Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мария Петровна Ржатапа эпир облаçри пульницан картишĕнче паллашрăмăр. Ăна астма чирĕ канăçсăрлантарать иккен. Çавăнпа вăл хутран-ситрен терапи уйрăмĕнче сипленет. Акă 80 çулхи юбилей умĕн те ăна ывăлĕпе кинĕ сывлăхне кăштах тӳрлеттĕр тесе кунта вырнаçтарнă.
 
Пĕвĕпе пĕчĕкскер, Мария Петровна сăмах ваклама тата шӳтлеме питĕ ăста. Вăрçă ачин ачалăхĕпе кăсăклантăм.
-Эпĕ Чăнлă районĕнчи Ирçелте çуралнă. Çемьере виççĕн ӳсрĕмĕр. Аслă вăрçă тытăннă çул эпĕ улттăра кăначчĕ-ха. Атте килтен тухса кайнине кăшт кăна астăватăп. Вăл мана ыталаса илчĕ те хăй çумне хыттăн пăчăртарĕ. Эпир ăна урăх курман. Вăл 1943 çулта хыпарсăр çухалнă. 1944 çулта тетене илсе кайрĕç. Кайран вăл хыпарсăр çухалнă текен хут килчĕ. Эпĕ 15 çулта чух анне вилсе кайрĕ. Эпир 12 çулхи йăмăкпа иксĕмĕр тăрса юлтăмăр. Нумай куççуль тăкрăмăр. Ялта аннен шăллĕ Çемен тете çемйипе пурăнатчĕ. Малтанласа вăл пулăшкаларĕ ĕнтĕ. Кайран хамăр тĕллĕн пурăнма хăнăхрăмăр. Нуша теме те вĕрентет çав, – терĕ Мария Петровна ассăн сывласа илсе. – Виçĕ класс çеç пĕтерейрĕм. Йăмăк сакăр çул вĕренчĕ. Ĕçлемелле пулнă, çăкăрлăх ĕçлесе тар тăкмаллаччĕ пирĕн. Хырăм выçă чух пуçра урăх шухăш ăçтан пултăр/ 25 çул тултарсан эпĕ хулана тухса кайрăм. Ишевккери йĕтĕн комбинатне вырнаçрăм. Мана Димитровград хулине прядильщицăна вĕренме ячĕç. Çапла эпĕ хам укçа ĕçлесе илме пуçларăм.
Мария Петровна ун хыççăн Ульяновск хулинчи радиолампа заводĕнче, кайран çурт-йĕр тунă çĕрте тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурать. «Хладокомбинат» предприятие вырнаçсан кунта мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕçлет. Канура та ăна чĕнсе илеççĕ. Тепĕр икĕ çул вăл çип арлать.
Çемье пирки кăсăклансан Мария Петровна йăл кулса илчĕ те çапла каласа пачĕ:
- Эпĕ пĕрре те качча кайман. Анчах манăн Сергей ывăл пур. Эпĕ ăна хам юратнă çынран çуратрăм. Çӳллĕ, илемлĕ арçынччĕ вăл. Çав тери юрататтăм ăна. Анчах темшĕн пире шăпа пĕрле пулма пӳрмерĕ. Вăл авланчĕ. Эпĕ вара ĕмĕрĕпех ăна юратса пурăнтăм. Теприне качча каяс пирки шутламан та. Вăл халĕ çук ĕнтĕ, вилнĕ. Ывăл каснă-лартнă ашшĕ. Вăл Ташкентра милици шкулне пĕтерсен Ульяновска ĕçлеме таврăнчĕ. Засвияжски районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче вăй хучĕ. Халĕ те хăй ĕçĕпех аппаланать. Ăна пит сапăр арăм лекрĕ. Вăл аптека заведующийĕ. Мана аван пăхаççĕ ачасем. Вĕсем Баратаевкăра пысăк çурт лартрĕç. Хам эпĕ уйрăм хваттерпе пурăнатăп. Чĕмпĕре килсен атте-аннесĕр ӳсрĕмĕр тесе Мускава çыру çырнăччĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ – Киндяковкăра мана 2 пӳлĕмлĕ хваттер уйăрчĕç. Эх, савăнтăм та ун чух! Халĕ эпĕ çăтмахри пек пурăнатăп. Ача чух ырлăх курманнишĕн Турă халĕ парать-ши мана/– йăл кулать Мария Петровна.
Пуçне усман хĕрарăмăн савăнмалăх пĕр мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук пур. Тăван йăмăкĕ Нина та пурăнать-ха. Вăл Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче тĕпленнĕ. Çимĕкре е çуралнă кунсенче тĕл пулаççĕ вĕсем иккĕшĕ. Путаççĕ вара асаилӳ авăрне: кулса та, йĕрсе те илеççĕ...
Ентешĕмĕрпе ĕмĕтсем пирки те калаçрăмăр.
- Çакăнтан тухсан ывăлпа кин мана юбилей туса парасшăн-ха. Кайран вара – канлĕ ватлăхшăн, лăпкă вилĕмшĕн ĕмĕтленмелли çеç юлать, – терĕ вăл шӳтлесе те чăнласа.
Мария Петровнана юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
 
Ульяновск хули.
 
: 661, Хаçат: 38 (1336), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: