Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ял ачи ĕçпе пиçĕхсе ӳсет. Горохинсен çемйинчи пилĕк ачи те ыттисенчен уйрăлса тăман. Çуллахи каникул вăхăтĕнче хĕрачасем муттик тытса хире чĕкĕнтĕр çумлама тата колхозри ытти ĕçсене çӳренĕ, арçын ачасен хăйсен тивĕçĕ пулнă. Çемьере виççĕмĕш ачи Иван çулла фермăра выльăх пăхаканра ĕçленĕ ашшĕне Николай Александровича кĕтӳ кĕтме пулăшнă. Ачаллах пĕр ĕçрен те пăрăнман вăл. Килти ĕнене те колхозăннисемпе пĕрле пăхнипе Иван ĕне сума та хăнăхнă.
– Саккăрмĕш класс хыççăн эпир Вăта Тимĕрçен шкулне çӳренĕ. Вуннăмĕшне куçсан пирĕн кил-çурт тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайрĕ. Çĕнĕ çурт хăпартма нумай вăй кирлĕ пулчĕ. Платниксемпе пĕрле тата вĕсен хыççăн килтисем валли пайтах ĕç пурччĕ. Эп атте вырăнне кĕтӳ кĕтрĕм, вăл – килте. Кĕтӳрен таврăнсан эпĕ те алла пуртă тытаттăм. Кайран пиччепе иксĕмĕр пӳрте йĕри-тавра хăмапа çапса çаврăнса илемлетрĕмĕр. Унччен те килти хуçалăхра вуттине те татнă, çурнă та, алла унччен пуртă тытман теме çук, - тет Иван Николаевич хăйĕн пирки каласа пама ыйтсан.
Вунă класс пĕтерсен, 1980 çулта, Иван Горохина тӳрех салтака илеççĕ. Çамрăка çур çул Ĕпхӳ хулинче радиомеханика вĕрентнĕ хыççăн Белоруссири Кобрин хули çывăхĕ-нчи авиаци полкне яраççĕ. Çапла чăваш арĕ тепĕр специальность алла илет. Унччен те техникăпа электричество уншăн ют пулман-ха, анчах килĕнче вăл электричество çути кĕртсе, кабель вăрăмлатса е çутă çутса сӳнтермеллисем кăна лартса курнă-çке-ха! Салтакра ку енĕпе пĕлӳ шайне самай ӳстернĕ. Тăрăшуллă, пултаруллă тата дисциплина енчен тĕслĕх илмелли качча 1982 çулта çар чаçĕн «Хисеп кĕнекине» кĕртеççĕ.
Икĕ çултан тăван яла таврăнсан каччă пурнăçне малашне те радиомеханикăпа çыхăнтарма шутлать: «Авиастара» ĕçе вырнаçма каять. Анчах ĕмĕтленнĕ пек пулса тухмасть, ĕç вырăнĕ килĕшменнипе тата çӳреме инçе пулнипе водителе кайма тĕв тăвать. Каллех ăнмасть, Ульяновскра пурăнмалли вырăн (прописка) çуккипе вĕренме илмеççĕ. Иван Николаевич «УАЗа» слесарь-инструмента льщика вырнаçать. Машинăсен пысăк пайĕ-сене сивĕ штамп мелĕпе кăларнă çĕрте тăрмăшать. Çулталăкран заводра малашлăх çуккине, хваттерлĕ пуличчен темиçе çул вуншар пăт тар тăкмаллине туйса илет. Хулара сăра заводĕнче ĕçлекенсене хваттерпе тивĕçтернине пĕлсен унти кадрсен пайне çул тытать. Каллех çĕнĕ профессисене вĕренет Иван Николаевич. Унăн ĕç кĕнекинче «слесарь-вентиляцион щик», «теплотехник в паросиловом цехе», «слесарь-ремонтник отопления и вентиляции», «бригадир слесарной бригады» çыравсем хутшăнаççĕ.
- 1985 çулта авлантăм. Унччен ик-виçĕ çул тус пулса çӳренĕ кӳршĕ ял хĕрĕпе (Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнчен) Галина Александровнапа пĕрлешрĕмĕр. Завод пире хваттерпе тивĕçтерчĕ. Икĕ хĕр çуралсан виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер пачĕç. Дача валли çĕр уйăрчĕç. Пурăнмалли, ĕçлемелли тата канмалли пур условисем те туса пачĕ завод. Ĕç хыççăн футболла, волейболла выляма çӳреттĕм. Заводра питĕ тăрăшса, таса кăмăлпа ĕçленĕ. Нихăçан та эрех ĕçмен, ĕçрен юлман. Вăхăта туртмалли пӳлĕме кайса ларса ахаль ирттермен. Мĕн хушнине питĕ лайăх пурнăçланă – заводри ăшăтмалли, шыв каймалли, пăспа ĕçлемелли вырăнсене юсавра тытасси ман тивĕçĕм пулнă. Хама шаннине яланах тӳрре кăларма тăрăшнă, хуть те мĕнле специальноçпа та ĕçленĕ – слесарь, сварщик, электрик тата ытти те хамах пулнă. 1988 çулта мана юсавçă слесарьсен бригадин бригадирне лартрĕç, малтан 5-мĕш разряд, кайран 6-мĕшне пачĕç. Бригадăра 28 çынччĕ. Вĕсене ĕç парса, мĕнле пурнăçланине йĕрлесе тăнă. Бригадирăн пур ĕçе те пĕлмелле, - тăсатпăр калаçăва хисеплĕ çынпа.
Уявсенче сăра заводĕнче И.Н.Горохин хушамата чи лайăх ĕçлекенсен хушшинче палăртнă, пултаруллă ĕçчене çулталăкне икĕ хутчен хаклă парнесем, грамотăсемпе дипломсем, преми парса хавхалантарнă. Унăн ĕç кĕнекинче çакăн пек çыравсем 5-6 страница. 1989 çултан тытăнса темиçе çул унăн сăнӳкерчĕкĕ Хисеп хăми çинче тăнă. 1990 çулта вăл 12-мĕш пилĕкçулăхăн ударникĕ кăкăр паллине тивĕçет. 2001 çулта РФ Президенчĕн В.В.Путинăн Хушăвĕ-пе тата вăл алă пуснипе сăра завочĕн монтажникне И.Н.Горохина «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» иккĕмĕш пусăмлă орден медалĕпе наградăлаççĕ.
Пĕтĕм вăйне, пушă вăхăтне ĕçе парать чăваш арĕ. Анчах самана улшăнать, сăра заводне Мускав фирми илет те – вăхăтлăха хупсах хурать. Иван Николаевичăн каллех çĕнĕ ĕçе вĕренме тивет. Вăл уйрăм çынсем патĕнче те, пĕчĕк фирмăсенче те, стройкăра та вăй хурать. Юлашкинчен каллех автозавода кайса вырнаçать. Унта паянччен слесарь-сантехник ĕçне пурнăçлать.
-Кăмăлĕ пулсан çын тĕрлĕ ĕçе хăнăхать. Ӳркенмен ăста пулнă теççĕ-и-ха чăвашсем/ Эпĕ таçта ĕçлесен те мĕне пулин çĕннине вĕренме тăрăшнă. Анне: «Ĕçлени çыншăн пулсан – вĕренни хăвăншăн», - тесе калатчĕ. Вĕреннĕ те. Çапла халĕ хам мĕн тума пĕлменнине пĕлместĕп. Юлашки вăхăтра çĕнĕ йышши техника ăшне кăна кĕместĕп, тата чуста çăрса кукăль пĕçермен. Ăна арăм тутлă пĕçерет, - вĕçлет калăçăва ырă кулăпа И.Н.Горохин.
Пушă вăхăта еплерех ирттеретĕн тесе ыйтсан Иван Николаевич юратнă дачи пирки аса илчĕ. Ачасемпе, мăнуксемпе унта канма, ĕçлеме юратнине палăртрĕ. Юлташĕсемпе тĕл пулса калаçса лармалли вырăнĕ те çавăнтах.
 
: 902, Хаçат: 39 (1337), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: