Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сапаккелĕнчи пĕр урамра йăлтах тĕне кĕмен чăвашсем тĕпленсе пурăнаççĕ. Тăкăрлăка хирĕç ларакан пĕр çуртăн алăкне пырса шаккарăм. Мана хирĕç кил хуçи арăмĕ тухрĕ.
- Çак çуртра тĕне кĕмен чăвашсем пурăнаççĕ терĕç, чăнах-и/- ыйтрăм хĕрарăмран.
-Çапла, иртĕр шалалла. Виктор Николаевич пӳртре,- терĕ мана хĕрарăм вырăсла.
Паллăшрăмăр. Раиса Даниловна Ириндеева питĕ тарават та сăмах ваклама юратакан вырăс хĕрарăмĕ пулчĕ. Мăшăрĕ пĕр сăмах хушма ĕлкĕриччен вăл хуравласа та хурать. Тĕне кĕмен чăвашпа 53 çул пурăнса вăл йăли-йĕркине йăлтах вĕренсе çитнĕ курăнать.
- Манăн пăянампа пăятам çак ялтах çуралса ӳснĕ. Тĕне кĕмен. Вĕсем 1935 çулта пĕрлешнĕ. Ман упăшка вара 1938 çулта Ленинградра çуралнă. Пăятам унта ĕç шыраса пĕчченех тухса кайнă. Унта вăл лашапа çăкăр турттарнă,- каласа парать Раиса Даниловна.
Калаçăва çемье пуçĕ тăсрĕ:
- Аслă вăрçă тытăнас умĕн атте яла килсе пире Ленинграда илсе кайрĕ. Финн вăрçи тапранчĕ. Атте унта тухса кайрĕ.1939 çулта вăл – 28 çулхискер – таврăнаймарĕ, çавăнтах пуçне хучĕ ахăр. Аслă вăрçă тытăнчĕ. Выçлăх. Блокада нушине те тӳсме тиврĕ пире. 1942 çулта эпир тертлене-тертлене яла таврăнтăмăр. Çак кирпĕч çурта анне 1959 çулта туса лартрĕ,- васкамасăр каласа парать Виктор Николаевич.
-1957 çулта мана çара илсе кайрĕç. Виçĕ çултан таврăнтăм та автошкултан водителе вĕренсе тухрăм. Малтан НИИАРта шоферта ĕçлерĕм. Кайран пассажирсене турттаракан хуçалăха куçса «гармошка» текен вăрăм автобус çине лартăм. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех руль умĕнче.
Пирĕн калаçу майĕпен тĕне кĕмен чăвашсен йăли-йĕрки çине куçрĕ.
-Пирĕн Мăнкун çук. Эпир çăмарта хĕретместпĕр. Юнкун эпĕ 3-4 çăмарта хĕрететĕпех. Пирĕн урампа çăмарта пуçтарса çӳремеççĕ. Кĕçнерникун икерчĕ тата салма яшки пĕçерсе ваттисене асăнатпăр. Ĕлĕкрех пăянамсем хамăр урамри кӳршĕсемпе пĕрле пуçтарăнса ретпе çӳретчĕç. Халĕ кашни хăй çемйипе асăнать. Масар çине каймаççĕ. Пĕри сĕтел çинчи икерчĕрен пĕрер татăк чĕпĕтсе илет те вилнисен ячĕсене асăнса турилкке çине хурать. Юлашкинчен тин – хăйĕн умне. Кайран çак икерчĕ татăкĕсене ятарласа уйăрнă «таса» вырăна кайса хураççĕ. Шыв лартаççĕ. Эпир çак йăла-йĕркене пахчара – мунча çумĕнче – туса ирттеретпĕр. Ирхине çак вырăна пĕр витре таса шыв тухса тăкаççĕ,- каласа параççĕ Ириндеевсем. - Çын вилсен те тупăка урăхларах хураççĕ: аллине хĕреслесе мар, пӳ тăрăх тăсса.
Раиса Даниловна тĕне кĕнĕ çын. Анчах вĕсен килĕнче турăш кĕтесĕ çук. Çвяттуй Матронăн пĕчĕк турăшне çеç упрать кил хуçи арăмĕ. Те упăшки тĕне кĕменнипе, те хăй педагог пулнипе – хĕрес те çакса çӳремест вăл. Раиса Даниловна 33 çул Димитровградри Соцгородри пĕр шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ. Унăн ĕç кĕнекинче пĕр пичет кăна.
-Эпĕ чиркĕве пĕрре те ятарласа кайман. Тахçан экскурсие кайсан кĕрсе курнăччĕ, - тет кил хуçи арăмĕ.
Пĕрлешсенех Ириндеевсем Димитровградра пурăннă. Амăш килне 20 çул каялла – тивĕçлĕ канăва кайсан – таврăннă. Вĕсем хĕрпе ывăл çуратса ӳстернĕ. Ывăлĕ – ашшĕне пăхса пулĕ – шыва кĕмен. Хĕрĕ православи тĕнне хăй ирĕкĕпех йышăннă.
Паян ватăсем иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Тĕне кĕмен чăвашсен йăлисене хытă пăхăнаççĕ.
 
Мелекесс районĕ.
 
: 726, Хаçат: 39 (1337), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: