Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпа уйăхĕн 1-4-мĕшĕсенче Сочире Тĕнчери инвестици «Сочи-2015» анлă пухăвĕ ĕçленĕ. Унта Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ертсе пынă Ульяновск область делегацийĕ те хутшăннă.
Тĕнчери чи пысăк инвестици пухăвĕн лапамĕ-нче ют çĕршывсен ертӳçисем, дипломатсем, тĕнчери тата Раççейри чи пысăк корпорацисен пуçлăхĕсем, экспертсемпе аналитиксем, власть органĕн представителĕсем пуçтарăннă.
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ юпан 2-мĕшĕнче ирпе Сбербанк йĕркеленĕ ĕçлĕ калаçăва хутшăннă. Ăна Сбербанк правленийĕн председателĕ тата президенчĕ Герман Греф ертсе пынă.
Çак кунах кĕпĕрнаттăр субъектсенче инвестици лару-тăрăвне пăхса тухакан çавра сĕтелте «Малый и крупный бизнес. Как наладить взаимодействие/» доклад вуланă. Ун хыççăн Раççейри тата ют çĕршывсенчи тĕрлĕ пысăк компанисен представителĕсемпе тĕл пулса калаçу ирттернĕ, инвестици килĕшĕвĕсем тунă.
Тĕнчери инвестици анлă пухăвĕн пĕрлехи ларăвĕнче докладпа РФ Правительствин председателĕ Дмитрий Медведев сăмах тухса каланă. Унта Ульяновск облаçне инвестицисем явăçтарас енĕпе чи малта пыракан регионсем хушшинче пулнине палăртнă. Çаплах премьер Тутарстан Республикине, Калуга, Белгород, Тамбов облаçĕсене мухтанă.
Ульяновск облаçĕ Раççейре чи малтан конкурентлăх аталанăвĕн стандартне кĕртме тытăннă. Ку – регионта усламçăсен хастарлăхне аталанма пулăшакан чи пысăк мел. Стандартпа килĕшӳ-ллĕн регионта конкурентлăха ӳстермелли тĕрлĕ мероприятисем ирттерĕç. Çавсен шутне монополисене хирĕç политика, конкурентлăха хӳтĕ-лемелли мелсене ӳстересси, потребительсен правине хӳтĕлесси тата ытти те кĕрет.
- 2005 çултанпа Ульяновск облаçĕнчи экономика аталанăвĕн тĕп йĕрĕ инвестицисене явăçтарассипе, пĕчĕк тата вăтам услама аталантарассипе, промышленность тата индустри зонисем йĕркелессипе çыхăннă. Эпир тĕрлĕ енлĕ тата çĕнĕ ĕçе алла илекен экономика тума палăртрăмăр. Ку пире пур енчен те хӳтĕлерĕ, кризиса чăтса ирттерме пулăшать. Эпир СССР саманинчен пыракан регионти чи пысăк 4 предприятин куçĕнчен кăна пăхма пăрахрăмăр, - тенĕ кĕпĕрнаттăр анлă пухура.
Сергей Морозов облаçри инвестици климачĕпе паллаштарнă май, регион экономикăна аталанма пулăшакан çутçанталăк пуянлăхĕпе мухтанма пултарайманнине, апла пулин те çичĕ çул хушшинче регион малта пыракан субъектсен ретне кĕнине, çак çитĕнĕве ытларах инвестицисене явăçтарнипе тунине пĕлтернĕ. Кăçал инвестицисен калăпăшĕ 110-111 процент.
Регионта юлашки çулсенче ют çĕршыв инвестицийĕсене явăçтарассипе нумай ĕçлеççĕ. Кăçал кăна «Марс» «ФМ Ложистик» компанийĕ валли «А» класслă логистика комплексне, нимĕçсен «ДМГ Мори», «Немак» компани кăларакан машинасем валли саппас пайĕсем тăвакан Мексика завочĕсене хута янă, кĕçех лакпа сăрă кăларакан «Хемпель», машинасем валли креслăсем кăларакан «Мартур», чукун шăратакан «Памир» заводсем ĕçлеме тытăнмалла. Вĕсенче облаçри 800 çын ĕç вырăнĕ тупнă.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр «Инвестиционный климат на местах. Секреты успеха» калаçăва хутшăннă. Унта регионсен ертӳçисем экономикăри йывăр лару-тăрăва пăхмасăрах мĕнле майпа инвестицисем явăçтарма пултарни тата вĕсене аталанма лайăх майсем туса панă пирки каласа панă. Ку ыйтусене сӳтсе явнă çĕре РФ Правительствин председателĕ Дмитрий Медведев, РФ экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Улюкаев, стратегиллĕ пуçарусен агентствин тĕп директорĕ Андрей Никитин хутшăннă.
Сергей Морозов финанспа экономика йывăрлăха лекнĕ тата укçа-тенкĕ çителĕксĕр вăхăтра пысăк инфраструктура проекчĕсене финанс енĕпе пулăшассине улăштарма, укçана малтан чи кирлĕ предприятисене пама сĕннĕ. Вăл экономикăна аталантарма укçа-тенкĕ уйăрассине улăштарма чĕннĕ: кластер мелĕпе е регионсен аталанăвĕпе тивĕçне кура.
-Кашни регионăн аталану проектне патшалăх кĕске вăхăтра тата пĕр самантра татса параймасть. Ирĕксĕрех ыйту сиксе тухать: хăшне маларах укçапа тивĕçтермелле, çавра çул тăвакана е çĕршыври пĕртен-пĕр чи кирлĕ завод хăпартакана/ Çул тусан ăна тытса тăмалла-ха, завод хăпартсан вара вăл тупăш кӳрет, çĕршывăн конкурентлăхне ӳстерет. Çавăнпа проектсене суйланă чухне çакна шута илмелле тесе шутлатăп, - тенĕ Сергей Морозов.
Тĕнчери инвестици «Сочи -2015» анлă ларăвĕн шайĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ставрополь тăрăхĕн пуçлăхĕпе Владимир Владимировпа ял хуçалăх, суту-илӳ, наукăпа техника, культура тытăмĕсенче тата инвестици ĕçĕнче çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшӳ тунă.
Çаплах регион пуçлăхĕ Крым Республикипе тунă килĕшĕвĕнчи мероприятисене пурнăçа кĕртмелли плана алă пусса çирĕплетнĕ.
 
: 345, Хаçат: 39 (1337), Категори: Лару

Комментарисем:

Gert (2016-06-30 21:11:58):
Pardon my rantĔ but strong opinions. That'/s what they'/re going with. Strong fucking opinions. Is this a joke.Kinda like Sumdood in Aurora had strong opinions about Batman. WTF.You knowĔ the doerau-stlndabds shouldn'/t set me off like this anymoreĕ Guess you gotta catch me just rightĕ

Stew (2016-07-02 02:36:52):
Your thnnkiig<Ӳa> matches mine - great minds think alike!

Charleigh (2016-07-02 08:54:21):
You get a lot of respect from me for writing these helpful artcelisĕ http,ӲӲzleagqĕcom [urlçhttp,ӲӲcgfjfbih jdkĕcom]cgfjfbihjdk[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲkexzrbw yeĕcom]kexzrbwye[Ӳlink]

Will (2016-07-02 14:45:17):
Call me wind because I am
abltoulesy<Ӳa> blown awayĕ

Luella (2016-07-04 20:57:03):
It's always a relief when someone with obvious expsetire answersĕ Thanks! http,ӲӲwereefqqĕcom [urlçhttp,ӲӲpgmcvctĕ com]pgmcvct[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲdfnsywr ĕcom]dfnsywr[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: