Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ялавăрта чăвашсем тĕпленсе пурăнаççĕ. «Канаш» хаçатăмăра çырăнакансен шучĕпе кăсăкланса эпĕ çыхăну уйрăмне кĕтĕм.
 
Унăн заведующийĕ – Татьяна Маркина мана пит кăмăллă кĕтсе илчĕ. Чăваш хаçатне вулакансен шучĕ виçĕ çынна чакса ларнине пĕлтерсен кăмăлăм, паллах, пусарăнчĕ. Пуçлăх ку лару-тăрăва пăртак та пулин лайăхлатма шантарсан савăнтăм. Çыхăну уйрăмĕнчен çын татăлмасть. Йăлтах чăвашсем, хамăр чĕлхепех калаçаççĕ. Эпĕ кашнипех облаçри чăваш хаçачĕ пирки сăмах хускатрăм. Мĕн сăлтава пула хамăр чĕлхепе çырнине вуласшăн маррипе кăсăклантăм. Пурте пĕр саслăн вулама пĕлменни çине йăвантарчĕç.
-Калаçма пĕлсен вуласа ăнланма йывăр мар-çке... Хаçата алла тытса пăхăр акă, – терĕм хампа илсе кайнă хаçатсене валеçсе.
Татьяна Александровнапа «Канаш» тиражне ӳстересси пирки калаçнин усси пулатех пек. Пуçлăхпа ентешĕсем хушшинчи хутшăнусем уçă, кăмăллă. Вăл ӳкĕтлеме пултаратех. Çитменнине, вăл çак ялтах çуралса ӳснĕ. Ентешĕсене аван пĕлет.
Татьяна Ульяновскри кĕнеке техникумĕнче бухгалтера вĕренсе тухнă. 10 çул Тольяттире лавккара бухгалтерта ĕçленĕ, ун хыççăн Самарти гуманитари академине пĕтернĕ те тăван ялнех пурăнма таврăннă. Малтанхи пилĕк çул почта уйрăмĕнче операторта ĕçленĕ, юлашки 3 çул — пуçлăхра вăй хурать. Маркинсем икĕ ача çуратса ӳстернĕ. Мăшăрĕ Александр газ участокĕн маçтăрĕнче вăй хурать.
-Пирĕн икĕ почтальон. Хăйсен ĕçне тӳрĕ кăмăлпа туса пыраççĕ. Ĕçре килĕштеретпĕр, йывăрлăхсене пĕрле татса паратпăр. Хаçат-журнал çырăнса илекенсем сахал мар. Ытларах «Шок», «Народная газета», «Комсомольская правда» хаçатсене çырăнаççĕ. Шел, «Канаша» ку çурçуллăхра виçĕ çын çеç вулама кăмăл турĕ,- тет пăшăрханарах Татьяна Александровна. – Тăрăшсан, кăштах та пулин ӳстеретпĕрех.
Ку материала номере хатĕрленĕ тĕле ялта вунă çын «Канаша» çырăнни пирки пĕлтерчĕç.
 
Çинкĕл районĕ.
 
: 652, Хаçат: 37 (1335), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: