Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хастарлă, маттур экипаж
«Канаш» хаçатăн паянхи калем маçтăрĕсене сума суса, хисеплесе
Пĕри çулăма хуплать кăкăрпа,
Вĕçет космоса тепĕри.
Хресчен тавăрать парăмне çăкăрпа,
Юрлать юрăсем кĕвĕри.
 
Çĕнрен хăпараççĕ юмах-хуласем,
Илемлĕ çуртсем-керменсем.
Вĕсен тупăнаççĕ пуян хуçасем –
Йăлтах пурнăçа пĕлменсем.
 
Вутсемлĕ-газсемлĕ планета кĕрлет,
Çĕр чăмăрĕ ункă тăвать.
Художник-çыравçă истори тĕрлет,
Ĕçлет пултаруллă чăваш.
 
Туссем тăрăшса кăлараççĕ хаçат,
Хаçатăн пур ячĕ –«Канаш».
Хуллен, ледокол пек, пĕрмай
пăр катать
Хастарлă, маттур экипаж!
 
Чăваш тĕнчине çулсем уçмалла,
Сывлать амбразура малта.
Вăл çулăм тăксан кăкăрпа
выртмалла!
Чăваш ачисем хыçалта…
13.08.2011.
 
Çăлкуçăмăр – чĕлхемĕр
Тумлам, тумлам, тумламăн
Тулса пырать çăлкуç.
Тăллаймăн та хурлаймăн,
Курсан – илеймĕн куç.
 
Пăхса, чăтса тăраймăн,
Кукленĕн çăл умне.
Ун тутинчен хăпаймăн
Тумлам çăтсан шывне.
 
Çăлкуçăмăр – чĕлхемĕр –
Чи техĕмли, хĕмли…
Вăл Феникс кайăк евĕр –
Чи вăрăм ĕмĕрли.
 
Тумлам, тумлам, тумламăн
Тулса пырать çăлкуç.
Чулсем тăкса хуплаймăн
Хӳтĕлесессĕн Руç.
06.07.2011.
 
Кĕрлет-ха пурнăç!
Тăвар сапса çиетпĕр çăкăр
Пĕр харăс ӳснĕ тусăмпа.
«Тĕпренчĕкне çĕре ан тăкăр!» -
Такам калать пек пусăмпа.
 
Унччен малтан пура пуранчĕ,
Çĕкленчĕ виçĕ çĕнĕ рет.
Пĕр-икĕ юрă та шăранчĕ,
Унпа чун вĕреме кĕрет.
 
Турпас персе вылянчĕ пуртă,
Çăп-çăмăл алтăнчĕ кĕтес.
Ĕç парăнать хĕрӳлĕх пур тăк,
Вăй пĕтмесле туятăн эс.
 
Куç умĕнчех туратлă йывăç
Пулса тăрать шап-шурă йӳн.*
Паян – платник, ыран эс – юрăç,
Юрла çеç чунăмçăм, ан сӳн!
 
Туссем те пур, кĕрлет-ха пурнăç,
Çиетпĕр çăкăр тăварпа.
Ăшра поэзи – хĕмлĕ çункăç –
Хам хыççăн çутă хăварма.
14.08.2011.
 
* Пурари пĕр пĕрене (венец).
 
Чăнлăх
(Сонет)
Пит ан хурлан, кашни пулмасть
телейлĕ,
Хĕвел те кашни кун йăлтăртатмасть.
Пĕр шутласан çак çут тĕнче илемлĕ,
Тен, çавăнпа çынна йăлăхтармасть.
 
Умра çĕр çул тултарнă мăн аппаçăм
Мана курсассăн ăшшăн кулкалать:
- Лар-ха çума, курам сана, хăнаçăм,-
Хăй тантăшне чысланă пек калать.
 
Вара ларатăп Аннаппа çумне.
Чеен сăнатăп çуллахи тумне -
Кăшт шупкаланнă явлăкĕ эрешлĕ.
 
Анне пекех аппаçăм туйăнать.
Ăçтан сăмах-юмахĕ тупăнать!
Вăл пурăнать, тен, Аннаппа телейлĕ?
12.08.2011.
 
Ыррăн – шахвăртса
Хĕл енне тĕнче тĕрленчĕ
Хăмăр-тĕксĕм тĕссемпе.
Халăх пилĕкĕ тӳрленчĕ,
Çу тертленчĕ ĕçсемпе.
 
Çулçăсемсĕр ĕнтĕркенĕн
Силленсе илет вăрман.
Ĕç пĕтмест ялти этемĕн –
Çĕнĕ тырă авăртман.
 
Пуç çинчех капан пек пĕлĕт,
Ярăнтарĕ çумăра.
Вырăнман пĕр лаптăк сĕлĕ,
Хуçи юлĕ кулăра.
 
Шур чаршав карсан çанталăк,
Шартлама ярсан хĕлле
Кĕрт айне пулать каçалăк –
Кĕртмеллех вырса сĕлле.
 
Кинора курман кăна эп,
Курнă хамăр хирсенче.
Халь, паллах, хирте - хăна эп,
Уй-хирсем – сăввăмсенче.
29.11.2010.
 
Тăван ен
Итали мар, Венеци те мар эсĕ –
Сăпайлă та шăв-шавсăр тăван ен.
Самант иртмест сана аса илмесĕр,
Эс музыка пек чунăмра кĕрлен!
 
Эс ху патна ăçтан та йыхăратăн
Хĕвел пек ăшă несĕл куçĕпе.
Хăват çĕтсессĕн ху вăйна паратăн –
Ыр парăма тӳлесчĕ ĕçĕмпе.
 
 
Тумлам юлми пуласлăхшăн парасчĕ
Кунта пуçтарнă вăй-сĕткенĕме.
Çав музыкăн пĕр ноти çеç пуласчĕ
Шав мухтамашкăн аслă енĕме!
 
Итали мар, Венеци те мар эсĕ,
Çут тĕнчере вĕсем пекех пĕрре!
Кунта ларать тăван анне хĕресĕ,
Вилсен кĕресчĕ манăн çак çĕре.
12.07.2011.
(64 çул тултарнă кун.)
 
Штрих
Чăнласа та шӳтлесе –
Хăйсем çеç пĕлеççĕ.
«Кушкă классикĕ» тесе
Ентешсем чĕнеççĕ.
 
Тусăмсенĕн çăварне
Сăвă пылĕ лекнĕ?
Тутанмаççĕ тăварне
Тар юхсан та центнер.
 
Тулччăр çеç кăмăлĕсем,
Ярлыкне эп чăтăп.
Килĕшсессĕн сăввăмсем –
Тепĕр центнер тăкăп.
12.07.2011.
 
Тăван çĕршыв
Тăван çĕршыв. Икĕ сăмах.
Анне пекех пĕрре кăна вăл.
Сан чĕрӳнте вăл çумăнах,
Парăнтарать пурне те çавă!
 
Мĕнле илемлĕ туйăмсем
Çынра сыхлать вăл ĕмĕр-ĕмĕр.
Унта – пĕрремĕш утăмсем,
Таса та çăлтăрлă тӳпемĕр,
 
Çунатлă, шухă ĕмĕтсем,
Сӳренкĕ, сывлăмлă çеремлĕх…
Çарранччĕ – пуçсăр йĕкĕтсем,
Шавлать çĕр чăмăрĕ, этемлĕх…
 
Ан тив, ан тив шавлатăрах,
Çĕршывăма тивмин синкерĕ.
Тăван çĕршыв. Икĕ сăмах.
Ик сăмахпах чуна сиплерĕ.
 
Мана сиплерĕ хурлăхран,
Хăватлăх пачĕ пурăнмалăх.
Ялан усрарĕ тунсăхра,
Вăл пачĕ чăтăм йăлăнмалăх.
 
Çула вĕçлетĕп йăлăнсах:
Манпа шав пултăрччă илемлĕх!
Тăван çĕршыв. Икĕ сăмах.
Анчах хĕвел пекех хĕлхемлĕ!
19.07.2011.
 
: 946, Хаçат: 41 (1133), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: