Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Елена Матвеева (Вассиярова) 1968 çулхи çурлан (август) 28-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Килĕнче – чи кĕçĕнни.
 
- Эпĕ телейлĕ çын – манăн виçĕ тете, – мăнаçланать ачалăхĕпе çамрăклăхне аса илсе Елена Викторовна. – 1975 çулта Раккасси шкулне 1-мĕш класа кайнă. Аван паллăсем çеç илнĕ. Ачаранах çыхма вĕреннĕ: чăлха-нуски, кофтăсем, кĕпесем ăсталаттăм. Питĕ аван юрланă. Концертсенче, конкурссенче панă Тав хучĕсем те нумай ман çӳпçемре. Ку енĕпе эпĕ аттене хывнă – вăл чаплă юрăçчĕ. Пирĕн шкулта пени урокне Анатолий Дмитриев (Ырьят) илсе пыратчĕ. Питĕ аван, тăрăшуллă учительччĕ. Урокĕсем сисĕнмесĕр хăвăрт иртсе каятчĕç. Пур ачана та хăйĕн урокĕсемпе кăсăклантарса яма пĕлетчĕ Анатолий Григорьевич. Тавах ăна! 1983 çулта Раккассинче 8 класс пĕтерсен Ульяновск хулине килтĕм, строительсен иккĕмĕш училищине вĕренме кĕтĕм. Специальность – маляр-штукатур. Строитель профессине алла илес тесе виçĕ çул ăслăлăх чулне кăшларăм. Аван паллăсемпе вĕренсе тухса диплом илтĕм. Пире, çамрăкскерсене, Ульяновскри строительсен хĕрĕхпĕрмĕш «Промстрой» управленине ĕçлеме ячĕç, маляр-штукатур тивĕçĕсене пурнăçлама шанчĕç. Вăл вăхăтра пирĕн бригадăра 20 çынна яхăн ĕçлетчĕ. Çавăнтан пуçласа шкулсем, ача пахчисем, çуртсем тăватпăр. Пĕр çĕнĕ стройкăран теприне куçатпăр.
1988 çулта Елена Вассиярова Элшел ачине Николай Матвеева (тăлăха) качча каять. Николай Анатольевич ун чухне водительте вăй хунă. Тепĕр çултан çамрăк çемьере хĕрача çуралать. Паян Юля хăй те ĕçлет ĕнтĕ – вăл Ульяновскри патшалăх университетĕнчи экономика факультетĕ-нчен вĕренсе тухнă.
- Строительсен хĕрĕхпĕрмĕш управленийĕ-нчен (СУ-41) «Мальва» тулли мар общество туса хурсан мана бригадира суйларĕç. Тата вунă çул ĕçлерĕм хăнăхнă çĕрте. Манăн çӳпçере Тав хучĕсем, Хисеп грамотисем нумай. Уявсем тĕлне укçа парса хаклани уйрăмах хавхалантаратчĕ тăрăшуллă строительсене. Чăннипех те пирĕн ĕçе çăмăл теейместĕн, - сăмаха малалла тăсать Елена Викторовна. – Çав-çавах чи хаклă парне маншăн - Раççейри регион аталанăвĕн министерствин пуçлăхĕ Виктор Басаргин алă пусса çирĕплетнĕ Хисеп грамоти (2010 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕ). Хальхи вăхăтра эпир Анат Террасăра Заречная урамĕнче тата хулан Ленин районĕнче Федераци урамĕнче çуртсем хăпартатпăр. Тĕрĕссипе каласан, эпĕ ертсе пыракан бригадăна тивĕçе хăвăрт, пысăк пахалăхпа пурнăçланине кура ăçта хăвăртрах ĕлкĕртмелле, çавăнта лартаççĕ.
Елена Матвеева хăйĕн бригади пирки хавхаланса çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмпа каласа парать. Ушкăнĕнче тăхăр хĕрарăм. Вĕсенчен улттăшĕ – чăваш, виççĕшĕ – тутар.
- Питĕ килĕштеретпĕр, - тет бригадир. – Пирĕн ĕç укçи мĕн чухлĕ туса ĕлкĕрнинчен килет: хĕлле вунпилĕк пин тенкĕрен кая мар илетпĕр, çулла – икĕ хут нумайрах.
Кану кунĕсенче Матвеевсем Элшелне çӳреççĕ. Çуралнă ялĕнче ашшĕ-амăш çурчĕ пур. Паян çак тăванран та тăван киле дача вырăнне усă кураççĕ. Хĕлле çемйипе пĕрле чăваш концерчĕ-сене çӳреççĕ.
Елена Викторовна пĕр управленире вăй хума пуçланăранпа 2016 çулта 30 çул пулать. Пултаруллă строитель хăйĕн пурнăçне юратнă ĕçĕсĕр курмасть те.
 
Ульяновск хули,
Тури Терраса.
 
: 686, Хаçат: 39 (1337), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: