Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Егоровсен ĕç стажне шутласан учительте вĕсем 307 çул ĕçленĕ.
 
1911 çулта пирĕн яла – Çĕнĕ Йĕлмелне – Мария Васильевна (манăн асанне) учительница пулса килет. Вăл Тĕрлемес хĕрĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтерсен янă ăна пирĕн яла ĕçлеме. Ăна Иван Яковлевич Яковлев тата унăн мăшăрĕ Екатерина Алексеевна вĕрентнĕ. Ӳкерме тата тĕрĕс çырма вара Константин Иванов хăнăхтарнă. Мария Васильевна вĕренме кĕнĕ çул «Нарспи» авторне 1907 çулта патшана хирĕç тăнăшăн кăларса янă хыççăн Иван Яковлевич ыйтнипе чăваш шкулне каялла тавăрнă пулнă. Мария Васильевна чăваш литературин классикне Трубина Мархвине те лайăх пĕлнĕ. Вĕсем пĕр класра вĕреннĕ, общежитире те пĕрле пурăннă.
Сăнĕпе чипер асанне манăн асаттене Никифор Егорович Егорова пĕрре курсах килĕ-штернĕ тесен те юрать, мĕншĕн тесен вĕсен туслăхĕ кунран-кун çирĕпленсе пынă. Манăн асатте ун чухне Харьков хулинче чукун çул управленийĕнче ĕçленĕ. Пĕр-пĕринпе çыру çӳретнĕ. 1917 çулта икĕ чĕре пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çапла çĕнĕ мăшăр Харьков хулинче çĕнĕ пурнăç пуçлать.
Никифор Егоровича 1918 çулта Мускава бухгалтерсен аслă курсне вĕренме яраççĕ. Шăпах çавăн чух В.И.Ленина пĕрремĕш хут курать вăл. В.И.Ленина манăн асатте 3 хутчен курнă. Майăн 1-мĕшĕнчи демонстрацире Владимир Ильич мĕнпур ĕç çыннисене революци тăшманĕсене хирĕç кĕрешме чĕнсе каланине итлет.
Манăн асатте Никифор Егорович 1939-1957 çулсенче Çĕпрел райпотребсоюзĕн тĕп бухгалтерĕнче вăй хунă. Районта ĕçленĕ вăхăтра вăл Çĕпрел тăрăхĕнчи 120 ытла çамрăка бухгалтер ĕçне вĕрентнĕ. 18 çул вăй хунă вăл çак ĕçре.
Мария Васильевна Егорова (манăн асанне) яла алăри ачапа – Евгений ывăлĕпе – таврăнать.
Çак вăхăта вăл çапла аса илетчĕ: «1918 çулхи çуркунне эпир çемьепе Харьков çывăхĕ-нчи Мерефа хулине дачăна куçрăмăр. Петлюра отрячĕсем пĕрин хыççăн тепри килсе ашкăнатчĕç, пирĕн хваттерсене кĕрсе тустаратчĕç. Çĕрĕпе ĕçсе çиетчĕç те ирхине каллех тухса каятчĕç. Эпир çак вăхăтра кĕтесе хĕсĕнеттĕмĕр.Пурнăç кунран-кун йывăрланса пычĕ. Петлюровецсем ашкăннисĕр пуçне çынсене çемйи-çемйипе вĕлерме тытăнчĕç. Пĕррехинче Петлюра каллех Харькова килет тенине илтрĕмĕр. Акă мĕншĕн Никифор Егоровича Мускава ярсан эпир те çине тăрсах унпа кайма шутларăмăр.
Сакăр ачана пурнăç панă Никифор Егоровичпа Мария Васильевна. Анчах темиçе ачине хăйсенех тирпейлесе пытарма тивнĕ вĕсен.
Евгений Никифорович – чи асли. Ун хыççăн – Валентина Никифоровна, Сергей Никифорович, Михаил Никифорович, Зоя Никифоровна, Виктор Никифорович.
Евгенийăн пĕр хĕр анчах, Вера ятлă. Вĕсем Хусанта пурăнаççĕ. Вăл унта самолетсем тăвакан заводра ĕçленĕ.
Валентинăн (качча кайсан Эсливанова) та пĕр хĕр – Людмила.
Сергей вунтăххăрта чух (1942 çулта) Аслă вăрçăра Сталинград çывăхĕнче пуçне хунă.
Михаилăн тăватă ача – Ираида (Антонова), Лидия, Евгений тата Роза.
Зойăн (Ярмушова) та тăватă ача – Сергей,Татьяна, Валентина, Вадим.
Викторăн икĕ ача – Олег тата Сергей.
Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланчĕ. Эпĕ шухăша кайрăм. Пирĕн йăхра Мария Васильевнаран пуçласа ку таранччен вĕренӳ ĕçне парăннă пурĕ миçе çын-ха/ Вĕсен ĕç стажне пĕрле хушсан миçе çул пулать/
Мария Васильевна Егорова Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи вăтам шкулта 43 çул ĕçленĕ (1911-1954).
И к к ĕ м ĕ ш сыпăк.
Унăн ывăлĕ (манăн атте) Михаил Никифорович саппасри офицер. 1925 çулхи августăн 28-мĕшĕнче çуралнă. Вăрçă участникĕ. Арзамасри çар училищине пĕтерсен ăна иккĕмĕш Украина фронтне яраççĕ. Çапăçура палăрнăшăн вăл Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçет. Çаплах ăна Тăван çĕршыв вăрçин 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ орденĕ-семпе наградăлаççĕ. Вăл икĕ хут аманнă, икĕ хут контузи тӳссе ирттернĕ. Вăрçăран килсен 1947 çулта вăл Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи вăтам шкулта ĕçлеме тытăнать. Истори, пуçламăш çар вĕренĕвĕ, рисовани (вăл аван ӳкеретчĕ) тата физкультура предмечĕ-сене 1985 çулччен – пурĕ 37 çул вĕрентет.
Михаил Никифоровичăн мăшăрĕ (манăн анне) Анисия Петровна Егорова 1923 çулхи августăн 15-мĕшĕнче çуралнă. 1942 çулта Мускав çывăхĕнчи Шатура хули çывăхĕсенче окоп чавнă. 1943 çулта Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи шкулта ĕçлеме тытăнать. Анне пуçламăш класс учителĕнче 43 çул ĕçлет.
Валентина Никифоровна Хусанти педагогика институтне пĕтерсе таврăнсан шкулта икĕ çул вĕрентет. Вăрçă çулĕсенче тăшманран хӳтĕленмелли сооруженисем тума кайсан шăнса чире каять те пĕчĕк хĕрне Людмилăна тăлăха хăварса çирĕм виççĕрех çĕре кĕрет. Хĕрĕ кукамăшĕпе кукашшĕ патĕ-нче ӳсет.
Зоя Никифоровна Ярмушова Хусанти финанспа экономика институтне пĕтернĕ, Аслă Аксу шкулĕнче 28 çул ĕçленĕ (1951-1985 çулсенче).
Эмилия Дмитриевна Егорова – Виктор Никифоровичăн мăшăрĕ – Шупашкарти педагогика институтне пĕтернĕ, вĕренӳ ĕçĕнче 39 çул тăрăшнă.
В и ç ç ĕ м ĕ ш сыпăк.
Мария Васильевнан мăнукĕ-сем те педагогика ĕçĕнче вăй хураççĕ.
Михаил Никифоровичăн хĕрĕ Роза Михайловна Егорова (качча кайсан хушаматне улăштарман) вĕренӳ ĕçне 26 çул уйăрнă. Вăл Ульяновскри Çĕнĕ хулара пурăнать. Техника колледжĕнче студентсене услам ĕçне, бухгалтера, сутуçăна вĕрентнĕ.
Зоя Никифоровнан хĕрĕ Валентина Федоровна Петрова (Ярмушова) Ульяновскри патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ. Халĕ те ача садĕнче ĕçлет. Ĕç стажĕ 22 çул.
Виктор Никифоровичăн ывăлĕ Сергей Викторович Егоров Хусанти авиаци институчĕн доценчĕ. Вĕренӳ ĕçне 1980 çулта тытăннă. Халĕ те ĕçлет. Ĕç стажĕ – 35 çул.
Т ă в а т т ă м ĕ ш сыпăк.
Михаил Никифоровичăн Евгений ывăлĕн хĕрĕ Ираида Евгеньевна Канцерова Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн географи факультетне пĕтернĕ. Çав кафедрăрах ĕçлет. «Страноведение», «Этнодемография регионов России», «Культура и традиции народов Ульяновской области», «Общая экономическая и социальная география» предметсене 14 çул вĕрентет.
Тепĕр хĕрĕ Зоя Евгеньевна ача садĕнче воспитательте 5 çул ытла ĕçлет.
ххх
Октябрь уйăхĕнче учительсен кунĕ. Эпĕ мĕнпур учителе уяв ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăх, ырлăх сунатăп. Ман шутпа учитель профессийĕ – чи сумли.
Манăн çемье архивĕнче лайăх ĕçленĕшĕн тĕрлĕ çулсенче панă Тав тата Хисеп хучĕсем, грамотăсем упранаççĕ. Эпĕ учительте 2011 çулччен вăй хунă. Аслă категориллĕ педагог ятне тивĕçнĕ.
«Канаш» хаçата çырăнса илетпĕр, унччен пирĕн анне юратсах вулатчĕ.
 
 
: 634, Хаçат: 38 (1336), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: