Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çурла уйăхĕ маншăн ăнăçлă пулчĕ. Эпĕ Санкт-Петербургран 55 çухрăмра вырнаçнă Петрокрепоçе кайса куртăм.
Ку çĕр çинче этем 5 пин çул каяллах пурăнма тытăннă. 7-8-мĕш ĕмĕрсенче ижора тата карели халăхĕсем тĕпленсе пурăннă. Кунта вырăссемпе грексем хушшинче çапăçусем те пулкаланă.
1323 çулта Александр Невскин мăнукĕ Нева юханшывĕ пуçланнă çĕрте крепость туса лартать. Вăрманĕсем мăйăрлă пулнипе ăна Орешек ята парать. Вырăссем çак крепоçа урăх никама та кĕртмен, çурçĕр çĕрĕсене тĕрĕслесе тăнă.
1612 çулхи пăлхав вăхăтĕнче крепоçа шведсем тапăнса кĕреççĕ те туртса илеççĕ. 90 çул пулать крепость шведсен аллинче. 1702 çулта 1-мĕш Петĕр патша крепоçа хăй аллине çавăрса илсе ăна Шлиссельбург (вырăсла куçарсан – ключ) ят парать. Çавăнтан вара çулсерен октябрĕн 11-мĕшĕнче кунта хула кунне уявлаççĕ.
Крепость виçкĕтеслĕ - 120х100х80 метр çĕр лаптăкĕ йышăнать. Стенисен хулăнăшĕ 2-3 метр, çӳллĕшĕ – 8-9. Пурĕ 4 вышка. Вĕсен çӳллĕшĕ 17 метра çитет. Крепоçра икĕ хутлă тĕрме пур. Ку тĕрмере нумай паллă çын ларнă: Муравьев-апостол, Рюмин, Кюхельбекер, Каховский, Пестель, Рылеев. Вĕсене çакса е персе вĕлернĕ. Çакăнтах Александр Ульянова çакса вĕлернĕ. Стени çинче Асăну хăми пур.
Эпĕ асăннă çынсем чухăн пулман, анчах пурте хура халăхшăн пуçĕсене хунă. Халĕ курасчĕ вĕсем пек халăхшăн тăрăшакан пуянсене.
Крепость картишĕнче 1323 çулта туса лартнă крепоçăн никĕсĕ (20 метр тăршшĕ) тата витти упранса юлнă. Тата мана çакă мăнаçлантарчĕ: Петĕр патша кимĕсем тума тытăнсан юман пĕренесене Чăваш Енрен – Улатăр тата Çĕмĕрле вăрманĕсенчен - турттарнă. Кимĕсем тунă çĕрте нумай чăваш ĕçленĕ.
Зимний дворецăн никĕсне те чăваш юманĕсенченех тунă.
 
: 607, Хаçат: 38 (1336), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: