Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн ялта ĕлĕкрех шывпа сапса уйăрайми икĕ юлташ пурăнатчĕ. Мăккăльпа Михаля иккĕшĕ те вăтăрмĕш çулсенче çуралнă, вăрçă выçлăхĕпе нушине те сахал мар тутаннă.
Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Тĕрлĕ чирсене пула вĕсем ача чухнех илтми пулнă: аслати кĕмсĕртетнине те, хăлхинчен кăшкăрса каланине те илтмен. Çапах та куçĕсенчен пăхса пăшăлтатса каланине лайăх ăнланатчĕç. Çын тутин хусканăвĕнчен пĕлетчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те çав тери ăста платниксемччĕ, хамăр ялта та, кӳршĕ ялсенче те нумай çурт тунă. Ĕçленĕ чухне вĕсем пĕр-пĕ-ринчен уйрăлман, темĕн пăшăлтатнă, ĕçĕ те ăннă.
Пĕррехинче икĕ ăста платника инçетри яла илсе каяççĕ. Нумай ĕçленĕ курăнать, таврăннă çĕре иккĕшĕ те сухал ӳстерсе янă. Пысăк укçа илсе килнине паллă тăваççĕ хайхисем. Вăйлах ĕçнĕ пулас. Мăккăль сулахай хулпуççи çине выртса çывăрать. Вăл ыйха çаптарнă вăхăтра арăмĕ хачă илсе упăшкин сылтăм енчи сухалне картласа ярать. Мăккăль ирхине вăранать те питне çăвичченех Михаля патне каять. Лешĕ вырăн çинчен те тăман-ха. Мăккăле курнă-курман ăшне тытса кулма тытăнать.
-Мĕншĕн кулан/ - ыйтать лешĕ.
-Тĕкĕр çине пăхса ил-ха, - тет Михаля.
Мăккăль хăйне тĕкĕр çинче курать те тӳрех Михаляна ĕнсинчен тытса урайне сĕтĕрсе антарать. Мăккăль пĕвĕпе Михаляран пĕр шит лутрарах, пĕри шит сарлакарах тата вăйлăрах пулнă. Хачă илсе сухалне картласа ярать, хăйĕ-нне те хăвармасть. Çапла сухалсем «çухалаççĕ».
Пĕррехинче колхоз арçыннисене Чăваш Ене командировкăна яраççĕ. Пилорамăра хăма çурма. Çав ушкăна Михаляпа Мăккăль те çакланаççĕ. Вĕсем яланхиллех пĕр-пĕринчен уйрăлмаççĕ: ĕçре те пĕрле, столовăйĕнчи пуканĕсем те, хăйсем пурăнакан çуртри койкисем те юнашар. Ĕç хыççăн та вĕсем пĕр кĕленче эрех тупса иккĕш ĕçнĕ, пĕр-пĕринпе пăшăлтанă. Шăматкун çитет. Мунча кунĕ. Мунча кĕрсе тухаççĕ те чăвашсем кил еннелле утаççĕ. Çула май сăра барне кĕреççĕ. Михаляпа Мăккăль яланхи пекех ыттисенчен уйрăм. Утнă май бригадир Иван Михалч чăтаймасть: «Паян ку Сталинпа Мао Дзедуна икĕ енне уйăратăпах. Эсир пӳрте кĕрĕр те çухалăр. Пăлтăрти çутта ан çутăр»,- тет.
Каçĕ тĕттĕм пулнă. Михаляпа Мăккăль яланхи пек ыттисенчен 40-50 метр кая юлса пынă. Колхозниксем пӳрте кĕреççĕ. Михалч тĕттĕм пăлтăрта юлать. Ак, лешсем килсе çитеççĕ. Пăлтăра малтан Мăккăль кĕрет, ун хыççăн Михаля. Михалч тĕттĕмре пĕтĕм вăйран малта пыракан Мăккăле ĕнсинчен çапать. Лешĕ, нимĕн те ăнланманскер, çаврăнать те Михаляна янахĕнчен янклаттарать:
-Эс мана мĕншĕн çапрăн/!
-Эп сана çапман. Эсĕ мана ма çапрăн/
-Эсĕ те мана çапрăн...
-Эп сана çапман...
«Сталинпа» «Мао Дзедун» çапăçса картишнех тухаççĕ. Вĕсене чарма ыттисен тухма тивет. Çак каçран «дуэт» арканать. Михаля койкине, матрасне, утиялне илсе хваттерĕн тепĕр енне куçать. Командировка пĕтиччен те калаçмаççĕ вĕсем. Кайран, паллах, мирлешеççĕ. Малашне те пĕрле ĕçлеççĕ.
Лайăх çынсемччĕ, ял çыннисем вĕсене сума сăватчĕç, Рам и Шлам тесе чĕнетчĕç.
 
: 588, Хаçат: 37 (1335), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: