Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мелания Тихоновна Никифорова 1947 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче Пушкăрт Республикинчи Пелепей районне кĕрекен Краснояр поселокĕнче служащисен çемйинче çуралса ӳснĕ.
Слакпуçĕнче вăтам шкул пĕтерсен Шупашкарти патшалăх университетĕ-нче аслă пĕлӳ илнĕ. 1969 çулта «Вырăс чĕлхи тата литературин вĕрентӳçи», «Чăваш чĕлхин тата литературин вĕрентӳçи» пулса тăнă.
Университет хыççăн ăна Пушкăрт Республикин Мияки районĕнчи Ерлыково шкулне ĕçлеме яраççĕ. Унăн ĕç стажĕ завучран, вырăс чĕлхи тата литератури учителĕнчен пуçланать. Кекен-Васильевка шкулĕ-нче вара чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентӳçинче 33 çул ĕçлет.
1991 çулта – «Аслă вĕрентӳçĕ» ятне илет, 1995 çулта – «Учитель – методист», 1997 çулта – «Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи» ята тивĕçет. 1998 çулта – Аслă категориллĕ вĕрентӳçĕ пулса тăрать, 2002 çулта – "Ĕç ветеранĕ".
Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Сăвăсем, статьясем нумай çырать. Унăн хайлавĕсем тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленеççĕ. Мелания Тихоновна ачасем валли те нумай шăрçалать. Вăл «Родники вдохновения» поэзи фестивалĕн лауреачĕ.
Пирĕн хаçата та Ватăсен кунĕ ячĕпе çырнă сăввисене ярса пачĕ.
 
: 719, Хаçат: 38 (1336), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: