Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чулсем çинчи канми-тăми çăлкуçĕ
Юхса йăпаннă пек сассу таса.
(Ухсай Яккăвĕ.)
 
«Илемлĕ, пултаруллă, çепĕç туйăмлă артистка. Халиччен те, халь те никам та вăл кампа та пулин сассине хăпартса кăра калаçнине илтмен. Çилленме пĕлмест. Кулса çеç тăрать. Пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр чарăнмасть. Ачасемпе çамрăксем хушшине чăваш культурипе ӳнер пуянлăхне сарать. Чăваш уявĕсенче çынсене таса та хăватлă сассипе тĕлĕнтерет. Чăваш культурипе кану центрĕнче хăй уçнă «Чĕкеç» клубра пултаруллă çынсене, çыравçă-сăвăçсене хавхалантарса хăтлавсем йĕркелеме пулăшать. Вырăнти чăваш артисчĕсене юрлама-ташлама вĕрентет», – ку сăмахсем пурте çак кунсенче хăйĕн юбилейне паллă тунă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткине, ытарайми Зоя Рейтера тӳрремĕнех пырса тивеççĕ.
 
Ачалăх сукмакĕсем
Чăвашкассинче Афанасьевсен тăватă ачаллă туслă кил-йышĕнче юрă-кĕвĕ ир те, каç та янăранă. Ашшĕ, Михаил Иванович, хăй вăхăтĕнче (1935 çулта) Шупашкарти музыка училищине трубапа калама вĕренме кĕнĕскер, темиçе инструментпа та каланă. Амăшĕ, Александра Тихоновна, уçă сасăллă йăваш хĕрарăм ал ĕç тунă чухне те, сăпка сиктернĕ чухне те юрă юрланă. Виçĕ хĕрĕпе ывăлне ырă та çепĕç пулма вĕрентнĕ, кипкерен кĕвĕ-çемĕ тĕнчипе паллаштарнă. Пуринчен те ытларах юрлама çемьере иккĕмĕш ачи Зоя юратнă. Çырмара хурсем пăхнă чухне те кӳршĕ ялсем илтчĕр тесе хытă кăшкăрса юрланă. Кайăк-кĕшĕк вĕсен çурчĕ хыçĕнчи 1400 çулта никĕсленĕ çăва çине каçсан хĕрача сассине йăвашлатнă, майĕ-пен ĕнĕрленĕ. Юрă-кĕвĕ ăна вăй, хăюлăх хушнă пек туйăннă. Асламăшĕпе аслашшĕ, Шеверпипе Туктамăш Ахванеçсем патне каçсан тăванĕсем ăна сăвă-такмак, юмах-халап каласа тĕлĕнтернĕ. Зоя чăваш халăх сăмахлăхĕн пуянлăхĕпе пĕчĕкрен киленсе ӳснĕ. Кукамăшĕ, поляк хĕрарăмĕ, çав тери илемлĕ те пултаруллă хĕрарăм пулнă. Кукашшĕ, Тихон Муравьев, граждан вăрçинчен тăван ялне таврăннă чухне Кивĕ Упи пульницине лекет, унта Анна Герман ятлă тухтăрпа паллашать. Çамрăксем хушшинче юрату тĕвĕленет. Чăвашкассине таврăнсан Виçпӳрт-Шăмăршă ялне хăтана ярать салтак. Кукамăшĕ питĕ хитре юрланă тет. Анчах та унăн ĕмĕрĕ пит кĕске пулнă. Пульницара çынсене сипленĕ чухне хăйне те вилмелле чир ернĕ.
- Пĕррехинче пирĕн пата хăнана хаклă та кĕтнĕ тăван, паллă чăваш композиторĕ Григорий Лисков килнĕ. (Григорий Григорьевич мăнаккан тетĕшĕ пулать.) Эпĕ ун чухне шкула та кайман, – аса илет Зоя Афанасьева. – Анне, васкаса сĕтел хатĕрлеме пуçланăскер, мана чĕнсе илчĕ те тимĕрç лаççинчен аттене чĕнсе килме хушрĕ. Анкартинчен чупса антăм, васканипе сывлăш пӳлĕнет. «Атте, унта Кăр Кăр килнĕ, атя киле», - тетĕп. «Кам-кам/» - тет вăл ăнланаймасăр. «Кăр кăр», - тетĕп савăнса та пăлханса. «Вăт кам иккен. Кайрăмăр эппин», - тет тинех калаçу кам пирки пынине ăнланса илнĕскер. Анне сĕтел çине çăмарта пĕçерсе хунă, тăпăрчă пӳремечĕ, чăкăт, пĕчĕк савăтпа хăйма лартнă.
Григорий Григорьевич ытараймасăр, юратса пăхать Афанасьевсен ачисем çине. Аслăраххисене Розăпа Зойăна хăй патне чĕнсе илет. Пиншак кĕсйинчен кăранташ кăларса сĕтел çинче кĕвĕ шаккаса кăтартать, ачасен музыка ритмне тĕрĕслет. Зоя чаплă композитор пекех шаккаса парать. «Ку сирĕн юрă-кĕвĕ енĕпе ĕçлекен пулать, хĕрачана вĕрентмелле», - тет хăна.
Шкула пĕрремĕш класа кайса вĕрентекен ачасенчен ӳссен кам пулассине ыйтса пĕлме шутлать. Черет Зоя патне çитет. «Артистка», - тет вăл пĕр иккĕленмесĕр.
- Арçын ачасем манран кулма-тăрăхлама пуçларĕç. «Ав, пирĕн артистка килет», - тетчĕç. Пĕлетĕр-и, çакăншăн эпĕ кӳренместĕмччĕ. Ачаран акса хăварнă вăрлăх çимĕç парасса кĕтме пуçларăм: эпĕ пултаратăп, артистка пулатăпах терĕм, - сăмаха малалла тăсать юбиляр.
 
Хĕр ĕмĕрĕ
Кивĕ Улхашри вăтам шкулта 10 класс пĕтернĕ хыççăн Зоя Афанасьева хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Шупашкара çул тытать. Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинчи хорпа дирижер уйрăмне ăнăçлăнах кĕрет вăл, вокал уйрăмĕнче З.С. Селиванова педагог ертсе пынипе вĕренет. Юлашки курсра вĕреннĕ чухне Чăвашкасси пикине Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамбльне чĕнеççĕ. Йошкар-Ола хулине Чăваш культурин кунне уявлама илсе каяççĕ.
- Паянхи пек астăватăп чаплă ансамбльти çул пуçламăшне – мана сцена çинче Раççей тата Чăваш Ен ӳнерĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Герман Степанович Лебедевăн арăмĕпе – Анастасия Львовнапа – юнашар тăратрĕç. Вăл мана алăран тытрĕ те веçех аван, йĕркеллĕ пулассине систерсе куçран пăхрĕ. Çакă шанăçлăх, лăпкăлăх кӳчĕ. Анастасия Лебедева кайран та тĕл пулмассерен манпа пуплешме юрататчĕ. Юрăç Шупашкарта музыка училищинче ман пĕчĕк тетепе Никонор Афанасьевпа пĕрле вĕреннĕ иккен. Никонор Иванович, вăрçăран аманса таврăннăскер, атте пулăшнипе – вăл укçа тăвас тĕллевпе ятарласа Ленинграда шахтăна ĕçлеме кайнă – ĕмĕтленнĕ профессине алла илнĕ, чăваш филармонийĕнче симфони оркестрĕнче ĕçленĕ, паллă виолончелист пулнă. Анастасия Львовна мана мĕнлерех тумланмаллине, хама еплерех тытмаллине вĕрентетчĕ. «Штапель, сатин, пурçăн, çитсă... кĕпесем çĕлеттер, кăçал тăхăннисене тепĕр çул урăх ан тăхăн. Эсĕ артистка вĕт!» - тетчĕ.
Зоя Афанасьева юрлама пуçланă чух Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн тĕп хормейстерĕн лавне Герман Лебедев туртнă, пултарулăх ертӳçи – Борис Резников, тĕп хореографĕ – Мошевич. Зоя Михайловнана уйрăмах квартетпа чăваш композиторĕсен юррисене юрлани кăмăлне кайнă. Йышра Елена Орлова (Шуçăм арăмĕ), Алла Воробьева, Галина Петрова тата вăл пулнă. Шăпчăк сасăллă ентеш ĕçленĕ хушăра сакăр хутчен совет çĕршывĕнчи пур республикăра, унти хуласенче гастрольсемпе пулма тӳр килнĕ.
 
Çемье
1974 çулхи акан 16-мĕшĕнче чипер чăваш пики ансамбльте ташлакан яша Владимир Теренина качча каять. Савнийĕ ăна репетици вăхăтĕнче чĕнсе илет те сан паспорту пур-и тет. Пур тесен кайса килмелли пур-ха, унта вара çак документ кирлĕ тет. Пикене автобуспа таçта илсе каять. Тепĕртакран çамрăксем Ишлейри ЗАГСа çитсе тăраççĕ. Зоя Афанасьева хăй те сисмест – Теренина пулса тăрать.
- Пĕррехинче Камчаткăна кайма пуçтарăнсан эпир вĕçмелли самолет çине билетсем палăртнинчен маларах пĕтнине пĕлтĕмĕр. Володьăпа мăшăрланнă çеç ун чухне: телейлĕ, юратуллă, çунатлă. Умри нимĕнле йывăрлăх та хăратман пире. Артистсене пуçтарчĕç те пĕр ушкăнĕн, «Т» саспаллипе пуçланакан хушаматсенчен тытăнса малаллисен, тепĕр самолетпа вĕçме тивет терĕç. Туянтăмăр, хавхалантăмăр, лартăмăр. Аэропортра пире яланхиллех савăнăçлă Алексей Сергеев администратор кĕтсе илчĕ. Тинех! Каллех тулли йышпа терĕ вăл, – аса илет Зоя Михайловна. – Шупашкарта эпир филармонире (паян Гагарин урамĕнчи вăл çуртра вырăс драма театрĕ вырнаçнă) пухăнаттăмăр. Репетицисем хыççăн мана Володя татах хăваратчĕ. «Юрла, вĕрен, ытларах ĕçлени халиччен никама та сиен кӳмен-ха», - тетчĕ.
Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕпе Зоя Афанасьева-Теренина Италире, Венгрире, Чехословакире, Польшăра, Германире концертсемпе пулнă. Европа çыннисем вĕсене хăш хулана пырсан та тăвăллăн алă çупса йышăннă, пуян та илемлĕ тумлă артистсене чечек çыххисем айне тунă. Çавă çеç-и/ Вĕсен тăван çĕршывне çĕр тĕрлĕ юрă, çĕр тĕрлĕ ташă илсе килнĕ тĕлĕнмелле чаплă ансамбль артисчĕсенчен чăваш халăх культури, йăли-йĕрки, ĕçĕ-хĕлĕ, çыннисем çинчен ыйтса пĕлнĕ, унччен курман илемлĕ тумĕпе,тĕррисемпе, хушпу-тухйипе, капăрлăхĕпе кăсăкланнă. Артистсене хăнана чĕннĕ, вĕсен тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе хавхаланнă. Гастрольтен Шупашкарта кĕтекен пĕчĕк ывăлĕ Сережа валли асăнмалăх парнесем туянса таврăннă.
1985 çулта Атăлта Чăваш Республикин халăх артисчĕн, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн пултаруллă ташăçин Владимир Теренинăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Мăшăрĕ те, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Зоя Афанасьева-Теренина , ун чухне хăйне вилнĕ пекех туять.
- Володя вилсен тепĕртакранах ансамбль çула тухма пуçтарăнчĕ – пирĕн Мускавра иртекен пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне хутшăнмалла. Эпир пурте тухса каймалли анкета çыратпăр. Качча кайнă е кайман тесе çырнă йĕрке патне çитсен тăп чарăнса тăтăм, «тăлăх арăм» тесе çырас килмерĕ, алă йăтăнмарĕ, хурланса йĕрсе ятăм, – аса илет артистка. – Филармони те, ансамбль те пĕрмаях юратнă упăшкана аса илтеретчĕ. Кашни кĕтесрех ун сăнĕ курăнатчĕ. Часах алăк уçăлать те – мана хирĕç савнă мăшăр, пултаруллă та хĕрӳллĕ ташă ăсти, кĕрет пек туйăнатчĕ. Чĕре вăркарĕ, пуç ыратма пуçларĕ. Юнашар ывăл пулни çеç мана çак çĕр çинче тытса тăратчĕ...
 
Тĕнче хĕрринче те юрланă
Чĕрери хуйхине пусарас тесе артистка тĕнче хĕрне пăрахса кайма килĕшет. Мускавра концертра хăйне пĕрре курсах кăмăлласа пăрахнă арçынна Виктор Рейтера качча каять, çемйипе Магадан облаçĕнчи Дукат поселокне пурăнма куçать. Ылтăн кăларакансен поселокне ЧР тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн солистки пурăнма килнĕ текен хыпар çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлать, ăна уйрăмах культурăпа ӳнере хаклакансем савăнăçлăн йышăнаççĕ. Зоя Михайловнана Культура çуртĕнче йĕркеленнĕ «Огонек» ушкăна пырса вĕсем юрланине хаклама чĕнеççĕ. Артистка хăй те хĕрсемпе юрлама пуçлать. «Огонек» квартет аякри поселокри хĕвел пайăрки пулса тăрать. Халăха концертсем йĕркелесе савăнтарать. Зоя Рейтер ĕçпе йăпанса пурăнма пуçлать. Ирпе ача садĕнче, кăнтăрларан музыка шкулĕнче вăй хурать вăл. Çичĕ çул ачасене юрă-кĕвĕпе туслă пулма, нота хутпĕлĕвне, сольфеджио, музыка литературине вĕрентет. Музыка шкулĕнче «Родничок» ача-пăча фольклор ушкăнне йĕркелет. Ывăлĕпе кунта çуралнă пĕчĕк хĕрне Анечкăна ура çине тăратма ăнтăлать.
- Пĕррехинче Магадан облаçне АПШран ĕçлĕ делегаци килсе çитнине пĕлтĕмĕр. Пире, «Огонек» хĕрĕсене, унта концертпа илсе кайрĕç. Эпĕ чăваш юррине те шăрантартăм, саламласа тăванлăх, ырăлăх, юрату çинчен сăмах каларăм. Пирĕн юрăсем хаклă хăнасен кăмăлне кайнине алă çупнинченех куртăмăр-ха. Анчах та çавăн пекех парне пуласса шутламан – квартета юрă-кĕвĕ саламĕшĕн тав туса ĕçлĕ çынсем Америкăна хăнана пыма чĕнсе хăварчĕç. Сăмахне çилпе вĕçтерменнине уйăхран килнĕ йыхрав хучĕ ĕнентерчĕ. Сан-Францискăра пĕр уйăх пулса килтĕмĕр. Пире питĕ чаплă кĕтсе илчĕç, ăсатса ячĕç. Пĕр туслă çемьене вырнаçтарчĕç. Кашни кунах тĕрлĕ çĕрте концерт параттăмăр. Ку çулçӳрев те ыттисем пекех асăмран тухас çук, - тет Зоя Михайловна.
Океан леш енчен таврăнсан каллех çак лава кӳлĕнет яланах хăюллă пулма хăнăхнă хĕрарăм. Хăйне пĕртте хĕрхенмест. Упăшки сутнине каçараймасăр унтан уйрăлма шухăшлать. «Каснă чĕлле çавах сыпаймăн», - тет чĕркуççи çинче тăракан арçынна.
Дуккатра тӳрех виçĕ çĕрте вăй хуни хăйĕн усал ĕçне тăватех. Чул та катăлать те – çын сывлăхĕ епле чăттăр. Зоя Михайловна ыткăнса çӳренĕ çĕртенех чирлесе ӳкет, пульницана лекет. «Зоя, тăр, сан малалла пурăнмалла! Ман ачасем хамсăр пуçне урăх никама та кирлĕ мар. Сан юррусемсĕр, сассусăр çынсем тунсăхланă пуль.Тăр!» - хушать вăл хăйне. Кăкăр туллин сывласа илет те тутипе тем каласшăн пулать. Чăваш халăх юррине шăппăн ĕнĕрлет иккен вăл. Тăрать те тухтăрсене тĕлĕнтерсе утса каять.
 
Салам, шурă Шупашкарăм!
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕршывра пăтăрмахсем тытăнсан Зоя Рейтер ачисемпе Шупашкара куçса килет. Вĕсене самолетпа ăсатма мĕнпур поселок çынни пухăнать. Таврăнсанах ĕç шырама пуçлать. Раççей тата Чăваш Ен ӳнерĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин дирижер ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи хор капелли юрăçсем шыраса конкурс ирттернине илтсен юрăсăр пĕр кун та пурăнма пултарайман хĕрарăм тӳрех унта çул тытать. Морис Николаевич хора ăна тӳрех илет. ЧР тава тивĕçлĕ артистки çичĕ çул капеллăра юрлать. Репертуарти чăваш халăх, эстрада, классика юррисене ытараймасть. Шупашкара та чун-чĕринчен юратать вăл, тăван çĕршывĕшĕн те тунсăхлама тытăнать. Ачисене ура çине тăратсан хăй çуралнă çĕре таврăнма шутлать.
Чĕмпĕр шăпчăкĕ
Куракансене ытарайми çепĕç кулă парнелекен шăпчăк сассиллĕ чăваш юрăçи Çĕнĕ Ульяновска куçса килсен кунти чăвашсемшĕн пачах урăх пурнăç пуçланать. Кĕске вăхăт хушшинчех унăн йĕри-тавра юрă-ташăшăн тунсăхланă, чăваш чунлă çынсен ушкăнĕ чăмăртанать. Малтан шкул-интернатра, унтан вырăнти «Глобус-Лидер» кондитер фабрикинче ĕçлекенскер хулари «Браво» культурăпа кану центрĕнче чăваш чĕлхипе культура клубне йĕркелет. «Чĕкеçе» ачасем те, çамрăксем те, ватăсем те хаваспах çӳреççĕ. Зоя Михайловна тăрăшнипе Культурăпа кану центрĕнче илемлĕ чăваш уявĕсем, хăтлавсем, тĕлпулусем иртеççĕ. Вăл Ульяновскри чăвашсен наципе культура автономийĕн ĕçтăвком членĕ, УОЧНКАн Çĕнĕ Ульяновскри уйрăмĕн пуçлăхĕ, «Канаш» хаçат тусĕ. Чăвашкассинче иртекен савăнăçлă мероприятисене те май килнĕ таран хутшăнма тăрăшать пултаруллă ĕçчен. Тăван ялĕнчи «Шуçăм» юрăпа-ташă ансамбль юрăçисемпе тачă çыхăну тытать. Уявсенче хăй те кашнинчех çепĕç чăваш юррине парнелет.
Пирĕн юбилярăн, Зоя Рейтерăн, чи пысăк савăнăçĕ, телейĕ вăл – унăн çемйи. Аккăшĕпе йăмăкĕн тата шăллĕн туслă кил-йышĕ, ывăлĕпе кинĕ, хĕрĕпе кĕрĕвĕ тата икĕ мăнукĕ. Анечка хĕрĕ авăнăн (сентябрь) 15-мĕшĕнче амăшне тата тепĕр мăнук парнеленĕ. Ачисем унпа мухтанаççĕ, телей сунаççĕ.
 
Çĕнĕ Ульяновск.
 
: 226, Хаçат: 37 (1335), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: