Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ача çуралсан çемье пурнăçĕ улшăнать. Чуп-чуп уйăхĕ вĕçленсе чăн-чăн пурнăç тытăнать.Йывăрлăхсе не чăтса ирттерме пĕлмесĕр çак вăхăтра нумай çемье йăнăшсем тăвать, уйрăлакансем те пур.
Тивĕç хушăнни
Ача çуралсан унчченхи кун йĕрки пачах улшăнать. Арçыннăн нихçан туман ĕçе пикенме тивет. Паллах, вăл кунпа кăмăлсăрланать, хирĕçет. Хĕрарăм ун çине çĕнĕ ĕç тиенипе, хăй ĕлкĕрейменнипе кулянать. Ашшĕ-пе амăшĕн хушшинчи хирĕçӳ ачана канăçсăрлантарать.
Ирĕклĕх çухални
Унччен ирĕклĕ пурнăçа хăнăхнăскерсен ачан кун йĕркипе пурăнма, килте ларма тивет, ăçта каяс килет – унта каяймастăн. Хăйсем ăнланмасăрах çамрăк ашшĕ-амăшĕ ытти çемьесем çине пăхса танлаштарма тытăнать. Анчах лайăх çемьере ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕрне пулăшать, çавăнпа вĕсем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ. Пĕри ачапа ларнă вăхăтра тепри кирлĕ çĕре кайса килме пултарать.
Тарăхмалла мар
Упăшки ĕç хыççăн киле васкамасть, арăмĕ, ачи унран хăпманнипе, лăпкăн кăна душра та çăвăнаймасть, апат пĕçерме те ĕлкĕреймест. Ача çĕрле те çывăрттармасть. Мĕн тумалла/ Çакăншăнах уйрăлмалла-и/ Васкамалла мар, пĕчĕк ăнланманлăхсене хăмпă пек вĕрсе пысăклатмалла мар. Ыйтăва татса памалли чи ансат мел – каллех пĕр-пĕрне пулăшни. Ача амăшĕ кăна мар, унăн ашшĕ те пур, унăн та ачашăн çавăн пекех явап тытмалла.
Тыткăнра лармалла мар
Хальхи çамрăксем çулçӳреве тухма, тĕрлĕ çĕршывсенче канма юратаççĕ. Ача вара хăшĕсемшĕн çак çула хуплать. Ача тесе тăватă стена хушшинчен тухмасăр лармалла мар. Кăшт кăна çитĕнсен ачапа хăнана та, ют çĕршыва, тинĕс хĕррине канма кайма та пулать.
Укçа çителĕксĕрри
Паллах, çемьере пĕри кăна ĕçлесе иле пуçласан укçа çитмест. Анчах куншăн хирĕçсе, пĕр-пĕрне айăпламалла мар. Пĕрле ларса тăкаксене епле чакармалли пирки шутламалла. Килти вăрçă пуçличчен килти бухгалтерипе ĕçлемелле.
Çемьене ыттисене
хутшăнтармалла мар
Çемье вăл – упăшки, арăмĕ тата ачисем пулмалла. Паллах, кашнин ашшĕпе амăшĕ, йăмăкĕсемпе аппăшĕсем, пиччĕшĕсемпе шăллĕ-сем пур. Кашни пурăнма вĕрентме пуçласан пуç çаврăнса кайĕ. Çавăнпа хăвăрăн хушша никама та кĕртмелле мар. Çын сăмахне те киле илсе кĕме хушман чăвашсем.
 
: 307, Хаçат: 37 (1335), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: