Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Авăн уйăхĕн 13-16-мĕшĕсенче эпир Урал тăрăхĕнчи юлташсем чĕннипе Николай Кирюшин таврапĕлӳçĕпе Пушкăртстанта пултăмăр. Тĕп вокзалта пире манăн юлташ Николай Игнатьев кĕтсе илчĕ.
Пирĕн çулçӳрев чăвашсен П.М. Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕнчен тытăнчĕ. Эпĕ хам алăпа ăсталанă Мироновăн барельефне парне тума илсе кайнăччĕ. Парнеленĕ хыççăн мана та кĕтмен парне пулчĕ: просветителĕн Павел Мироновăн медальне парса чысларĕç. Шкул директорĕ Иван Тарасов парнешĕн тав турĕ. Эпĕ Павел Миронов çинчен кĕскен каласа патăм. Урал тăрăхне вăл Иван Яковлевич Яковлев сĕннипе кайса тĕпленнĕ. Вăл пирĕн ентеш.
Ирхине пирĕн пĕчĕк ушкăна Мускав художникĕсем хутшăнчĕç. Вĕсен кунта курав уçăлнă. Эпир вĕсен ĕçĕсемпе паллашрăмăр, киçтĕк ăстисемпе, историксемпе, ăсчахсемпе, педагогсемпе, архитекторсемпе И.Тарасовпа, Л.Ивановапа, Н.Игнатьевпа, Ф.Гильмияровпа, М.Гафуровпа ӳнер темипе дискусси ирттертĕмĕр, пĕр-пĕрне хамăр плансемпе паллаштартăмăр, пĕрле çыхăнса Урал тата Пушкăрт тăрăхĕ-нчи паллă çынсен – П.Мироновăн, И.Аксаковăн, К.Ивановăн, Я.Ухсайăн палăкĕсемпе бюсчĕсене ăсталама калаçса татăлтăмăр.
Николай Кирюшин хăйĕн çулçӳревĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ĕлĕкхи укçасем кăтартрĕ, каласа панисене карттăсемпе тата сăнӳкерчĕксемпе çирĕ-плетрĕ. Ентешĕмĕрсене «Çулçӳревçĕ калавĕсем» кĕнекине парнелерĕ.
Кайран эпир Ĕпхӳри Аксаков ячĕллĕ паркра пултăмăр, пушкăртсен паттăрĕн Салават Юлаевăн тата Мажит Гафури поэтăн палăкĕсене çитсе куртăмăр.
Унтан пирĕн çул чăвашсен тĕнчипе паллă ăсчахĕн, историкĕн, таврапĕлӳçин, техника наукисен докторĕн Василий Васильевич Николаевăн тăван ялне – Авăркас районĕ-нчи Чăваш Кармалейне – пулчĕ. Нумаях пулмасть ку ял 275 çул тултарнă. Масар çине кайса ентешĕмĕрĕн вилтăпри умĕнче пуçăмăрсене тайрăмăр, чĕрĕ чечексем хутăмăр.
 
: 277, Хаçат: 38 (1336), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: