Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Жан Поль Марат (1743 – 1793) – Францири революцин çулпуçĕсенчен пĕри.
 
Вăл Швейцари хĕрарăмĕпе ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентекен Итали учителĕн çемйинче Будри хулинче çуралнă. 16 çул тултарсан тăван çĕршывран Францие кайса пĕр купса патĕнче воспитальте ĕçленĕ, Парижра вĕреннĕ. Кайран вăл Англире тухтăрта ĕçленĕ. Эдинбург университетĕнче медицина тухтăрĕн степеньне илсен вăл Парижа таврăнать. Тухтăр ĕçĕ ăна нумай тупăш кӳрет. Ĕçленипе пĕрлех вăл нумай çырать. Мадридри ăслăлăх академийĕ унăн ĕçĕсене пысăк хак парса ăна президент должноçне сĕнет. Анчах вырăнти ăсчахсем ăна лартма ирĕк памаççĕ. Марат - «Цепи рабства» памфлетăн тата «План уголовного законодательства» трактатăн авторĕ. Вĕсенче автор феодаллă йĕркесене тĕп тума чĕнсе калать. Революци пуçламăшĕнче Марат «Дар отечеству», «Дополнения» брошюрăсенче тата «Друг народа» хаçатăн пĕрремĕш номерĕсенче мĕнпур обществăна монархипе кĕрешме чĕнсе çырать. Радикал шухăшлă революционерсен шухăшĕсене ырласа вăл халăха йышлăн вĕлерме чĕнет: «Çакăр, вĕлерĕр, хаклă юлташсем! 500-600 пуçа каснă пулсан эсир ирĕклĕрех те телейлĕрех пулăттăр. Паян вара вуншар пин пуçа касма тивет!» Парижран Конвента суйланнăскер, Марат хаярлăхĕпе демократие парăннă М. Робеспъертан та ирттернĕ. Ăна хирĕççисем (Жиронда майлисем) Марата судпа та çĕнтереймен. Марат Жирондăна хирĕç юнлă пăлхав çĕклет, диктатура туса хурасшăн пулать. Анчах хăшĕ-пĕри пĕлнĕ çак хĕрӳ çулпуç ӳт чирĕпе аптăранине, кĕçĕтнине ăшă шывра тин лăплантарма пултарнине. 1793 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче Мари Анна Шарлота де Корде унăн çуртне вăрттăн кĕрсе ваннăйра выртакан революционера çĕçĕпе чиксе вĕлерет.
Марат ячĕпе нумай хула урамĕ хисепленсе тăрать. Ульяновскри Ленин районĕнче те Марат урамĕ пур.
 
: 720, Хаçат: 38 (1336), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: