Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вĕрентекен, ăс паракан!
Ачашăн аннепе пĕр тан.
Çав тĕр пысăк уявăнта
Пуç таятăп санăн умăнта.
 
Вăй хурсассăн – ĕç янравлă.
Чăн та чаплă та мăнаçлă.
Сан яту та пит ятуллă,
Пуриншĕн те эсĕ сумлă.
 
Пĕр канмасăр кунĕн-çĕрĕн
Вăй хуратăн кашнийĕншĕн
Турă патăр чăтăмлăх сана
Кулленех паттăрла ĕç тума.
 
Вĕрентмешкĕн вулама,
Шутламашкăн те çырма.
Тăван пуçламăш шкулта
Пултаратăн пит ăста.
 
Урокра та, кружокра та
Эс ялан ертсе пыран.
Ташлама та юрлама та
Вĕрентмешкĕн пултаран.
 
Эс вĕрентнĕ ачасем
Çĕршыва кирлĕ çынсем.
Тĕнче кĕрлевĕнче çĕтмен,
Вĕрентекен ятне яман.
 
Пит кирлĕ çакă пурнăçра,
Чаппа мухтав ученикра.
Вĕсем лайăх пулсан аван,
Вăя хуни ахаль кайман.
 
Пушкăртстан,
Кекен ялĕ.
 
: 554, Хаçат: 38 (1336), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: