Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ххх
Ватă асатте-асаннесем,
Ĕçпе вăрçă ветеранĕсем.
Ырă кун сунатăп эп сире!
Çирĕп сывлăх пытăр ĕмĕре.
 
Пуçтарăнсан пĕрле, тăвансем,
Уявлар-ха çак чыслă куна.
Кĕрекере ларччăр ватăсем,
Вĕсем тивĕç чыслă вырăна.
 
Алран-алла сăрине ĕçсен
Çепĕç юрă юрлаччăр вĕсем,
Ватă çынсен юррине илтсен
Куççульпе шывланчĕç куçăмсем.
 
Ватăн пурăнăç кустăрмисем
Ялан яка çулпа кусайман,
Умра выртан тумхахлă хулсем
Çамрăклăхра телей кăтартман.
 
Йывăр пулнă вăрçă çулĕсем,
Асап тӳснĕ эсир ун чухне.
Тăшмана çĕнтерме çамрăксем
Пама хатĕр пулнă хăй чунне.
 
Тылра ватти-вĕтти таранах
Пĕтĕм вăя хурса ĕçленĕ.
Хĕвелтен те иртерех тăрса
Ака-суха ĕçне кӳлĕннĕ.
Хыткан лашасене кӳлнĕ те
Акçун станцине тырă леçнĕ.
Вăрмантан вутă-шанкине те
Çурран урапапах сĕтĕрнĕ.
 
Фронт валли ăшă алса-чăлха
Мĕн чул çыхман-ши эс, хĕрарăм!
Ăçтан тупнă ун чухлĕ вăй-хална/
Çакăншăнах сана эп пуç таятăп.
 
Хĕвел умĕн тăратăн та,
Хĕвел хыççăн выртатăн.
Пĕтĕм вăйран тăрăшсан та,
Выç хырăмпа выртатăн.
 
Çумăнти ачуна лăпкаса
Куççульпе минтере йĕпетен.
Мăшăру таврăнасса шанса
Çĕнтерӳ çитессе эс кĕтен.
 
Кĕтни пулчĕ санăн кăлăхах,
Таврăнмарĕ савнă упăшку.
Тăрса юлтăн пĕччен тăлăха,
Вĕçленмерĕ çакăнпа нушу.
 
Хăвăрăн пысăк чăтăмлăхăрпа
Тӳссе ирттерĕр ватлăхра.
Упраймарăр çирĕп сывлăха
Час чирлетĕр хальхи вăхăтра.
Асаттесемпе асаннесем,
Сăвайлă та ĕçчен ватăсем!
Тавтапуç сире, Çĕнерӳшĕн,
Пуриншĕн те тĕслĕх пулнишĕн.
 
Ватлăхра ырă кун-çул курăр,
Ĕмĕрĕр çип пек вăрăм пултăр.
Мухтанатпăр ялан, чăнласах,
Вĕренетпĕр сиртен пур майпах.
 
Хаклă ватăсем – вăрçă ветеранĕ-сем, тылри ĕç паттăрĕсем! Ывăлăрсен хĕрĕрсен, манукăрсен ятĕнчен тата хам ятран хисеплĕн пуç тайса,чĕререн тухакан чи хĕрӳллĕ те ăшă сăмахсемпе саламлатăп, сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм та ырă кун-çул сунатăп.
 
 
Пушкăртстан,
Кекен ялĕ.
 
: 610, Хаçат: 38 (1336), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: