Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак çынна эпĕ сахалтан та 30 çул пĕлетĕп. Чĕрĕп Ваççа теттĕмĕр ăна ялта. Вăл пĕвĕпе пысăках марччĕ, папаха тăхăнсан метр çурă темелле. Вăйĕ пурччĕ вара. 25-30 çул каялла пирĕн ялти комплексра 3-4 пин пуç сысна усратчĕç. Какай валли кунсерен темиçе сысна пуснă. 40 кило таякан Чĕрĕпшĕн 100 кило таякан пуснă сыснана витерен йăтса тухасси йывăр пулман.
Унăн ашшĕпе амăшĕ хамăр ялсемех, çапах та вĕсем Уралта, Анат Тагилта ĕмĕрĕсене ирттернĕ. Чĕрĕп Ваççа яла куçса килнĕ чухне 30 çултаччĕ. Малтанласа çурри чăвашла, çурри вырăсла калаçатчĕ. «Аппа Чĕкеç», «тете Куля», «йысна Ваççук» тесе чĕнетчĕ ялти çынсене. Каярахпа вĕренчĕ. Ятарласа тетрадь пуçласа чăвашла-вырăсла словарь турĕ. Унта чи кирлĕ сăмахсем. Тĕслĕхрен: «опохмели» – мухмăр чĕрттер, «дай закурить» – туртмалли пар тата ытти те. Чĕрĕп Ваççан çемье пурнăçĕ ăнсах пĕтмерĕ пулас. Уралта унăн миçе арăм пулнине пĕлместĕп, ялти «арăмĕсене» шутлама алăпа ура пӳрнисем те çитмеççĕ. Пурте ютран килнисем. Темшĕн вăл хăйĕнчен пĕр-ик шит çӳллĕрех хĕрарăмсене кăмăллатчĕ. Чăн та, лешĕсем Чĕрĕп çуртĕнче нумаях пурăнман: е Чĕрĕп хăваласа янă, е хăйсем тухса кайнă.
-Ваççа, мĕне кирлĕ сана вырăс-тутар майрисем/ Ав, хамăр ялтах Марье пур. Ывăлĕ те çитĕннĕ, карта тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Çураçма кай кĕçĕрех. Эрех илме талон паратпăр, - ӳкĕтлеççĕ Чĕрĕпе ĕçри юлташĕсем. Чĕрĕп килĕшет. Мунчара çăвăнса тухать. Авланмалли каччă пек тумланса, галстук çыхса лавккана каять ( Чĕрĕпĕн сахалтан 30 тĕрлĕ галстук пурччĕ). Лавккара Марьепе амăшĕ валли тутăрсем, ывăлĕ валли шĕлепке туянать, талонĕ-пе эрех илет, сумкине тутлă çиме-ĕçме тултарать те Марьесем патне каять. Лешсем, ăнă-кăна тавçăрманскерсем, хăнана тарават кĕтсе илеççĕ. Сĕтел хушшине лартаççĕ. Чĕрĕп, икĕ пăт çурă таяканскер, нумаях ĕçейместчĕ. Пĕр черкке хыççăн – каратиста е ял паттăрне çаврăнатчĕ, виçĕ черкке ĕçсен вара ырă каç сунмалли çеç юлать. Мĕн-ма маларах пуçламан вăл хăй ĕçне ку хутĕнче, калас сăмахне каламан/ Пĕлместĕп. Ак лараççĕ виççĕн сĕтел хушшинче, Марьепе амăшĕ тата Чĕрĕп Ваççа. Пĕрер черкке ĕçеççĕ те юрласа яраççĕ Марьепе Чĕрĕп (Марье сĕре лайăх юрлатчĕ). Иккĕмĕш черкке хыççăн Ваççа хăйĕн сăмахне пуçлать. Марье унăн пирвайхи юратăвĕ иккен (Чĕрĕпшĕн кашни «арăмĕ» пĕрремĕш юрату пулнă). Имĕш, Марьесĕр Чĕрĕпе пурнăç çук. Кĕскен каласан, пĕрле пулма шут тытни пирки пĕлтерет.
-Ай-уй, Ваççа! – тет Марьен амăшĕ Праски,- яла килнĕренпе миçе авлантăн эсĕ/ Арăмусен ячĕсене астуса пĕтеретĕн-и хуть/ Çитменнине эс Марьерен пĕр шит лутрарах, хулпуççийĕ таран кăна. Хыçалтан пăхсан амăшĕпе ывăлĕ пек туйăнатăр...
Чĕрĕп, хĕремесленсе кайнăскер, çаннисене тавăрма пуçлать:
-Аппа Праски, эп çав тери вăйлă çапăçап, ман умра пĕтĕм Тагил чĕтресе тăнă, кунта та хуть те хăшне тытса хĕнеме пултарап! Марье, тăшманусем пур-и/! Порву! - тесе кăшкăрать.
Праски аппа хăраса ӳкет:
-Ах, тур-тур, пĕлсе тăрсах хĕрĕме сан пек пуçтаха парап-и/ Эп вилсен хуть те мĕн тăвăр, хам сывă чухне хĕрĕмпе мăнук ман çумрах пулччăр...
Ĕç ăнмарĕ Чĕрĕпĕн. Хамăр ялта текех никама та çураçма çӳремерĕ.Чĕрĕп çурчĕ нихçан та хĕрарăмсăр тăман, хăш-пĕр чух пĕр харăс 3-4 хĕрарăм килетчĕç. Çапах та вĕсен хушшинче шăпа çырни, чăн юратни пулмарĕ пулас. Халь Марье те, Чĕрĕп те пирĕн хушăра çук, вăхăтсăр кайрĕç чăн çĕре. Кам пĕлет, тен, пĕрле пурăнса кайнă пулсан телейлĕрех, ĕмĕрлĕрех пулатчĕç. Иккĕшĕ те лайăхчĕ, ĕçченччĕ, артист ĕçне те пултаратчĕç. Ваттисем калашле, шăпа çырнинчен иртейместĕн.
 
: 600, Хаçат: 38 (1336), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: