Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
 
Чăваш Республикинчи Чăваш кĕнеке издательстви кăçал 95 çул тултарать. Çавна май ачасем хушшинче иртекен «Чăваш кĕнеки» конкурс малалла пыни пирки аса илтеретпĕр. Кăçал вăл пилĕк номинаципе иртет:
1. «Юратнă кĕнеке» сочинени е калав*
2. «Манăн юратнă сăнар» ӳкерчĕк*
3. «Вулама сĕнетĕп!» темăпа хатĕрленĕ плакат, открытка е календарь*
4. «Ачасем хатĕрленĕ кĕнеке»*
5. «Пирĕн çемьен çывăх тусĕ – кĕнеке» эссе.
 
Ĕçсене Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ кĕнекесем тăрăх хатĕрлемелле. конкурса ултă çултан (е кăштах кĕçĕнрех) пуçласа вунçичĕ çула çитнĕ ачасен хутшăнма юрать.
Ĕçсене 2015 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшччен çак адреспа йышăнаççĕ: 428019, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, 820 пӳлĕм. Е fed-ol@mail.ru электронлă адреспа яма пултаратăр. Конверт пичĕ çине «Чăваш кĕнеки» конкурса валли» тесе палăртма ан манăр.
Асăрхаттарса хăваратпăр: конкурса хутшăнакансем:
- хăйсен ятне, хушаматне, ашшĕ ятне*
- миçе çултине*
- хăш шкулта вĕреннине*
- килти адреса*
- çак конкурса хутшăнтараканăн (руководителĕн) хăйĕн ятне-шывне, электронлă адресне тата çыхăнмалли телефон номерне уйрăм хут çине тĕрĕс те ăнланмалла çырса памалла.
Çĕнтерӳçĕсене парнесем кĕтеççĕ, конкурса хутшăнакансене сертификатсемпе тивĕçтеретпĕр.
Тĕплĕнрех Чăваш кĕнеке издательствин www.chuvbook.ru сайтĕнче «Конкурсы, акции» пайĕнче вуласа пĕлме пулать.
Ăнăçу сунатпăр.
 
: 621, Хаçат: 37 (1335), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: