Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра Вырыпаевкăра пурăнакан хисеплĕ чăваш Михаил Картюков редакцие парнепе килнĕ: Константин Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмине тата Михаил Ложниковăн «Пролог» сăвă кĕнекине илсе килнĕ.
«Кăçал Раççейре литература çулталăкĕ, чăваш тĕнчи тата К.В.Иванов çулталăкне те паллă тăвать. Вăхăт хĕсĕкрех пулсан та эпĕ питĕ вулама юрататăп, эсир те çак кĕнекесене савăнса вуласса шанатăп», - терĕ 87 çулхи шурсухал пире ырă сунса.
Михаил Семенович – Кивĕ Улхаш чăвашĕ. Вăл – Аслă вăрçа хутшăннă паттăрсен – Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕн, летчик-истребителĕн , Ростоври аэроклубăн летчик-инструкторĕн Аркадий Семенович Картюковăн тата Тăван çĕршыв вăрçин орденĕн (II пусăмри) кавалерĕн, «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ хастарăн, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Петр Семенович Картюков художникăн – кĕçĕн шăллĕ.
Михаил Картюков тĕлĕнмелле пултаруллă, пысăк тавракурăмлă çын пулнине йăхташăмăр пурнăç çине урăх куçпа пăхни, илеме хаклама пĕлни, сакăр теçетке çултан иртсен те пысăк хуçалăхпа, харпăр çуртпа пурăнса халĕ те вĕлле хурчĕсем тытни çирĕплетет.
- Вăрах ларма вăхăт çук, килте çав тери ĕç нумай, - терĕ вăл.
Тивĕçлĕ канура мĕн ĕçлетĕр-ха тесен:
- Эпĕ – утарçă. Вĕлле тăррисене шăвăçпа витмелле. Юлашки çулсенче самаях чакартăм пулсан та паянлăха вĕсем – 10, - терĕ Михаил Семенович кăмăллăн кулса. – Атте – Семен Федотович – чаплă хурт-хăмăр ăсти пулнă. Эпĕ унран вĕренсе юлнă. Пыл хурчĕсем вĕсем ĕçчен те чăтăмлисене çеç юратаççĕ. Кăçал пахча çимĕç те ăнăçлă пулчĕ. Пысăк тухăçне кура ĕçĕ те нумай. 200 тĕп помидор лартнăччĕ. Мăшăрпа Александра Петровнапа хĕлле валли темĕн те хатĕрлерĕмĕр. Иксĕмĕр çапла пĕр-пĕрне хавхалантарса, кăштăртатса пурăнатпăр.
М.С. Картюков Чăнлă районĕнче 1928 çулхи юпан (октябрь) 7-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Чи кĕçĕнни пулнă. Кивĕ Улхаш шкулĕнче çичĕ класс пĕтернĕ, 8-мĕш класа Ульяновскра çӳренĕ. Вĕрентекен пулас тĕллевпе каччă Лев Толстой урамĕнче вырнаçнă пĕрремĕш педагогика училищине кĕрет. Тăватă çул ăслăлăх чулне кăшлать. Педагогикăри стажĕ пысăках мар унăн - виçĕ çул хулари 55-мĕш шкулта ачасене рисованипе черчени вĕрентнĕ. Механика заводне слесаре вырнаçать те тивĕçне килĕштерсе пăрахать. Заводра 23 çул ĕçлет вăл. Пенсие тухсан тата темиçе çул 10-мĕш цехра художник-оформитель тивĕçĕсене пурнăçлать. Унччен те пысăк уявсем (Çĕнĕ çул, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен, Хĕрарăмсен кунĕсем) умĕн стена хаçачĕсем кăларса тĕлĕнтернĕ-ха вăл.
- Ӳкерме мана яланах килĕшетчĕ, - каласа парать ĕç ветеранĕ. – Кивĕ Улхаш шкулĕнче 3-4, 5-6, 7-мĕш классенче ăс пухнă чухне чи яваплă ĕçе – стена хаçачĕ кăларассине – мана шанса паратчĕç. Эпĕ ӳкерме çеç мар, пĕчĕк тĕрленчĕксем çырма та çав тери юрататтăм. Аслă вăрçă пуçланчĕ те мана, хут пĕлекен çамрăка, ял совечĕн секретарĕн пулăшаканне суйларĕç. Салтакра та (1948-1952çç.) эп штаб çыруçи (писарĕ) пулнă. Çарта Липецк облаçĕнчи Елец хулинче тăнă. 1950-1951 çулсенче Китайра вырăс посольствинче хĕсмет тивĕçне пурнăçлама тӳр килнĕ мана. Нумай ырă япала асра юлнă.
Михаил Картюков пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Пĕр хушă Ульяновскри Сентябрĕн 12-мĕшĕ ячĕллĕ урамра ательере çĕвĕçре вăй хума тивет ăна. Виçĕ çул çанă лартаканта вăй хурать. Ӳкерме, çырма юратаканскер ательере те хаçат кăларса тăрать. Ĕçтеш-çĕвĕçсене мухтать, пултаруллăраххисене чапа кăларать. Механика тата радиолампа завочĕсен хисеплĕ ĕçченĕ вăл. Унăн сăнĕ предприятисен Хисеп хăмисем çинче те пĕр хутчен çеç мар çакăнса тăрать.
Михаил Семеновичăн килти библиотеки питĕ пуян. Хуть те мĕнле хулана çитсен те йăхташ чи малтан кĕнеке лавккине кĕрет, букинист пайне тĕпчет. Кивĕ хут шăрши кĕрекен çуртран пĕр кĕнеке те пулин туянмасăр тухни пулман ун халиччен. Кил вулавăшĕн çӳлĕкĕсем çинче – илемлĕ художество литератури те, тĕрлĕ ăслăлăх кĕнекисем, словарьсем, энциклопедисем чылай.
- Ытларахăшне Мускавра туяннă. 1911 çулта тухнă чăвашла-вырăсла словарь пурччĕ. Такам вăрларĕ çак хаклă тупрана, - терĕ вăл. – Кĕнекесем нумай ман. Тахçан-тахçан тухнисем те пур. Кĕнеке ман пурнăçра яланах малти вырăн йышăннă.
Картюковсем виçĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Паян вĕсен мăнукĕсем аслашшĕпе асламăшĕ патне Мускавран, Дон-çи-Ростовран, Крымран шăнкăравласа салам яраççĕ, юратнă ватăсен сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ. Вĕсем те юратаççĕ-çке. Шăнкăравламассерен, килмессерен тем пек савăнаççĕ.
 
: 705, Хаçат: 39 (1337), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: