дискĕсем, кассетисем нумай, вĕсене чун каниччен итлетĕп, спектакльсем куратăп. 1972 çулта хамăр ялта магнитофон кассети çине çыртарнă юрă-кĕвĕ, такмаксем те пур ман компьютерта. Çавсене час-часах итлесе çамрăклăха аса илетĕп, - вĕçлет калаçăва 67 çулхи Петр Афиногентов.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 269, Хаçат: 37 (1335), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: