Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Марье паян ирех икĕ пысăк сумкине йăтса Петровсен килĕ еннелле уттарччĕ. Çĕклемĕ йывăр. Ăшĕнче хăйне каллех йывăр йăтнăшăн вăрçрĕ кинемей. Пĕр тапхăр сывласа ярам тесе чарăнса тăчĕ, сумкисене хăма çине лартса карас телефонне саппун кĕсйинчен кăларчĕ. Çамки çинчи куçлăхне куçĕ çине антарса вăхăт пăхрĕ.
- Кая юлас марччĕ çеç, министр патне машина шăп та шай сакăр сехет тĕлне килсе чарăнать. Хальхинче те хăвармастех, кăмăллăскер, илсе каятех. Атту пулсан Тимушкел пасарне попуткăпа çур кун чаваланмалла. Паян машинăсем çула май та лартасшăн мар. Хайхи шипсем, ют çĕршывра кăларнă тимĕр утсем, ял карчăкĕсене лартса чăрманасшăн мар. Хуçисем вашнăй. Эпир вара вăхăтра çитме чăрмантаратпăр, - такмакла-такмакла анать Турикасран ӳркенмен кинеми.
- Чим-ха, Натали аппа, ара, мана та пĕрле лартса кайсам, – хапха алăкне васкаса çăрапах питĕрет Улька аппа. – Министртан юлас марччĕ, машини çитет те пуль. Çав качакасене пула вăхăт çинчен те мансах кайнă.
Кăпăл-капăл пуçтарăнса Наталие хуса çитрĕ хĕрарăм. Чечеклĕ тутрине тирпейлĕн çыхрĕ вăл.
- Качака вăл – сăтăрçă выльăх. Уссишĕн, тутлă сĕчĕшĕн тытатпăр-çке. Хальхинче мĕн турĕç тата каянăйсем/ – кăсăклананçи тăвать Натали.
- Купăста йăранĕ çине кĕрсе кайнă та чи пысăккисене кăшласа пĕтернĕ.
- Ай, тамаша, инкек курса тăрăн. Ӳстерен-ӳстерен те çапла - мăйракаллă туссен мăшкăлĕ пулан...
- Эй, ан та кала ĕнтĕ...
- Министр кăмăлĕ çеç уçă пулинччĕ. Атту темпе çитмелле кӳршĕ яла/ Пульницана кайма тухрăм. Тем виççĕмĕш кун вар-хырăм ыратать. Хамăр ялти фельдшерпа акушер пункчĕ хупăннипех тăрать.
- Çулталăк çитет ĕнтĕ Рая вăхăтсăр çĕре кĕнĕренпе.
- Тем пĕчĕк яла ĕçлеме килекен хвершăл тупăнмасть куран. Мĕне ăмсанса килмелле ара кунта/ Вăрман варринчи ялта аран-аран вăтăр-хĕрĕх çурт юлчĕ. Лавкка та çук, шкул, вулавăш, клуб та çук. Пульницана васкавлă пулăшу кирлĕ тесе шăнкăравларăм та – чиксех ыратмасан тăварлă шыв ĕçĕр, кăмрăк çийĕр тесе хуравларĕç. Вăт сана васкавлă пулăшу те!
- Апла юрать-и вара, каяннăйсем/ Пирĕн ĕнтĕ вилсе выртсан та юрать. Хăвăр ĕмĕрне пурăннă терĕç куран. Çулланнисем çинчен Ватăсен кунĕ-нче çеç аса илеççĕ.
- Çапла, Натали аппа, кама кирлĕ эпир çырма-çатраллă, пĕчĕк ялăн мучи-кинемейĕсем/
- Чăнах та çапла. Юрать Петров министр пуррипе тăваттăмĕш çул савăнса пĕтейместпĕр. Кăмăлĕ ылтăн ун.
- Мĕн каласси. Пĕркун Çтаппанăн паспортне çаптармаллаччĕ. Копи тумалла теççĕ-и-ха/. Çуртăн хучĕсене хатĕрлерĕмĕр. Тĕнче хĕрне килсе пурăнас та çук та-ха йăли çапла: çурта хĕр çине çыртартăмăр. Тимушкелне виçĕ хутчен те хутламалла пулчĕ. Юрать, Петров пур. Таймапуç ăна!
- Газпа çутăшăн та унпа ларса кайса тӳлесе килетпĕр-иç. Ара, Ахванеçсен хĕрĕ, Тимушкелне качча кайни, почта валеçме, пенси пама та унпах ларса килет.
- Мĕн тăвăн, ялта вăйпитти çамрăксем юлмарĕç тесен те юрать.
- Килте кăна лармалла та вĕт – пенси укçи пĕчĕк. Пасара кайса суткалатăп та - çутăшăн тӳлеме, Вовике ярса пама пăртак укçа тăватăп, - хăвăрт утса пăчăхса кайнипе йывăррăн сывласа калаçать Натали.
- Эпир илекен укçа ниме те çитмест çав вăл. Эсĕ маттур-ха, ĕçчен, пултаруллă. Пурте капла çӳреймеççĕ те...
- Куç хăрать те ал тăвать...
- Ну, Натали аппа, вăхăтра та çитрĕмĕр. Кур-ха, автобус килет. Сакăрвуннăран иртсен те ура вăйĕ пур-ха сан. Хăвăрт утатăн.
- Ăхă, министр та ав, Петров, хапхаран тухать. Тавах Турра, ĕлкĕ-ртĕмĕр.
Иккĕшĕ те пĕр харăс Петровсен килĕ еннелле пăхрĕç - алăкран мăнкăмăллăн пуçне каçăртса тăваттăмĕш класс ачи аллипе рюкзакне выляткаласа тухать.
- Ваççук, пире лартса кайăн-и, ачам/ Çав тери каймалла та вĕт Тимушкелне – мĕнле-ши/ - йăлăнчĕç хĕрарăмсем.
Çав хушăра шкул автобусĕ те Петровсен умне килсе чарăнчĕ. Водитель алăка яри уçса ячĕ те ачана куç хĕсрĕ.
- Паллах, кукамайсем, калаçу та çук. Ларăр, ларăр, вăхăт – укçа. Ăна пустуя тăсар мар. Калаçса тăмашкăн вăхăт çук. Машинăра калаçăпăр, - каппайланма сăлтавĕ те пур.
Кинемейсем салона кĕптĕр-кĕптĕр кĕрсе вырнаçсан шкул автобусĕ çаврăнчĕ те тăнкăр-танкăр урам çулĕпе Тимушкел еннелле çул тытрĕ. Сӳнсе пыракан пĕчĕкçĕ ялта ӳсекен арçын ачана шкула илсе кайрĕ вăл, шанăç паракана, пĕртен-пĕр вĕренекене пĕлӳ тĕнчине çитерме васкарĕ.
- Юрать, Ваççук пур пирĕн, Петров министр пур. Ереп ялне ĕлĕкрех ĕмĕрне те автобус кĕрсе курман, - тее-тее ял халăхĕ хавхаланчĕ.
 
: 492, Хаçат: 37 (1335), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: