Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ир пулать те каç пулать,
Ватăлмасăр мĕн тăвăн/
Ача та пур, мăнук та пур,
Савăнмасăр мĕн тăвăн/
 
Çамрăклăх пĕрре килет,
Выляса кулас килет.
Сисĕнмест – вăхăт иртет,
Ватлăх та килсе çитет.
 
Яш ĕмĕр иккĕ килмест,
Яшлăх кайăкла вĕçет.
Ватлăх кайăкпа вĕçмест,
Ватлăх виç уран çӳрет.
 
Çул çумне çул хушăнать,
Вăхăт васкаса шăвать.
Пурнăç кустăрми кусать,.
Пит çинче йĕр хăварать.
 
Ватлăх çитсен, чирлесен,
Шухăша путса ларан.
Ватă пурнăç – ват тути,
Ыйăхĕ – шăпчăк ыйхи.
 
Ыйхă килмест – ăш вăркать,
Ватă çын ялан лăркать.
Куç курать те шăл витмест,
Иртни каялла килмест.
 
Ватă çынна мĕн кирлĕ/
Ватă çынна сум кирлĕ.
Ватта сума сăвакан,
Хăй те сумлă пулакан.
 
Ватă çын – тăватă çын,
Пуриншĕн те хаклă çын.
Ăс парать, канаш парать,
Пур енчен те пулăшать.
 
Ватă çынсем калани –
Пуш çăвартан тухни мар.
Ватă çынра ăс нумай,
Çамрăксенче вăй нумай.
 
Ватта итлесех пулать,
Яша вĕрентес пулать.
Ырă ĕçшĕн ватăсем
Парнелеççĕ пехилсем.
 
: 922, Хаçат: 38 (1336), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: