Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çапла калас килет манăн çак сăпайлă та илĕртӳллĕ хĕрарăма курсан. Унăн çӳллех мар пĕвĕ çинче чăваш кĕпи уйрăмах тирпейлĕ курăнать. Галина Борисовна Шевалдова (Пафнутьева) сценăна ачаранах юратать.
-Эпĕ Чăваш Енри Муркаш районĕнчи Шупуç ялĕнчен. Тăватă ачаран асли. Ачаш ӳсмен эпир. Улттă тултарсан кĕтӳ кĕтнĕ. Анне мана апат чиксе кайма килте тĕртнĕ пиртен хура сумка çĕлесе панăччĕ. Шкула та çав сумкапах кайрăм. Лавккара сутăнаканнине туянма атте-аннен укçи-тенки пулман пулĕ ĕнтĕ.
Тума пĕлмен ĕç те пулман пулĕ. Пĕчĕклех çава йăтса утă çулма тухнă эпир. Пĕвĕм пĕчĕккипе анне мана ятарласа пĕчĕк çава туянса панăччĕ.
Çăпатапа та çӳренĕ эпĕ. Атте пушăтран çăпата таврашне пит ăста калăплатчĕ. Эх, çăмăлччĕ те çăпатапа чупма. Ура çĕре перĕнместчĕ. Манăн атте – Борис Герасимович – ăста купăсçăччĕ. Хăрах алли çĕкленмест пулин те кĕвĕсене шăрантаратчĕ кăна. Петя шăллăм купăс тытмалăх ӳссен ăна атте çĕнĕ купăс туянса пачĕ. Шăллăм хăвăрт алла илчĕ купăса. Çавăнтан тытăнтăмăр эпир килте концерт лартма: вăл калать, эп юрлатăп, ташлатăп, - йăл кулăпа аса илет вирьял хĕрĕ хăй ачалăхне.
Амăшĕ унăн фермăра ĕçленĕ. Галя вара ун вырăнне те, унпа пĕрле те нумай тар тăкнă ĕне ферминче. Пур чухне те ăна юрă пулăшса пынă. Ывăннине те, вăхăт иртнине те сисмен темелле хĕрача ĕçленĕ май юрă хыççăн юрă шăрантарса.
Шкулта вĕреннĕ çулсенче Галя шкул хорне çӳрет, пĕччен те юрлать. Пахмутовапах танлаштараççĕ ăна ентешĕсем. Тен, çавăнпа унăн ăшĕнче артистка пулас ĕмĕт çуралнă, анчах ун пирки вăл никама та каламан. Чунрине вăл ашшĕпе амăшне шкул пĕтерес умĕн кăна уçса парать.
-Атте ман шухăша ырларĕ. «Мĕн-ма хĕрĕн ĕмĕтне татас-ха/» - терĕ вăл мана çурăмран лăпкаса. Аттен Чăваш патшалăх академи театрĕнче палланă çынни ĕçлетчĕ. Ман пирки кайса калаçса килнĕччĕ ĕнтĕ вăл. Анчах анне ним тусан та килĕшесшĕн пулмарĕ. «Артист пурнăçĕ вăл – ырă пурнăç мар, ямастăп!»- терĕ çирĕппĕн. Çапла манăн çутă ĕмĕтĕм татăлчĕ. Юрлама эпĕ çав-çавах пăрахман,- тет Галина Борисовна.
Аттестат илсен вăл Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçлеме каять. Кунта хăй юратăвне тупса çемье чăмăртать. Ывăл çуратать. Юрлас туртăм вăйлă пулнипе вăл Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнчи «Русская песня» ансамбле çӳреме пуçлать. Унта юрлас ăсталăхне туптать.
Нумаях пымасть унăн телейĕ. Упăшки ытларах çемйипе мар, черккепе тусли паллă пулать. Куççуль тăкса ывăннă хыççăн Галина уйрăлма шутлать. Ульяновск облаçĕнчи Ишевккери тăла-пустав комбинатне килсе вырнаçать. «Малтан ăнмасан кайран телей ан кĕт», - тенĕ ватăсем. Галинăна пĕр вырăс арçынни кăмăлласа пăрахать. Çав вăхăтрах Гальăна пĕр чăваш ачи куç хывнă пулнă. Анчах пулас упăшки чăваша яхăнне те яман. Вырăспах çемье чăмăртама тивнĕ ăна.
Çемьене йывăç баракра хваттер уйăраççĕ. Пăртак пурăнсан ку мăшăрĕ те пурнăç пирки шутлакан çын марри палăра пуçлать. Каллех кӳрентерӳ, каллех куççуль. Йăлтах тӳсет Галина. Кĕçех вĕсем хăтлă хваттере куçаççĕ.
Пурнăç вăл çапла – аванпа та, начарпа та малаллах шăвать. Çак хушăра тепĕр пысăк хуйхă тӳссе ирттерет Галина. Унăн 29 çулхи ывăлĕ аварие лексе вилет.
Чунне мĕнле те пулин лăплантарас тесе вăл «Илем» юрă ушкăнне çӳреме пуçлать.
- «Илемре» юрлакан Зинаида Мясникова ялан пирĕн кил карти витĕр çӳретчĕ, – аса илет Галина. – Ăна унччен концертра пĕрре çеç мар курнă. Эпĕ хăйсах хам юрлас кăмăл пуррине пĕлтертĕм. Вăл репетицие пыма хушрĕ. Çапла эпĕ те «Илем» артистки пулса тăтăм. Унтанпа пилĕк çул сисĕ-нмесĕрех иртсе кайрĕ. Юлашки çул пирĕн ĕçсем начарланчĕç. Концертсемпе тухса çӳрейместпĕр. Эпир çапах саланмарăмăр. Халĕ çĕнĕ тум çĕлетме тытăнтăмăр.
«Илем» хĕрĕсене питĕ лайăх ăнланатăп. Миçе çул хушши – хĕртсе хĕвел пăхать-и, шартлама сивĕ-и, ишсе çумăр çăвать-и – илемсем сцена çинче пухăннă халăха савăнтараççĕ. Çапла чăвашлăха парăнса хăйсене шеллемен хастарсем вĕсем, илемсем. Шел, çакна пурте хаклама пĕлмеççĕ: кӳрентерме пăхаççĕ. Паян илемсене чăваш юрри-ташшине юратни, юрламасăр пурăнма пултарайманни çыхăнтарса тăрать. Вĕсем кирек хăçан та сцена çине тухма хатĕр.
Галина Борисовна ӳпкелешме юратмасть. Вăл тулли пурнăçпа пурăнать: юратнă ĕçне çӳрет, дачинче пахча çимĕç ӳстерет, репетицисенче чунĕ каниччен юрлать, канма ларсан «Канаш» хаçатăн страницисене шĕкĕлчет.
 
: 368, Хаçат: 39 (1337), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: