Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
В.Албутов 1986 çулта Пăвари медицина училищинчен вĕренсе тухсан çынсене сыватас ĕçре вăй хума шутланă, анчах шăпа ун валли урăх çул суйласа хунă. Çапах та унта вĕренни кирлех пулнă пурнăçра.
Фельдшер специальноçне илнĕ чăваш каччи çар хĕсметне инçетри Благовещенск хули çывăхне лекет, çĕршыв чиккине сыхлама тӳрĕ килет. Сковородино текен хулара учебкăра пулать вăл. Самани ун чухне лăпках пулман, «Афганистан» сăмах пурне те шиклентернĕ.
-Пире питĕ вăйлă хатĕрлерĕç, ту-сăрт тăрăх нумай чупрăмăр. Сирĕн ковбой пек тĕл пемелле, лаша пек хăвăрт чупмалла тетчĕç. Пĕррехинче вара командирсем патне чĕнсе илчĕç те – кайма вăхăт çитрĕ тесе пĕлтерчĕç. Пире: «Шăпа яратпăр-и е хăвăр ирĕкĕрпех килĕшетĕр-и/ Халь килĕшмесен тепрехинче пурĕпĕр каймалла пулать»,- терĕç. Турă çырнинчен иртейместĕн - кутăнланса тăмастăн ĕнтĕ. Çапла вара 1987 çулхи февраль уйăхĕнче Термез хулине хирĕç вырăна Афганистана вертолетпа кайса пăрахрĕç. Çитсенех чи малтан окоп чаватăн, эсĕ кунта сывă юласси çакăнтан нумай килет. Аннене хам ăçтине çырса пĕлтермерĕм, ун пирки ман адрес тăрăх ял çыннисем пĕлнĕ, кайран ăна каланă. Мĕншĕн тесен анне мана почта урлă укçа ярса парать – вăл яла каялла килет. Анне çакăн чухне пĕлет эп ăçтине. Çур çул маневр группинче пултăм, кайран десант штурм группине куçарчĕç мана. Хамăн специальность кирлĕ пулчĕ – фельдшер должноçне пачĕç. Герат, Мазари-Шариф хулисем патĕнче çӳрерĕмĕр. Темиçе эрнере пĕрре вертолетпа хамăр çĕршыва илсе килетчĕç, çăвăнаттăмăр, 2-3 кун канаттăмăр та – каллех ют çĕршыва. 100-150 çухрăма çити кĕреттĕмĕр Афганистана, чикĕ сыхлаттăмăр. Чăвашсем, тутарсем, пушкăртсем нумайччĕ пирĕн хушăра. Пурĕ афган çĕрĕнче пĕр çулталăк та виçĕ уйăх пулма тӳрĕ килчĕ,- аса илет Владимир Ильич.
Паян ăна пурнăçĕнчи хăрушă вăхăт пирки «За отличие в охране государственной границы» медаль аса илтерсе тăрать.
Çартан старшина званийĕпе таврăннă каччă 1988 çулта Ульяновска милицие ĕçлеме кĕрет. Çулталăк çурăран вăл çемье çавăрать те хулара пурăнма вырăн çуккипе Чăнлă районĕнчи Пухтел ялне (мăшăрĕ Светлана Валерьяновна çакăнтан) участковăй пулса каять. Унта В.Албутов çулталăк ĕçлет те каялла хулана милицие куçать.
Кунта иккĕмĕш хут «шăпа тухать» чăваш каччине. Хальхинче - Чечня! «Хĕрӳ точка» тесе çыратчĕç ун пирки хаçатсенче. Мĕнле хĕрӳ пулнине унта кайса килнисем кăна пĕлеççĕ ĕнтĕ – вăрçă! 2000 çулта Владимир Ильича Шали хулине яраççĕ, ăна вăхăтлăха йĕркеленĕ районти шалти ĕçсен уйрăмĕнче фельдшер пулма шанаççĕ. 100 кун хушшинче тем те курнă, «зачисткăсене» те хутшăнма тӳрĕ килнĕ. Телее, вĕсен ушкăнĕ-нче çухатусем пулман, анчах пырса çитес умĕн унта виçĕ милиционера вĕлернĕ, вĕсенчен пĕри – Кивĕ Улхаш каччи Виктор Рахманов.
Унтан таврăнсан 2002 çулччен ĕçе çӳрет Владимир Ильич хулари Засвияжски районĕнчи милици уйрăмне, мĕншĕн тесен çак вăхăтра çемйи ялтах пурăнать. Пурĕ 13 çул милици тумне хывман вăл. Сывлăхĕ хавшанипе, пилĕкĕ ыратса аптратма тытăннипе вара Албутов капитанăн унтан кайма тӳрĕ килет.
2003 çулта вара вăл Ульяновскри 31-мĕш десант бригадине пырса кĕрет, малтан фельдшер пулать, кайран – боеприпассен склачĕн пуçлăхĕ. Десантник пулсан вара – десантниках пул, мĕн ыратсан та сикмеллех! Кунта вăл 28 хут парашютпа сикет.
-Унта пурте сикеççĕ: командиртан пуçласа повар таран, - ăнлантарать вăл.
Владимир Албутов çичĕ çул ĕнтĕ Аслă Нагаткинта çемйипе пĕрле туса лартнă икĕ хутлă хăтлă çуртра пурăнать. Пĕр вăхăт Чăнлă районĕн çар комиссариатĕнче вăй хурать, халь тивĕçлĕ канура.
-Пурнăç тĕрлĕ çĕре илсе çитерчĕ, чылай япала кăтартрĕ. Училищĕре вĕреннĕ чухне стройотрядпа пĕрле Молдавие кайнăччĕ, помидор-кабачок пуçтартăмăр. Салтак пурнăçĕ вара Инçет Хĕвелтухăçне, Азие çитерчĕ. Милици ĕçĕпе Кавказра пулма тӳрĕ килчĕ. Хăрушлăхĕ те пĕрре мар пулчĕ. Халь лăпкă пурнăçпа пурăнас, килти хуçалăхпа аппаланас килет. Сăмах май «Канаш» хаçата пирĕн çемье икĕ экземпляр илсе тăрать. Пĕрне хамăр çырăннăччĕ, тепĕрне мăшăр амăшĕ – Зоя Ивановна, вăл халĕ пирĕнпе пĕрле пурăнать, – тет Владимир Ильич.
Албутовсен икĕ ывăлĕ те – Александр тата Михаил - ашшĕ пек лăпкă мар професси суйласа илнĕ: Ульяновскри 31-мĕш десант бригадинче контрактпа хĕсметре тăраççĕ.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 676, Хаçат: 39 (1337), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: