Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра тĕнче шайĕнчи «Мистер-этно» конкурс ирттересси йăлана кĕчĕ. Унта Раççейри тата ытти çĕршывсенчи тĕрлĕ наци çамрăкĕсем хутшăнаççĕ.
Икĕ çулта пĕрре йĕркелет ăна облаçри ӳнерпе культура политикин министерстви.
- Кун пек конкурса эпир Раççейпе ют çĕршыв халăхĕсен историпе культурине сарас тĕллевпе ирттеретпĕр. Çак мероприяти пирĕн область наци культурисене аталантарассишĕн нумай ĕç тунине кăтартса парать, тĕрлĕ халăх çамрăкĕ-сем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, пултаруллă çамрăксене тупса палăртма пулăшать, - терĕ Ульяновск облаçĕнчи ӳнерпе культура политикин министрĕ Татьяна Ившина.
Кăçал «Мистер-этно» конкурса 18-30 çулхи 12 наци çынни хутшăнчĕ: эрмен, карел, украин, адыге, нимĕç, туркмен, чăваш, замби, çурçĕр осетин, удмурт, тутар, вырăс.
Вĕсенчен ытларахăшĕ тăван чĕлхепе лайăх калаçакан, халăхăн культурипе йăли-йĕркине, апат-çимĕçне пĕлекен, музыкăпа, поэзипе, театрпа, спортпа интересленекен студент е культура ĕçченĕ.
Конкурса чăвашсен ятĕнчен Çинкĕл каччи, Алексей Масленников студент хутшăнчĕ. Сцена çине пĕрремĕш номерпе тухма тивнĕ чăваш каччи пур номинацире те хăйне аван кăтартрĕ. Хăйĕнпе паллаштарнă чухне видео-ролик кăтартрĕ, илемлĕ Çинкĕл тăрăхĕ тата хăй пирки каласа пачĕ.
«Мистер Элегантность» конкурсра чăвашсене «шурă тумлă халăх» тесе каланине çирĕплетсе Алексей тĕрĕпе илемлетнĕ шап-шурă кĕпе-йĕ-мпе тухрĕ. Юнашар икĕ чăваш хĕрĕ хĕрарăмсен тум-юмĕпе паллаштарчĕ.
Пултарулăх конкурсĕнче илемлĕ сассипе тыткăнларĕ, чăвашсен авалхи «Акăшĕ ăçта/» юрра хулăн сасăпа, чăвашăн мăнаçлăхне кăтартса илемлĕн юрларĕ.
Халăх апат-çимĕçне, йăлана кĕнĕ тăрăх – икерче – конкурса хутшăнакансем пĕрле пĕçереççĕ. Мĕншĕн тесен вăл кашни халăхăн пур, ăшĕ кăна урăх. Чăваш икерчи чи пылакки пулчĕ.
Хисеплĕ жюри – ӳнерпе культура политикин министрĕ Татьяна Ившина, Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн пресс-секретарĕ Наталья Андреева, «Экситон» ташă ансамблĕн ертӳçи Екатерина Казакова, Ольга Сотниковапа Екатерина Безженова усламçăсем конкурсантсене хак панă чухне çамрăксем хăйсене еплерех тыткаланине, культурăпа чĕлхене мĕнле пĕлнине шута илчĕç. Эрменсен мăнкăмăллăхĕ, адыгесен никама пăхăнманлăхĕ, чăвашăн йăвашлăхĕ, тутарăн вĕçкĕнлĕхĕ, туркменăн мăнаçлăхĕ, удмуртăн лăпкăлăхĕ, нимĕçĕн черченлĕхĕ, украин çыннин çепĕçлĕхĕ, карелăн лăпкăлăхĕ, замбиецăн хаваслăхĕ, вырăсăн сăпайлăхĕ, осетинăн чыслăхĕ сцена çинчен уйрăмах палăрчĕ.
Куракансем умĕнче хăйне питĕ лăпкă та çирĕп тытакан, шӳтлеме юратакан, ăс-тăн енĕпе уйрăлса тăракан карел каччи Андрей Горшков балсене пуринчен ытла пухса çĕнтерӳçĕ ята тивĕçрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх ăна ылтăн цилиндр тăхăнтартрĕç, аллине ылтăн сехет çыхса ячĕç. Ыттисем спонсорсенчен хаклă парнесене, кубокпа дипломсене тивĕçрĕç.
 
: 738, Хаçат: 38 (1336), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: